Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуртӗнче (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Муркаш Улӑпӗ–2023» конкурс канмалли кунсем умӗн, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Муркашри культура ҫуртӗнче иртнӗ.

Конкурс «Моргаушский Улып – 2023» прошел перед выходными, 21 февраля в Моргаушском Доме культуры.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Ку уйрӑма пилӗк ял кӗнӗ май, вӗсене икӗ вырӑнта ирттерчӗҫ — Хырхӗрринчи культура ҫуртӗнче тата Вӑрманхӗрри Чурачӑк ял клубӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Ун хыҫҫӑн вара тӗп культура ҫуртӗнче тематикӑлла каҫ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/

Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене Комсомольски культура ҫуртӗнче февралӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Иртнӗ ҫулхи февралӗн 28-мӗшӗнчех районти культура ҫуртӗнче гуманитарлӑ пулӑшу центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Январӗн 27-мӗшӗнче Хӗрарӑмсен медицина институчӗ (ӗлӗк Купеческий клуб пулнӑ) ҫуртӗнче чӑвашсен пӗрремӗш спектаклӗ питӗ ӑнӑҫлӑ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

РСФСР Верховнӑй Совет суйлавӗ вӑхӑтӗнче (1938 ҫул) эпир иксӗмӗр Мускав ҫывӑхӗнчи пӗр кану ҫуртӗнче пурӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫуртӗнче вара, унӑн шурӑ стенисен, ҫӳллӗ алӑкӗсен шал енче хӑрушӑ вилӗм хуҫаланать.

А в домике, за его белыми стенами, за высоким крестьянским порогом, царила смерть.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑлӑх-туратсен ҫуртӗнче пире яланах: «Вӗлтрен ҫинчен тупнӑскерсем, сирӗн пеккисенчен преступниксем, ҫын вӗлерекенсем кӑна пулаҫҫӗ» тесе кӑшкӑрса тӑкатчӗҫ…

В сиротском приюте нам ежедневно кричали, что мы подзаборники, что из таких, как мы, выходят только преступники и убийцы…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ тӑлӑх ачасен ҫуртӗнче ӳснӗ.

— Я рос в приюте.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сителти культура ҫуртӗнче те Иван Яковлевича халалласа мероприятисем иртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Сителти культура ҫуртӗнче те ҫулталӑк пӗр йӗрсӗр иртмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Тӑрӑнти культура ҫуртӗнче Раҫҫейри педагогпа наставник ҫулталӑкне халалласа Леонид Матвеевич Лялькинӑн пултарулӑх каҫне ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

— Ман арӑм вӑл шиккарнӑ пурӑнать-ха, вӑт эпӗ ун валли лайӑх ӗҫ ниҫта тупаймастӑп, совхоз директорӗн арӑмне, ман шутпа, пысӑк шалуллӑ должность кирлӗ, халь вӑл йӑла ҫуртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн ача-пӑча валли труссисем ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

«Эсӗ кану ҫуртӗнче канса ывӑнтӑн-и?» — тесе ярса илсен.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ҫӗнӗ хыпарсем ялта мар, кану ҫуртӗнче вӗсем!»

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Сан вӑл кану ҫуртӗнче ҫӗнни пур.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Яка Микихвер, икӗ эрне хушши кану ҫуртӗнче сывлӑхне тӗреклетнӗ хыҫҫӑн, килне таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Кулленхи пурнӑҫра «турӑ чурисене» пӗр-пӗринчен уйӑрса, хирӗҫтерсе яракан мул «турӑ ҫуртӗнче» те хӑйӗн хӑватне ҫухатмасть иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Суту-илӳ ҫак «таса турӑ ҫуртӗнче» те пӗр-пӗр Кавал, Выл е Энтри пасарӗнчи пекех: ҫӳхе кӗсъеллисем валли — таса мар ӑвӑсран е яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫинҫешке пӗчӗк ҫур-та, хулӑн кӗсъеллисем валли – пуҫ пӳрнерен те хулӑн, вӑрӑм, витӗр курӑнакан ҫурта.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех