Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑрма вӑхӑт ҫитнӗ пулсан та, пур ҫӗрте те пурнӑҫ вӗресе тӑни сисӗнет.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Мӗнле ирхи кайӑк ҫывӑрма пӗлмесӗр чупса ҫӳрет тетӗп, Лена иккен, Салам, Лена.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Амӑшӗн сывлӑхӗ ҫеҫ канӑҫсӑрлантарчӗ хӗре, ҫывӑрма выртсан час-часах минтер питне йӗпетрӗ Лена, анчах ӗҫре ун кӑмӑлӗ каллех уҫӑлчӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Юлашкинчен Матвей Захарч хаҫатсем пӑхкаларӗ те ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Унта та кунта ҫывӑрма пӗлмен ӗҫчен кайӑксем, ҫӗнӗ ир пуҫланни ҫинчен тӗнчене пӗлтерсе, мухтав юрри шӑрантараҫҫӗ.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Юрӗ, ачам, Ирӑна кайса вӑратам-ха, кӗҫӗр клубра лекци ирттерчӗ те, хальтерех кӑна ҫывӑрма выртнӑччӗ.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Амӑшӗ ҫине тӑрсах хистенине пула Лена ҫутта сӳнтерчӗ те ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.
I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫывӑрма та памастӑн», — тет арӑм, айӑкранах кӑрст! тӗксе.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Тем ыйтнӑ евӗр чӗвӗлтетсе, йывӑҫ тӑрринчен йӑлт-ялт сиккелесе, ҫын хулпуҫҫийӗ ҫинех пырса ларма хӑнӑхнӑ кӑсӑя, пӗр-пӗринчен самантлӑха та уйрӑлма пӗлмен мӑшӑр шӑпчӑк, сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗнсе тунката ҫумне ҫывӑрма выртнӑ икӗ чӗрӗп…
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
Ҫывӑрма выртсан та вӗсем канӑҫа ҫухатнӑ пек пӗр айӑк ҫинчен тепӗр айӑк ҫине ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑйсен ӗшеннӗ ӑс-тӑнне хура та сирӗлми тӗтре хупласа иличченех, ҫурҫӗр иртичченех йывӑррӑн сывла-сывла илеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Усал пулсан та эсӗ ман упӑшка, никама та памастӑп, ниҫта та ямастӑп сана хам ҫумран, эпир санпа телейлӗ, ухмах, — тесе ыталаса илчӗ вӑл мана, — акӑ сана ӑшӑ хуплу, вӗри сӗт ӗҫ те ҫывӑрма вырт.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Ачам-пӑчам ҫывӑрма выртнӑ.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Эпӗ ҫутӑ сӳнтертӗм те ҫывӑрма выртрӑм.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Туссем пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫывӑрма выртрӗҫ, ҫӗрӗпех хӑйсен йывӑр шӑпи ҫинчен шухӑшласа асапланчӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пурте ҫывӑрма выртса пӳрт шӑплансан та, вӗсем Кӗҫтук пӳлӗмӗнче нумайччен калаҫса ларчӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ачасене паҫӑрах ҫывӑрма вырттартӑм…
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ҫӗрӗпех электрица ан ҫунтар-ха, ҫывӑрма памастӑн ҫутӑпа, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатать вара тепӗр чух Каюров.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫӗрле те ҫынсемпе пӗрле канлӗ ҫывӑрма ҫукчӗ: пурте ҫывӑрса кайсан, дневальнӑй мана урай ҫума вӑрататчӗ…
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Эпӗ те, часах ҫутта сӳнтерсе, ҫывӑрма выртрӑм.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫывӑрма выртиччен эпӗ хам пухнӑ ҫӗнӗ материалсене йӗркелесе лартӑм, Сухви тӗпел кукринче ыран ир валли ҫӗр улми шуратрӗ, Борис пӗр вӗҫӗмсӗр пирус мӑкӑрлантарса выртрӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.