Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳстерме (тĕпĕ: ӳстер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та эпӗ хамӑр патрах жень-шень ӳстерме ӗмӗтленетӗп.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Халь ӗнтӗ эсир кунта жень-шень лартса ӳстерме ӗмӗтленет, тенине ӗненетӗп, — терӗм эпӗ шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Халлӗхе пирӗн Рая Ильгачкина пуринчен малта пырать, пӗлтӗр вӑл икҫӗр аллӑ ҫура пӑхса ӳстерчӗ, кӑҫал вара виҫҫӗр аллӑ ӳстерме сӑмах пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӗлместӗмӗр эпӗр кукуруза ӳстерме, ҫавӑнпа пулмастчӗ те вӑл пирӗн патра.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑйлӑ ҫавраҫиллӗ кунсенче (вӗсем пирӗн таврара сахал пулаҫҫӗ) ҫил вӑйне чакарса, пуйӑс хӑвӑртлӑхне ӳстерме те пулӑшать, чугун ҫул ҫыхӑнӑвне хытӑ сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Вӑрӑ-хурахсем уншӑн ӗҫлеҫҫӗ, Лаврский йышши ваккатсем унӑн пуянлӑхне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ, полиципе казаксем унӑн ӗҫне ӗҫлеме халӑха хӗҫпе те пӑшалпа юнаса, ирӗксӗрлесе хӑвалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп: пӳлӗхҫӗ кашнинех сирӗнни пек хӗр ӳстерме пулӑштӑр.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳлӗхҫӗ кашнинех ман ывӑл пек ача ӳстерме пулӑштӑр…

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳсеймерӗ вӑл, «эй, турӑ, ан пӑрахсам, ачасене чипер пӑхса ӳстерме упраса хӑварсамах» тесе, хӑй ӑшӗнче кӗлтуса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем наци культурине ӳстерме, хаклама пулӑшаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Надежда Бабкина вӑрнарсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10876-na ... m-parneler

Чӑвашсем сад ӗрчетме, йывӑҫ ӳстерме юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аслӑ ӑрурисем ӑмсанни тӗрӗсех – паян ҫитӗнекен ӑру тӳлевсӗр майпах ӑс-тӑнне ҫивӗчлетме, хӑйӗн пултарулӑхне ӳстерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Ҫӗнӗ саккун ҫулҫӳрев точкисене ӳстерме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ те саккунра ҫырӑнӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11111-ac ... unra-cyr-n

Конкурс вӑхӑтӗнче ӗҫтешсен опычӗпе паллашни PR-специалистсен квалификацине ӳстерме пулӑшнисӗр пуҫне пӗрлехи вӑйпа Чӑваш Республикинчен Раҫҫейре палӑрса тӑракан регион туса хума май килессе шанса тӑратӑп, – пӗлтерет Анна Владимировна.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Ҫӗнӗ технологи витӗмлӗхӗ тухӑҫлӑха ӳстерме май парать, сӗтӗн пахалӑх шайӗ те хӑпарсах пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Унпа усӑ курни ӗҫе алӑ вӗҫҫӗн тӑвассине самай чакарӗ, тырпул тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшӗ», - тенӗ Посол Вӑрнарти завод продукцийӗ пирки Угандӑн ял хуҫалӑх министерствине пӗлтерессине палӑртса.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем кӑтартуллӑ ӗҫлени килӗшнӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11432-v- ... ni-kil-shn

Тепӗр тесен, вӗсенчен кашни Раҫҫей Халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти (РАНХиГС) филиалта тӳлевсӗр професси пӗлӗвне ӳстерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Ачи-пӑчине пӑхса ӳстерме укҫи-тенки ҫитсе пымасть-мӗн, йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Кам лартса ӳстерме пултарнӑ?..

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Хӑмла туса илессине тата унӑн пахалӑхне ӳстерме патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Для увеличения хмелеводства и его качества необходима государственная поддержка.

Хӑмла ӳстерекенсене субсиди партарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33594.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех