Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ: сада шупка хӗрлӗ ӗнтрӗк тӗс ҫапнӑ, кӗрхи ҫулҫисемпе чухӑн тумланнӑ йывӑҫсен хушшинчен тӗксӗм хӗрлӗ хӗвел йӑлтӑртатса пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сад тавра тытса ҫавӑрнӑ чул хӳмен катӑлса тухнӑ шӑтӑкӗнче Сима тӑра парать, аллине вӑлтасем тытнӑ, тӗпсӗр тарӑн куҫӗсемпе вӑл, суккӑр ҫын хӗвел ҫине пӑхнӑ пекех, пӗр мӑчлатмасӑр, тӳррӗн, хӗрсем ҫине шӑтарасла пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗрарӑм кулкаласа тути хӗррисене ҫулать, ассӑн сывлать, вара каллех каччӑна ыталаса илет те чарусӑррӑн ӑна куҫран пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Четыхер нимӗн чӗнмесӗрех шурӑ эрехе е сӑрана хӑйӗн карланкине ӳпӗнтерет те Бурмистров ҫине сӑнаса пӑхать, унтан, мӑнаҫлӑн эхлеткелесе илсе, алӑкран йӑтӑнса тухса каять, Вавила вара, вӗри тара ӳкнӗскер, шӑлтӑрах халсӑрланса кайса мӑкӑртатать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ҫул памаҫҫӗ мана, ирӗк памаҫҫӗ! — чунне уҫса калаҫать Вавила, ҫав вӑхӑтрах ӗненет хӑйне, хӗрарӑм ӑна куҫран пӑхать, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче хӑйӗн куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫӑтса яраслах пӑхать вӑл, каччӑ пичӗ-куҫӗ ҫине вӗри сывлӑш варкӑштарса сывлать, шӑрӑхпа типсе ҫитнӗ ҫӗре нӳрӗ пӗлӗт витсе хупланӑ пек ыталать ӑна.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫапах та, юлашкинчен ывӑнса ҫитрӗ, вара ун умне хӑрах куҫӑн сӑнӗ-пичӗ ярт уҫҫӑн тухса тӑчӗ: Яков Тиунов, сӗтел хушшине ларнӑ та, хӑйӗн шӗвӗрӗлсе тухнӑ питшӑммисене пӗчӗккӗ те яланах типшӗрсе ҫӳрекен алтупанӗсем ҫине хунӑ, ҫӳлти хура шӑлӗсене кӑтартса, ҫак хӗрсе кайнӑ Вавилӑна сивӗтмелле йӑл кулса, ӑна куҫран пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл шӑппӑн ҫывхарать те чӗркуҫленсе ларать, пысӑк ҫӑварне кӑштах карса хурса тата тӗпсӗр куҫӗсене чарса пӑрахса, Бурмистров ҫинелле пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пурте куҫӗсене илмесӗрех вӑл епле вылянине сӑнаса тӑраҫҫӗ, пӗр Тиунов кӑна нимӗн хускалмасӑр юханшыв ҫинелле пӑхать — тути хӗррисем сиккелеҫҫӗ хӑйӗн, пӗчӗк сухалӗ чӗтрет, Стрельцов тата, ывӑҫран ывӑҫа хӑйӑр юхтаркаласа, хуллен пӑшӑлтатать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вавила юрра выляса юрлать: пуҫне йӗркесӗр хытӑ суллать, ҫинҫе, хурлӑхлӑ нотӑсем ҫинче — аллисене чӗри ҫумне тытать, салхуллӑн пӗлӗт ҫинелле пӑхать те аллисене саркаласа хурать, унӑн мӗнпур хусканӑвӗсем юрӑ сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн пӗрлешсе каяҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унтан, чӗркуҫҫи ҫинче тӑнипех, Сима ҫывхарасса кӗтет, лешӗ васкамасӑр, лӑп-лап пускаласа утӑмланине шутласа пынӑ пек, унӑн урисем ҫинелле пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Каялла Тиунов хӗрӗх пилӗк ҫулхи ҫын пулса таврӑнчӗ, тӑсмака — кавӑн пек — пуҫ ҫаврашки ҫинче кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем вирелле тӑраҫҫӗ, шӑммисем палӑрмаллах ырханкка хӑйӗн, тӗтӗмре тӗтӗрсе пиҫӗхтернӗ пек питне-куҫне кӑвакара пуҫланӑ сайрашка сухал сырса илнӗ, — хальхинче унӑн пӗртен-пӗр тӗттӗм куҫӗ ҫынсем ҫине пытанмасӑр, тимлӗн те шухӑша кайнӑн пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӑхать официант ман ҫине, эпӗ икӗ лакейпа пынине курать те — ҫапла калать: «Ытла ир килнӗ эсир, князь вунӑ сехетсӗр тӑмасть, вунӑ сехетре вара эпӗ камердинера эсир килни ҫинчен пӗлтерӗп», — тет.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тӑшманӗ — вӗсем хушшинчи ача, ӑна ҫӗнтереҫҫех вӗсем… анчах вӑл, чиркӳ тӗлӗнче чарӑнса, ним чӗнмесӗрех чӗркуҫҫи ҫине ӳкет те пӗлӗтелле пӑхать; вӑл пӑхнинче Прометей кӳренӗвӗ мар, Титан мӑнкӑмӑллӑхӗ те мар, ҫук, пачах урӑхла, ахаль ыйту ҫеҫ палӑрать: «Мӗншӗн-ха ӗнтӗ ку? тата ку чӑнах-ши ӗнтӗ?»
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ҫурту сан капӑр, чапӗ пур ун, Тус-хӑнасемшӗн вӑл уҫах; Эрато, Тали, Терпсихора Унта пулаҫҫӗ час-часах; Вӗсем ҫине саламлӑн, ӑшшӑн Пӑхать телейлӗ кил хуҫи.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Пуҫне уснӑ та хӑрах куҫӗпе сӗтел ҫине, командир умне купаласа хунӑ пистолетсем хушшинче выртакан хӑйӗн пистолечӗ ҫине пӑхать.Он низко опустил голову и все щупал глазом свой пистолет, лежавший в куче на столе перед командиром.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Анчах тӗлӗнмелле, командир, шӑпчӑкла юрласа Ильсеяра тӑнран янӑ ҫамрӑк партизан ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхмасӑр, будка патнелле куҫне илмесӗр пӑхать.
XI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Костин пичче, ав, пӗрмай ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать…
Х // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унӑн пӗр куҫне хура сатинпа ҫыхса лартнӑ, тепринпе, сывӑ куҫӗпе, вӑл тӑртаннӑ куҫ хупанкисем айӗнчен Мэрдан ҫине шӑтарас пек пӑхать.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Хӑй пӗрмаях йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхать.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
«Мӗншӗн-ха атте хӑй чей ӗҫмест, мӗншӗн хӑнана ҫеҫ сӑйлать, ҫитменне тата, мӗншӗн хӑй будкӑран вӗҫӗмсӗр туха-туха пӑхать?«Почему это папа сам чаю не пьет, все гостя потчует да то и дело выглядывает из будки?
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.