Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
хуҫалӑх (тĕпĕ: хуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Майӑн 17-мӗшӗнче пирӗн района Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Унтан Комсомольски районӗнчи ял хуҫалӑх инспекцинче ӗҫе пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Петр Андреевич Патӑрьел районӗнчи Тури Туҫа вӑтам шкулне вӗренсе пӗтерсе пӗр ҫул колхозра ӗҫленӗ хыҫҫӑн ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе ученӑй зоотехник дипломӗпе Псков облаҫне ҫитсе совхоз зоотехникӗн ӗҫне кӳлӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре иртет кун-ҫул утти // Р.МОИСЕЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ отрасле пулӑшас тӗлӗшпе Раҫҫей ял хуҫалӑх министрне Александр Ткачева хӑйӗн сӗнӗвӗсене панӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Чӑваш ял хуҫалӑх наука-тӗпчев институчӗ ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Тахҫан ӑна республикӑри 168 хуҫалӑх ҫитӗнтернӗ, Раҫҫейри хӑмлан 90: туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Тремасов пӗлтернӗ тӑрӑх - Елчӗк районӗнче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене акмашкӑн паха вӑрлӑх тата им-ҫам ҫителӗклӗ хатӗрленӗ, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тӗлӗшпе те чӑрмав пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Юнашар тӑракан ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫакна шута илнине ҫирӗплетрӗ - тӑкаксем ытлашшипех саплашмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кӑҫал аграрисем ял хуҫалӑх производствин резервӗсене шыраҫҫӗ, продукцие сутмалли ҫӗнӗ рыноксене, тупӑшӑн ҫӗнӗ ҫӑлкуҫӗсене тупасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Паянхи куна «Труд» ял хуҫалӑх предприятийӗнче ҫурхи ака ӗҫӗсене вӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӑл выльӑх-чӗрлӗхшӗн ҫав тери паха апат, - пӗлтерчӗ ӗҫ-хӗлпе паллаштарса Ремис Минхалимович Шарафутдинов хуҫалӑх председателӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрий Поповпа Петр Краснов ял ӗҫченӗсемпе курнӑҫрӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче пулнӑ ӗҫлӗ ушкӑн Геннадий Максимов, район администрацийӗн капиталлӑ строительствӑпа ҫул-йӗр, коммуналлӑ хуҫалӑх уйрӑмӗн начальникӗ Александр Краснов «Слава картофелю» агрофирма ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкулта пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Черетре тӑракансен ыйтӑвне тивӗҫтерсе патшалӑх программине пурнӑҫласа кӑҫал Урмаелӗнчи, Комсомольскинчи, Тукай Мишерӗнчи ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене ял ҫӗрӗсен шутне куҫарса, вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесене валеҫсе памалла.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Вӗсем Урмаел, Тукай, Кайнлӑк, Шурут ял тӑрӑхӗсене ҫитсе хуҫалӑх ӗҫченӗсемпе, шкулсен коллективӗсемпе, ял ҫыннисемпе тӗл пулчӗҫ, информаци кунӗнче уҫӑмлатмалли темӑсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Ҫартан таврӑнсан Гена ял хуҫалӑх институтне пӗтерет: совхозра хисеплӗ ҫын пулса ӗҫлет.

После армии Гена окончил сельскохозяйственный институт: в совхозе был уважаемым человеком.

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2016 ҫулхи Ҫырӑвӗнче ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тӳрӗ мар кӑмӑллӑ хуҫасенчен туртса илмелли пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫакӑнпа пӗрлех комисси районта харпӑрҫӑсем пӑхса тӑман лаптӑксене те тупса палӑртнӑ: ял хуҫалӑх ӗҫӗсене валли пӑхса хунӑ 12,7 га лаптӑка тӗмсем пусса илнӗ, хыт-хура ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Унӑн пысӑк пайӗ ҫинче хуҫалӑх пӗрремӗш ҫул мар чылай ҫул ӳсекен курӑксем акать, 159 га вара кӑҫалтан вир валли пулӗ – ҫӗре сухаласа рекультивациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Коррупцие хирӗҫ комитетӑн 2016 ҫулхи планӗпе тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсене тӗллевлӗн усӑ курнине тӗрӗслес тӗллевпе ЧР пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ ведомство ҫумӗнчи общество канашӗн представителӗсене явӑҫтарнипе куллен тӗрӗслевсем ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кӑҫал, сӑмахран, ял хуҫалӑх, вӗрентӳ аталанӑвне укҫа-тенкӗ ытларах та хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех