Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каччӑ сăмах пирĕн базăра пур.
каччӑ (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн юлташӗ, шатраллӑрах питлӗ ҫамрӑк каччӑ, хулпуҫҫинчен купӑс ҫакса янӑскер, тусне тытса чарать.

Его товарищ, молодой парень с рябоватым лицом, с гармошкой на плече, удерживал друга.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кирек мӗнле пулин те, Лукреций чипер каччӑ, талантлӑ та кӑмӑллӑ калаҫакан ҫын; унӑн пурлӑхӗ пысӑк пулнӑ, хӑйне савӑнма кирлӗ чухне вӑл нихҫан та хытса пурӑнман.

Во всяком случае, Лукреций был юноша привлекательный, очень талантливый, остроумный и приятный собеседник, богатый и не скупился на траты для своих удовольствий.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ҫутӑ ҫӳҫлӗ каччӑ, пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑснӑ пек, ответлерӗ:

А молодой белокурый парень промолвил, как будто продолжая прерванный разговор:

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ку илемлӗ санлӑ, шурӑрах ҫӳҫлӗ ҫамрӑк каччӑ пулнӑ.

Это был молодой белокурый парень с тонкими и правильными чертами лица.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Ӑҫта илсе кӳртрӗр пире? — тесе кӑшкӑрчӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ тӗреклӗ каччӑ, йывӑҫ кӑкӗ ҫине хӑпарса тӑрса.

— Куда нас завели? — кричал, взгромоздившись на пень, лохматый детина.

1. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

«Ҫӗҫӗ! — хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ тӑруках лӗпсӗрлепнӗ каччӑ. — Ҫынвӗлерен!»

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иван Гавриловичӑн сивӗнсе те ӗлкӗреймен йӗплӗ сӑмаххисене халь Бонапарт пуҫӗ ҫине тӳпемиех чӳшкӗнтерчӗ тарӑхнӑ-тӑвӑлнӑ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӗрлене сӑнчӑртан вӗҫертнӗскер, вӑл каччӑ урисем ҫумне пырса лӑпчӑнкаларӗ-лӑпчӑнкаларӗ, хӳрипе пӑлтӑртаттаркаларӗ-пӑлтӑртаттаркаларӗ те выртакан, пурӑнакан ҫӗрех, лупас айнеллех лӑпӑстатрӗ каллех.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пархатарланнӑ юррине тепӗр ҫавра эрлӗклентерме пикенсе пӑхрӗ те каччӑ — кӗввине сулчӑланӑ пекех ҫеммине те ларт! чарса лартрӗ пуҫланӑ-пуҫламанах, йӑшрӗ унӑн юрлас йӳтӗмӗ, урӑххи, темӗскер ҫӗнни пӑтранма тытӑнчӗ йӗкӗт ӑсӗнче.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Эп ӗнтӗ, этемми тӑнлантарсан та тӑнланас темесен, судах памалла пуль тетӗп, — каччӑ мӑрӑлтатнине хӑлхине те чикмерӗ Иван Гаврилович.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Усӑнчӑк пуҫне ҫӗклерӗ те каччӑ тӳрех палласа илчӗ арҫынна: Иван Гаврилович иккен тан-тан сасӑ, Нина ашшӗ, кӑра та шӑрт сӑмахлӑ этем.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫитменнине тата, чи-чи айванла та чи-чи путсӗрле, ҫапла тунипе юратӑва ҫӗнсе илессӗн, каччӑ хӑй вӑйпа та чышкӑпа ӗмӗтсӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ӑна-кӑна мар та-ха… — хӗр хӑюлӑхӗнчен шалт аптӑрарӗ каччӑ, — Ӑна кӑна мар та-ха…

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — «Дина, килӗштеретӗп эпӗ сана. Килӗштеретӗп кӑна-и? Юрататӑп. Хытӑ-хытӑ, ҫав тери, калама ҫук хытӑ юрататӑп, сансӑр минут та, ҫеккунт та пурӑнма пултараймастӑп…» — тесе каласшӑнччӗ те ӗнтӗ каччӑ, сӑмаххи, ав, кӑварли, пыр айӗнчен тухса вӑркӑнмалли, пыр анинчех катрамланса-хытса ларнӑ иккен хӑйӗн; тухмасть, вӑркӑнмасть, чукмарпа тӑрӑслаттарсан та.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗара, — каллех пӗр авӑк тӑхтаса тӑчӗ каччӑ, — тухтӑр ӗҫпе, медицинӑна ҫулӑхса пӑхас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Тӑран тӑнкӑртатса, ҫур ял илтмелле… — кисӗпписене йӑтса, ҫӗклемне хуллуҫҫи урлӑ уртрӗ те анлӑ сукмакпа тӑвалла васкаварлӑн танкӑшрӗ вӑл, каччӑ: «Хӑть клуба тухатӑн-и кӗҫӗр, тух, Елькка, кӗтетӗп», — тенине те тӑнласа тавӑрмарӗ, юранӑтӑртаттарса-пӑтӑртаттарса, ӳкернӗ йӗрпе ӳсӗмлӗн малалла ярӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каччӑ хӗре каллех хӑй еннелле ҫавӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр каччӑ ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ те ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ай, капла мӗн чухлӗ тӑма пулать-ши каччӑ ытамӗнче?

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Ай, ав епле япала иккен вӑл каччӑ ӑшши!

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех