Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫывӑхне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ вӑл ҫултан инҫе мар хитре шӗшкӗ тӗмӗ ларнине асӑрхарӗ те ун ҫывӑхне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чи йывӑр кунсене, Колчак ҫарӗ Хусан ҫывӑхне пынӑ вӑхӑта тӳссе ирттертӗмӗр пулсан, татах пӗр-ик эрне чӑтаймӑпӑр-и, юлташсем?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсене трибуна ҫывӑхне яма юрамасть! — такамӑн хаяр сасси илтӗнсе кайрӗ залра.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Петр пачӑшкӑ чашкӑрса тӑракан сӑмавар пырса лартрӗ сӗтел ҫине, чашӑк-кашӑк шанкӑртаттарчӗ: пыл савӑчӗ, печени-канфет шутарчӗ кӗтмен хӑнасен ҫывӑхне.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Татах типӗ турат пӑрахса ҫунакан вутта вӑйлатрӗ, алсине хывса шӑнман аллисенех вут ҫывӑхне тытса ӑшӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӗлӗкрех милицие вырнаҫма салтакра пулман ҫынна ҫывӑхне те яман.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Тӑватӑ теҫетке ытла ҫул иртрӗ пулсан та вӗрентекен сем манӑҫмаҫҫӗ, тӑван шкул хӑй патне чӗнет, хӑй ҫывӑхне туртать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Анчах ҫул вӑрӑмах мар, унӑн тӳсӗмсӗрлӗхӗ вара ҫав тери хӑватлӑ, ҫавӑнпа та, кӗтнӗ пекех, Давенант Футроз ҫурчӗ ҫывӑхне ҫиччӗ ҫурӑра ҫитсе тӑчӗ.

Однако расстояние было не так велико, а его нетерпение — огромно, и, как следовало ожидать, Давенант оказался вблизи дома Футроза за полчаса до восьми.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Юлашкинчен ункӑ татӑлчӗ те — ӑнран кайнӑ хӗре тӗм ҫывӑхне йӑтса вырттарчӗҫ.

Наконец кольцо разбилось, девушку, лежавшую в обмороке, оттащили к кустам.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Куҫне хӗссе Фонфред чулсене хӑйӗн ҫывӑхне лӑпкӑн куҫарса хучӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа ман ҫине ютшӑнчӑкла, тӗрӗсленӗн пӑхкаланӑ май мулӑма тӗпчеме тытӑнчӗ.

Фонфред, прищурясь, весьма спокойно сгреб к себе камни и принялся исследовать их, временами поднимая на меня замкнутый, испытующий взгляд.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Ара, хускатма юрамасть ӑна, икӗ пули те чӗри ҫывӑхне лекнӗ, — айӑплӑн хуравларӗ лешӗ пӑшӑрханса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑва ҫывӑхне ҫитсен, вӑл ҫав тери асӑрханса, нумай-нумай ҫеккунт иртсен кӑна пӗрер утӑм туса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Е, пачах урӑхла, вӑл ун хыҫҫӑн Утар ҫывӑхне те пырса тухмӗ? — Варламовпа Васильева хӑйпе тан хурсах канаш ыйтрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чи кирли — унӑн хреснай ывӑлӗ Иван Телегин Калюков ҫывӑхне чиперех лекме пултарни.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыттисем пымарӗҫ те сӗтел ҫывӑхне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арӑмӗ ӑмӑрткайӑк пек Крапивина юратнине пӗлсен, хӑй те ӑмӑрткайӑкран кая мар иккенне кӑтартма шут тытнӑ, ҫав тӗллевпе тарса килнӗ Экеҫ ҫывӑхне, мӑшӑрӗ патне…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Веняна ҫав юрату Хӗрлӗ Ҫартан Экеҫ ҫывӑхне тартрӗ, хураха кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Грэй кӑвайт ҫывӑхне выртрӗ те ҫулӑм ҫути ӳкнӗ шывалла тинкерчӗ.

Грэй лег у костра, смотря на отражавшую огонь воду.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсенчи ҫемьесем Шупашкар ҫывӑхне туртӑнаҫҫӗ, хулари общежитисенче пурӑннисем те Кӳкеҫре хваттерлӗ пулчӗҫ.

Семьи из южных районов республики тянутся в Чебоксары, кроме того, некоторые жители общежитий города получили квартиры в Кугесях.

Кӳкеҫре шкул тӑвӗҫех // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31016.html

Ӑсатакансене позицисен ҫывӑхне ямаҫҫӗ.

Провожающих не допускали до позиций.

8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех