Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӑмӑллӑн (тĕпĕ: ҫӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӳрнисем купӑс тӳммисем тӑрӑх ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Халӗ сирӗн унччен ҫӗнеймен пек туйӑннӑ ӗҫе ҫӑмӑллӑн пурнӑҫлама шанчӑк пур.

Сейчас у вас есть все шансы с невероятной лёгкостью достигнуть того, что ранее казалось недостижимым.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ума лартнӑ тӗллевсем ҫӑмӑллӑн пурнӑҫланӗҫ.

Поставленные задачи с лёгкостью реализуются.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫумӑр та хӑратмасть кайӑка — ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн вӗҫсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хапха алӑкне Таранов ҫӑмӑллӑн, хаваслӑн уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта хальтерех асфальт сарнӑ мӑн ҫул тӑршшӗпех тип-тикӗс — автобус малалла канлӗн, ҫӑмӑллӑн ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл кабина алӑкне уҫсан ҫӗре ҫап-ҫамрӑк хӗр ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сирӗн илӗртӳлӗх хӑвӑра ӗненме май парӗ, ҫавна май ыйтусене ҫӑмӑллӑн татса паратӑр.

Ваши обаяние и сексуальность придадут дополнительную уверенность в себе, что будет способствовать решению насущных вопросов с особой лёгкостью и изяществом.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсен калаҫӑвӗ ҫапла ҫӑмӑллӑн пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Ҫийӗнче унӑн — пилӗкне илемлӗн тытса тӑракан кӗске ҫанӑллӑ шурӑ кӗпе, вӑркӑш ҫилпе ҫӑмӑллӑн вӗлкӗшкелесе илет…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫӑмӑллӑн, ҫӗкленӳллӗн утать Ҫеруш ҫак айлӑмпа.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Иккӗшӗ те шурӑ кӗпе тӑхӑннӑскерсем, вӗсем хӑва тӗми патне ҫӑмӑллӑн варкӑштарса ҫитрӗҫ те, ҫын пуррине асӑрхамасӑр, малтанхи пекех хавассӑн, хытӑ саспа калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Паллашӑр, ку — манӑн пичче, — тесен, эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм тата хӗрелтӗм, анчах Анфиса мана ҫак ҫӑмӑлах мар лару-тӑруран питӗ ҫӑмӑллӑн хӑтарчӗ: вӑл ман ҫинчен пӗр иккӗленӳсӗр ӗненмелле япала суйса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Даша та тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫурта пек тӳрӗ хырсем епле йӑванни ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, йӑвантарнӑ хыр турачӗсене ҫивчӗ пуртӑпа ҫӑмӑллӑн касрӑм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Кайран вара, Люся килӗшсен, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, ҫапла шутланӑ:

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Л. Агаковӑн ытти произведенийӗсем пекех, «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» повеҫӗ те питӗ интереслӗ, ҫӑмӑллӑн вуланать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Вӑл, кӗрен хӑю ярса илемлетнӗ вӑрӑм ҫивӗтне лӑст та лӑст силлентерсе ҫӑмӑллӑн ярӑнса утаканскер, сӗтел ҫине пӑсланакан купӑста яшки антарса лартрӗ, тӗпсакайӗнчен сӑра ӑсса тухрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмартийӗ пекех хӗрлӗ помидорсене турилкке ҫине каса-каса хучӗ, вӗсене хӑйма сапса тутлантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑй-халӑм та ҫамрӑк чухнехи мар: шырлан урлӑ Юрмейкейкинсен виҫӗ пӑру тунӑ ӗни пекех ҫӑмӑллӑн сикеймӗп.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи калаҫу тикӗт сӗрнӗ кустӑрма пекех ҫӑмӑллӑн кӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех