Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун майли — вӗчӗх-усал кӑмӑлӗ тата йывӑр характерӗ, — ҫаксем пирки вӑл халӗ шанчӑклӑ хӳтлӗх тупнӑн ҫӑмӑллӑн лаштах сывласа ярса шухӑшлать.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Атя-ха ҫаксем пирки сӑмахлар мар, — асӑрхануллӑн сӗнчӗ Ева, — мӗншӗн тесен кӑмӑлӑм туртмасть.— Мы лучше это оставим, — осторожно предложила Ева, — так как я положительно не в ударе.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫаксем пирки вӑл аппӑшне хальлӗхе нимӗн те каламасть, анчах чун тӗпӗнче Моргианӑна вӑл чунне яри уҫнӑ вӑхӑтри урмӑшлӑхӗнче усӑ куракан хӗҫ-пӑшалӗшӗн каҫараймасть.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн иккӗлӗхӗ, сивлек сарказмӗ, Фрези Грант статуйишӗн, хӑйӗн чунӗн питӗ тӗплӗ сыхлакан, темӗнле кӗтесӗшӗн вилни, — ҫаксем мана чылай вӑхӑт хумхантарчӗҫ; эпир ҫынсене сахал чухланин тӗслӗхӗ пулчӗ-тӗр ку.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах эпӗ ҫапах та ҫӳллӗшӗ, ҫӳҫ тӗсӗ, ӳт-пӗвӗ, куҫӑмӗ-хусканӑвӗ тӗлӗнмелле пӗрешкел иккенне палӑртрӑм; ҫаксем ӑсра вирхӗнсе ҫиҫкӗннӗ май пуҫ тайрӑм та каласа хутӑм:
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Икӗ хаҫатӑн пӗр-пӗрне хирӗҫле наркӑмӑшӗ, палӑкшӑн кӗрешӳ аталансах пыни, — вӑл халӗ кӑмӑл-сипет кӗрешӗвне куҫнӑ ахӑр, — ҫаксем пурте карнавала спорт сӗмӗ кӗртеҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Паллӑ мар маскӑсем пирӗн хыҫра ташӑпа тапӑнса пире уртарса ярасшӑн ахӑр, кунсӑр пуҫне хаваслӑ тӗрлӗ инкек тупӑнсах тӑрать — йӑпшӑнса пырса хыҫалтан куҫсене алӑпа хуплани е тӑнӑ ҫын айӗнчи пукана куҫарса лартни — нӑйлату, тӑнкӑртату, кисренӳ, ним ҫук ҫӗртен кӑшкӑрашу; оркестрсен кӗвви-ҫемми, янкӑр ҫутӑ, — ун ҫийӗн йӑл кулса «Хумсем ҫинче чупакан» таҫталла вирхӗнет-ӑнтӑлать; ҫаксем пурте пирӗн калаҫӑва кӗреҫҫӗ, унӑн юхӑмне палӑртаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тимӗре ҫапнӑ хыҫҫӑнхи йынӑшу курӑнакан мӗн пур енчен ывӑтӑнать; пӑспа ӗҫлекен пысӑк мӑлатуксен кӗмсӗртетӗвӗ, пӗчӗк мӑлатуксен чӑнкӑртатӑвӗ, пӑчкӑсен хӑлхана ҫурасла йӑлӑхтармӑш ҫемми, лавсен тӑнран кӑларасла чӗтренӗвӗ — ҫаксем пурте, тимлӗн тӑнлас тӑк, сасӑсене уйӑрмасан пӗр кӑшкӑру евӗр.
XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хамӑн тӑрӑма тӗп-тӗрӗс пӑхса хакламалли лару-тӑрура манӑн пӗрре мар пулма тӳр килнӗ, ҫавӑн чухне эпӗ тертлӗ туйӑм хыҫҫӑн кайнин чӑн-чӑн пуҫламӑшӗ ӑҫтине те палӑртаймастӑмччӗ, тӗрӗссипе, ҫав туйӑма алла илес ӑнтӑлу пачах та ҫукчӗ, тӗл пулу, пӑхни, алӑ, сасӑ, кулӑ, шӳт — ҫаксем хӑйсемех ҫӑмӑллӑх; тата — пӗтӗм пурнӑҫа пӗр ҫынна чунран парӑннилӗх чарса лартни хушшинче питӗ хӑватлӑ ҫӑмӑллӑх; кунашкал чухне савӑнӑҫ ҫӑлӑнӑҫпа тан.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫаксем ҫинчен тата ытти тем те пӗр пирки — этемӗн кӑмӑл-ӗмӗт темипе пӗтӗмӗшле — пыраҫҫӗ Филатрпа манӑн калаҫусем; паллах, вӑл ҫак ыйтӑва хускатсан.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ун чухне Петӗр Хусанкай М.Захаровӑн «Юрла, чӗрем…» кӗнекине редакцилесе пӗтернӗ, Чӑвашрадио ентешӗмӗр ҫинчен темиҫе передача ирттернӗ, композиторсем хӑш-пӗр сӑввисене юрӑ хывма суйласа илнӗ — ҫаксем пурте ӑна ҫӗнӗ сӑвӑсем ҫырма хавхалантарнӑ.
«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.
«Ҫулталӑк ертӳҫи — 2009» конкурс лауреачӗсем ҫаксем пулчӗҫ:
Ертӳҫӗсене палӑртрӗҫ // Светлана Садыкова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 2 стр.
Башня карлӑкӗ тӑрӑх уҫалса ҫӳрекен Мюргит, вилӗмпе хӑратакан шырлаксенче кӗсменӗсене хуҫакан Бартон, тӑнлавӗ тӗлӗнчи револьверлӑ Фильс — ҫаксем пӗтӗмпех, ахӑртнех, хӑйсене хӑйсем (шухӑшламасӑрах) пурнӑҫ тӗлӗшпе сӳнсе пыракан кӑсӑклӑха тытса пырасшӑн е тытса пыраҫҫӗ; ун тӗлӗшпе сивӗнсе вӗсем ӑна, пурнӑҫа, тӑшман вырӑнне йышӑнаҫҫӗ, анчах — яланах юнав-хӑрушлӑхра.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Эпӗ ҫаксем пирки уҫӑ кантӑк умӗнче алӑри хаҫатпа ларнӑ май ҫиелтен тенӗ пек шухӑшлатӑн; хаҫатри текст вара, пытармастӑп, мана ҫарсен тапӑнӑвӗпе е ҫӗнтерӗвӗпе мар, пӗлтерӳсене питех те хӑйне евӗрлӗ вырнаҫтарнипе кӑсӑклантарать.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Сулхӑн нумай-нумай сад, ансӑр урамсен ункӑ евӗрлӗ вырнаҫӑвӗ, — ҫавна пула ытла та тӑкӑскӑ, чӑнкӑ, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна каякан, аялалла та айккинелле тӑсӑлакан картлашкаллӑ-пусмаллӑ; вӗсем тӗттӗм арккӑсенче е урам урлӑ ывӑтнӑ кӗперсем тӑрӑх тӑсӑлаҫҫӗ; ҫаксем пӗтӗмпех Зурбагана вӑрттӑнлатаҫҫӗ.
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ирхи шуҫӑмӑн уҫӑмлӑ, хупӑ куҫлӑ питӗнчен кӑшӑлӑн йӑлтӑркка хӗрри шӑранать; пӗлӗтлӗ сӑртсем горизонт леш еннелле шӑваҫҫӗ, вӑрманӑн эрешмен карти евӗр эрешӗ тепӗр ҫыраналла тӑсӑлать, — Горн сӑнарлавӗнче ҫаксем пурте — тӑнӑ хальлӗнех ҫывӑракан симӗс рыцарьсен ушкӑнӗсем евӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
— Акӑ ҫаксем — манӑн сыснамсем!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Картиш вӗсемпе кӗшӗлтетет; хура шӑртлӑ, капмар, кастарнӑ сысна аҫисем, кӑпмӑркка та йӑрӑскерсем — ҫамрӑккисем, вараланчӑк шупка кӗрен ҫурасем, пӗтӗ тачка амасем — илес-милес усӑннӑ ҫиллисенче пухӑннӑ сӗтпе ӗшенсех ҫитнӗскерсем, — пин-пин йӗке хӳре, шӑлӗсене йӗрнӗ ҫӑварсем, тӗрлӗ сасӑллӑ, витӗр касакан ҫухӑру, пӗр-пӗрне перӗннӗрен чӑштӑртату — ҫаксем пурте супӑньпе сивӗ шывшӑн тунсӑхлаттараҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ара, ҫаксем пӗтӗмпех, майӗпен-майӗпен, тӗрлӗ вырӑнта та тӗрлӗ вӑхӑтра шутласа кӑларайми мул пухма хистенӗ, пурна-киле ӑна паллӑ мар ҫынсен ҫине тӑраслӑхӗ-хатарлӑхӗ тата вӑй-хӑвачӗ пӗр вырӑна упрама хунӑ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫулу, вутчуль, ӑвӑс ҫуртин ҫӑмхи, йӗп-ҫип, хачӑ, америка пуртти, виткӗҫлӗ пӗчӗк тимӗр хуран, тӑхлан тирӗкпе стакан, хуҫланакан ҫӗҫӗпе сунар ҫӗҫҫи, сурансем валли — ҫыпӑҫакан пластырь, хина кӗленчи, вунӑ килограмм кофепе ҫавӑн чухлех чей, вунӑ килограмм табак, хура йывӑҫ чӗлӗм, ҫирӗм тӑватӑ тӳме — хӗҫ-пӑшалсӑр пуҫне ҫаксем пурте ӑна малаш пурнӑҫра кирлӗ.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.