Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Атте, икӗ-виҫӗ хут аманнӑскер, 1945 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче киле ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам анаталла // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44182-pir-n ... m-anatalla

2023 ҫулхи тӗллевсене - патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрне - никӗслекен документри йӗркесене итлеме Чӑваш Ен Правительствин, РФ Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫӗпе суд органӗсен, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Чӑн малтанах доклад пуҫламӑшӗнче Нӑрваш Шӑхаль тӑрӑхӗнчи юлашки ҫичӗ ҫулхи демографи лару-тӑрӑвӗ, ҫынсен шучӗ чакса пыни залра ларакансене шухӑша ячех-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Шел, вӑл 2021 ҫулхи март уйӑхӗнче пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Леонид Матвеевич Лялькин 1936 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче ҫак ялта йышлӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Ҫав ҫулхи кӗркунне пуҫӑм ҫине инкек йӑтӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Ашшӗ таҫтан темле хӗрӗх ҫулхи хӗр тупса парсан тин Варсун Турикаса ҫӳреме пӑрахрӗ, анчах Кӗсле Матвинне ӗҫкӗ-ҫикӗшӗн, тӗрлӗ парнесемшӗн пушмак пӑруне туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

1907 ҫулхи февралӗн ҫирӗммӗш кунӗ, иккӗмӗш Государство думи уҫӑлнӑ кун, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи пӗрремӗш класра вӗренекенсем пурте пӗр харӑс кил картине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӳлӗме вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫулхи ача кӗрсе тӑчӗ, палламан «улпута» курсан, самантлӑха шикленсе ӳкрӗ пулас: кивӗ пысӑк ҫӗлӗкне хывса хул хушшине хӗстерчӗ те ҫурма сасӑпа сывлӑх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫакӑнти хорта пӗр тӗлӗнмелле чаплӑ юрӑҫ, вун тӑватӑ ҫулхи ача, юрлани ҫинчен ҫынсем каланине илтнӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пурте пӗр вӑхӑтри, пӗр ӳсӗмри ҫамрӑксем, ҫирӗм-ҫирӗм икӗ ҫулхи маттур яшсем.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Карточка ҫинче шкул тумӗ тӑхӑннӑ вунпилӗк-вунултӑ ҫулхи хӗрача ларать: хулӑн ҫивӗтлӗ, салхуллӑрах, шухӑшлӑ сӑнлӑ, хӑйне евӗр чипер.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пӳртлӗ-ҫуртлӑ, ӗнеллӗ-качакалла хӗрӗх ҫулхи хӗр…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Яла таврӑнсан, каччӑ шикленмеллипех шикленсе ӳкрӗ: унӑн хуҫалӑхӗ питӗ юхӑннӑ, килӗ-ҫурчӗ, карти-хури япӑхнӑ, ашшӗ сачӗ хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи хаяр сивве тӳсеймесӗр хӑрса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсене шахмат йӗркипе лартса тухнӑ, вунпилӗк-вун ултӑ ҫулхи йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кунта ӑна вунӑ ҫул каялла, аллӑ виҫҫӗмӗш ҫулхи сентябрьти пленум хыҫҫӑн, райком сӗннипе председателе суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Виҫӗ хурт, сӑмахран, темиҫе кун хушшинче ҫичӗ-сакӑр ҫулхи йывӑҫ тымарӗсене ним мар ҫисе ярать.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Шалти пӳлӗмрен вӑтам ҫулхи, тулли кӗлеткеллӗ, ҫуткам сӑнлӑ хӗрарӑм ылтӑн шӑлӗсене ялкӑштарса тухрӗ, Таня ҫине сӑнарах пӑхрӗ, хӗре кӑпӑшка шурӑ аллине тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Курӑр, эпӗ епле телейлӗ! Курӑр, эпӗ епле ҫамрӑк та чипер!» — тет унӑн хӗрелсе кайнӑ сӑнӗ; ирӗлекен ҫырла евӗр тути, ҫинҫешке кӗлетки, вӗлтлетсе курӑнакан йӑрӑс урисем, ҫутӑ пушмакӗсем — йӑлтах вун сакӑр ҫулхи хӗрӗн телейӗ ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех