Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тарӑн сăмах пирĕн базăра пур.
Тарӑн (тĕпĕ: тарӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта тарӑн, — терӗ тахӑшӗ шанчӑксӑр сасӑпа.

Тут глубоко, — неуверенно сказал кто-то.

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Шырланӗ тарӑн та чӑнкӑ пулчӗ.

Овраг был крутой.

38 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Халӗ ҫак чӑрӑш айӗнче тарӑн шӑтӑк курӑнса тӑрать, вӑл шӑтӑка шыв тулнӑ.

Теперь под этой елью чернеет глубокая яма, залитая водой.

34 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ачасем тарӑн шухӑша кайрӗҫ, килӗсене ним шарламасӑр саланчӗҫ.

Лица у ребят были серьезные, расходились молча.

33 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Митя хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче тарӑн шухӑша кайса ларнӑ.

Митя сидел в своей маленькой комнатке и сосредоточенно думал.

32 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Тарӑн та кӑпӑшка юр ӑшне урисем пута-пута аннӑ, шыв пакӑлчак таран пулнӑ, ватӑ чӑрӑш патне ҫитсе тухма питех те хӗн, анчах та ҫӗр пӳртре типӗ те лайӑх пулнӑ.

Ноги проваливались В глубокий, рыхлый снег, вода доходила до щиколотки, пробираться к старой ели было трудно, но зато в землянке было сухо и уютно.

24 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Мазин, тарӑн шухӑша кайса, вешалка ҫине пырса тайӑнчӗ, такам тӳмине ҫавӑркалама пуҫларӗ.

Прислонившись к вешалке, Мазин задумчиво вертел чью-то пуговицу.

19 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Сивӗре ӗҫленипе хӗрелсе кайнӑ ачасем кӗреҫесемпе юр ҫӗклеҫҫӗ, тарӑн юр ӑшне кӗрсе каяҫҫӗ.

Красные от натуги малыши носят лопатками снег, лезут в сугробы.

5 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫӗрти тарӑн путӑкран пур еннелле те тӑпра муклашкисем сирпӗнсе тухнӑ.

Из глубокой воронки разлетались во все стороны грязно-серые брызги.

1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ҫӗр айӗнчи чи тарӑн сийӗсенчен тухнӑ эпир пӗлекен паллӑ материалсем ҫаксем пулаҫҫӗ.

Это самые глубокие из известных нам материалов, слагающих Землю.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Эпир ҫӗр айне питех те тарӑн ансан температура пӗр виҫеллӗ законпах ӳссе, пӗр майлӑ вӗриленсе пынипе пыманнине пӗлейместпӗр, унӑн законӗ пӗр майлах пырас пулсан, 70 — 90 километр тарӑнӑшӗнче чул таврашсем шӑранма та пултараҫҫӗ.

Мы не знаем, сохраняется ли неизменным закон «геотермической ступени» на большой глубине; если да, то, вероятно, на глубине в 70–90 километров могут быть расплавленные вещества.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Хӑш-пӗр вырӑнта эпир ҫакна тарӑн шахтӑсенче те, ҫӗре пӑрапа шӑтарса кӗнӗ шӑтӑксенче те куратпӑр.

Местами же мы видим это в глубоких шахтах и буровых скважинах.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Вулкан тӑвӗн айкки пит чӑнкӑ анать, эпир кӗлпе тулнӑ тарӑн ҫырмасем тӑрӑх, вут ҫӗленсем пек чашкӑрса авкаланса юхакан лава вырӑнӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе пытӑмӑр.

Склон вулкана был очень крутой; мы скользили по оврагам, полным пепла, обходя потоки лавы, которые стекали, подобные огненным змеям.

XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Сарӑлсах пыракан шӑтӑк ӑшне часах сарӑрах тӗслӗ ҫутӑ сӑнӗ кӗре пуҫларӗ; эпӗ сылтӑм енче те, сулахайра та темӗн пысӑкӑш туннель евӗрлӗ тарӑн шӑтӑксенчен ҫӑра пӑс палкаса тухнине куртӑм; вут ҫулӑмӗн чӗлхисем шатӑртатса ҫӗр шӑтӑкӗсен стенисене ҫуласа илеҫҫӗ.

Вскоре желтые отсветы стали проникать в постепенно расширявшуюся галерею; я замечал направо и налево глубокие ходы, похожие на огромные туннели, из которых вырывались густые пары; огненные языки, треща, лизали стены.

XLIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Шыв тарӑн шӑтӑк тӗпне ҫитсе каллех хӑйӗн яланхи тӳремне кӗме тӑрӑшса хӑйпе пӗрле пире те илсе хӑпарать.

Вода, дойдя до дна пропасти, стремится снова достигнуть своего уровня и поднимает нас с собою.

XLII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Тинӗс айӗнчи тӗпсӗр ҫыран уҫӑлса кайнипе тинӗс шывӗ ҫав тарӑн ҫӗрелле пӗве татӑлса кайнӑ чухнехи пек калама та ҫук хӑвӑрт юхса пире те хӑйпе пӗрлех илсе анать.

Бездна разверзлась, и море, превратившееся в бешеный поток, увлекало нас с собой.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпир халӗ тарпа сирпӗтсе аркатнӑ чул ту хыҫӗнче тӗпсӗр тарӑн шӑтӑк пулса тӑнӑ.

За скалой, взлетевшей в воздух, открылась бездна.

XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак вӑйлӑ кӗрешӳ тарӑн ҫӗрте пӗтмӗ-ши?

Не закончится ли борьба в морских глубинах?

XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫутҫанталӑк ҫак тискер шыв кайӑкне питех те вӑйлӑ куҫ панӑ, вӑл чи тарӑн шыв пит хытӑ пусса тӑракан вырӑнта та лапчӑнмасть.

Природа наделила его чрезвычайно сильным органом зрения, способным выдержать давление глубинных водяных слоев.

XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫав тери тарӑн кӳлӗ шывӗ ҫинчен илсе виҫсен унӑн тӳпи ҫӳллӗшӗ пилӗкҫӗр фут, ҫулҫӳревҫӗсем ҫав хӑвӑл тӑрӑх ҫӗр километр кайсан та вӗҫне тухайман.

Мамонтова пещера в Кентукки, конечно, гигантских размеров, ибо свод ее поднимается на высоту пятисот футов над озером неизмеримой глубины, причем путешественники исходили по ней свыше десяти лье и не исследовали ее конца.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех