Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗмӗрне сăмах пирĕн базăра пур.
Ӗмӗрне (тĕпĕ: ӗмӗрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ара, упӑте ӗмӗрне пурӑнса ирттеретӗп ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав кӗрхи кунсене ӗмӗрне те манас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эй, аслӑ Турӑ, эй, пурнӑҫ паракан Хӑйпӳрен, мӗншӗн ҫакӑн пек ҫыннӑн ӗмӗрне ҫамрӑклах татрӑр-ха?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗмӗрне курман эпӗ ун пек хӗр…

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, кун пирки вӑл ӗмӗрне те шухӑшлас ҫук-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ман хӗр ӗмӗрне сая ятӑн эсӗ, патша-аттеҫӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен ялӗнче патька-патша хӑй хӑнара пулнине вӗсем ӗмӗрне те манмӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патша хусах хӗрне качча илни ӗмӗрне те пулман, килӗшекен япала мар ку, — тесе шавлаҫҫӗ хирӗҫҫисем.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ара, унӑн кун пек урхамах мар, ухсак кӗсре те ӗмӗрне те пулман.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗчӗкренех чирлӗрех ӳснӗ, сӑнӗ-пуҫӗ унӑн темӗнле ачашрах, хӗрупраҫӑнни пекрех, ӗмӗрне ҫӗр ӗҫлесе курман улпут ывӑлӗнни евӗртерех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку шухӑша ӑнланса илсен вара вӑл ӑна ӗмӗрне те каҫармӗ…

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек намӑс ӗмӗрне Шуртан ҫынни курман пуль?

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Техникӑна пӑхса тӑрас, унӑн ӗмӗрне вӑрӑмлатас тӗлӗшпе пирӗн округ республика шайӗнче те лайӑх енчен палӑрса тӑнине иртнӗ ҫул хамӑр тӑрӑхра иртнӗ канашлура Чӑваш Республикин патшалӑх техника надзорӗн тӗп испекторӗ В.П.Димитриев та каланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ҫак сӑртлама фашистсенчен паттӑр хӳтӗлесе виҫӗ хӗрӳллӗ комсомолец: Левенчук, Курбангалиев тата Киселев хӑйсен ҫамрӑк ӗмӗрне татрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Арлан Антунӗ ӗмӗрне те ялтан аяккалла ура пусса курман.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Шӑппӑн пурӑнатӑп, никама кансӗрлеместӗп, ҫын укҫине ӗмӗрне пӗр пус тивмен.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Кун пек илемлӗ качака путеккине эпӗ ӗмӗрне те курман.

Куҫарса пулӑш

Качака путекки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пилӗк-ултӑ ҫул каяллах эпир унпа, «хӗрарӑм кӗтӳҫипе» (авланмасӑр, кӑмӑлне ютта чупсах, унтан-кунтан тивӗҫтернипех ӗмӗрлерӗ ӗмӗрне), телевизор юсакан ательере пӗрле йӑраланаттӑмӑр: вӑл диспетчерччӗ, эпӗ йӑтмарҫӑ пеккиччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Таврара сарӑ, сапӑр кӗр саркаланса хуҫаланатчӗ, тӑпӑртатса ташлатчӗ, хӑйӗн кӗске ӗмӗрне шеллесе, куҫҫульленкелесе те илетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Халӗ хӑй те, Анук, ҫур ӗмӗрне хыҫа хӑварчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех