Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑк тенӗрен, эпӗ хаяр вӑрҫӑ кӗрлесе иртнӗ Тверь облаҫӗнчи Ржев районӗнчи Сухуша ял администрацийӗпе ҫыхӑну тытса ҫав тӑрӑхра йышлӑн пытарнӑ салтаксен вилтӑприсене мӗнле пӑхса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ашшӗ хӳттисӗр иртнӗ ачалӑх, яшлӑх ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ашшӗ, ҫывӑх ҫынни ҫапӑҫӑва кӗрес умӗн кӑранташпа васкаса ҫырнӑ, вӑхӑт иртнӗ май сарӑхса, тӑтӑшах тытса вуланипе ҫуркаланса пӗтнӗ ҫырусӑр пуҫне унран нимӗн те юлман вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Иртнӗ 3 ҫулта районта малтан усӑ курман 900 га ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳсен йывӑр лавӗ малаллах кайтӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 3 с.

Иртнӗ ҫул ҫавӑн пекех виҫӗмҫулхинчен сӗт ҫимӗҫӗ хатӗрлесси - 8,3, ӗҫме кӑларасси 17,1 процент /ҫав шутра сӑра - 22, эрех - 36,8/ сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Керамика изделийӗсем хатӗрлессине пӗлтӗр 6,4 процент чакарнине пӑхмасӑр туса кӑларакан продукци ӳсӗмӗ 2008 ҫулхи шайран 19,6 процент иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2013 ҫулхи декабрь уйӑхӗнчипе танлаштарсан, иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтра потребитель таварӗсен тата пулӑшӑвӑн инфляци шайӗ 10,9 процентпа танлашнӑ, ҫакӑ 2009 ҫултанпа - чи пысӑк кӑтарту.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Иртнӗ ҫулсенчи лару-тӑру та ҫавӑн пекех.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Шалу шайӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫи виҫинчен - 3,8 хут, вӑйпитти халӑха пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк суммӑран 2,9 хут иртнӗ, 2008 ҫулхинчен - 4,8 тата 2,7 хут.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Нухратпа усӑ курас тытӑм юлашки ҫулсенче питех улшӑнман, потребитель тӑкакӗсен тӳпи яланхиллех 70 процентран иртнӗ, 2014 ҫулта ку кӑтарту 74,1 процента ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Тӗслӗхрен, Шупашкарти Олимп резервӗсен ятарлӑ 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптакан 16-ри Роман Марквальд Раҫҫей ҫамрӑкӗсен чемпионатӗнче /ӑмӑрту февраль пуҫламӑшӗнче Мускав облаҫӗнче иртнӗ/ «ски-кросс» дисциплинӑпа ҫӗнтерсе чи пысӑк наградӑна тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Хальтерех тепӗр хыпар та пӗлтӗмӗр: 14 ҫулти хӗр Челябинск облаҫӗнче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Russian Freestyle Games 2015» турнирта лайӑх кӑтартусемпе палӑрса кӗмӗл медальпе пуянланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ нумаях пулмасть Испанире иртнӗ Универсиадӑра Раҫҫей чысне хӳтӗлерӗ, иртнӗ ҫул вара тӗнче ӑмӑртӑвӗн стартне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Чӑваш фристайлҫисем ҫак кунсенче тепӗр ҫитӗнӳпе савӑнтарчӗҫ: Челябинск облаҫӗнчи Миасс хули ҫывӑхӗнчи «Солнечная долина» кану центрӗнче иртнӗ ҫӗршыв турнирӗнчен медальсемпе таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Сочире иртнӗ Олимп вӑййисем хыҫҫӑн пирӗн республикӑра фристайлпа кӑсӑкланакансем йышланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Фристайл - хӑюллисем валли // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

«Муркаш Улӑпӗ–2023» конкурс канмалли кунсем умӗн, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Муркашри культура ҫуртӗнче иртнӗ.

Конкурс «Моргаушский Улып – 2023» прошел перед выходными, 21 февраля в Моргаушском Доме культуры.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ.

Сегодня, 25 февраля, произошло одно знаменательное событие.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

«Чӑваш халӑх сайчӗ» чӑваш ҫыравҫисен тата культура ҫыннисен пӗр ушкӑнӗ 2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ хаяр ҫӗр чӗтревӗнче шар курнӑ Турцири тата Сирири хамӑрпа тӑванлӑ халӑхсемпе пӗрле тарӑннӑн, чунтан хурланнине пӗлтерсе Тӗрӗкьелти ҫыравҫӑсене ҫыру яни ҫинчен хыпарланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсенчен Тӗрӗкьеле — пулӑшу // Илле Иванов. https://chuvash.org/news/34329.html

Иртнӗ ҫул Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенчи ҫулсене юсанӑ, Сабантуй ирттерекен вырӑна тата Урмаел ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи территорие тирпей-илем кӗртнӗ, Урмаел ялӗнчи Ф.Бурнаш урамӗнчи трансформатора улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Иртнӗ ҫул икӗ ялта 46 ача ҫут тӗнчене килнӗ, 44 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ урамсем уҫӑлаҫҫӗ, ялсем пысӑкланаҫҫӗ // Д.Абулханова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d2%ab%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех