Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ют сăмах пирĕн базăра пур.
ют (тĕпĕ: ют) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Курткине Шупашкарти «Кӗрӗк» ательере ҫӗленӗ, ют ҫӗршыв фирмисенчен нимӗнпе те кая мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей хӑйӗн ҫумӗнчи пакета шифоньер ҫине хучӗ, ют куҫа курмалла ан пултӑр терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кайран пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсем мана пурте юратнӑ, ют каччӑсенчен куҫа упранӑ пек сыхланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кунта тӗрлӗ тӗслӗ флаконсем шӑкӑртинех лараҫҫӗ, кашнинех ют чӗлхепе ҫырса палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей зала кайса бар алӑкне уҫрӗ, кунта ют ҫӗршывсенче кӑларнӑ хӗрлӗ эрехсем кӑна лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эпӗ те ҫавӑн пиркиех калатӑп, мана ҫакнашкал положенире курсан, ҫитменнине, ют арҫынпа, калаҫусенчен хӑтӑлаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Эсир шутлатӑр пулӗ эпӗ тӑван ҫурта ют ҫын аллине паратӑп тесе.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Киле те ав ют ҫӗршыв машинипе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Хуҫисем ҫук чухне ӗлӗк никам та кӗместчӗ ют киле, шухӑшларӗ Камай.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

«Вак тата вӑтам предпринимательлӗх» тата «Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт» наци проекчӗсен шайӗнче Чӑваш Енри Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ «АРКТО» холодильникӗсене ют ҫӗршывсен рынокӗсенче реализацилеме сертификациленӗ, предприяти сайтне акӑлчанла куҫарнӑ, 2023 ҫулта ҫуркунне Пӗтӗм тӗнчери IntelFood Azerbaijan куравра хутшӑнассине йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Канашран продукцие ют ҫӗршывсене те ӑсатаҫҫӗ // Канаш ен. http://gazeta1931.ru/chuvashia/12000-kan ... -te-satacc

Паллах, кунта часах парк таймерӗпе тата шлагбаумпа ют ҫӗршыв автотранспорчӗн трафикне йӗркелеме автостоянка пуласси ҫинчен нумай ҫӗнӗ хыпар савӑнтарӗ.

Куҫарса пулӑш

Туймазӑра нацпроект шайӗнче вокзал умӗнчи площаде активлӑ тирпейлеҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... le-3778407

Ӑна Микиш, тем шутласа, пирӗн киле пырса хӑварнине: «Ют ҫемьене пӑсса ан ҫӳре, анчӑк!» — тесе тухса кайнине эс пӗлместӗн те пуль-ха, Шура.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Вихтӗр, тӑван килӗнчех ют ҫурта пырса лекнӗн, пӳрт ӑш-чиккине чӗрӗ куҫӗпе хыпаласа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Пурнӑҫ кустӑрми ют ҫӗре илсе кайсан та, шӑпа ҫав тӑрӑхра «йӑва» ҫавӑрма ыйтсан та — ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралса ӳснӗ вырӑн кашни ҫыншӑнах паха // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/c%d1%83%d ... %85%d0%b0/

Ют пулман-ха маншӑн хор пурнӑҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Юкурӑнни евӗр тӑрлавсӑр, мухмӑр-сухмӑрлӑ пурнӑҫ вулакансемшӗн пуриншӗн те ют йӑла-йӗрке пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ют паспортсем тупнӑ Балясова база директорӗ Жульжин, укҫа сӗннине ытараймасӑр, ытла тӗпчесе тӑмасӑрах ӗҫе илсе ярать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эпӗ унччен ют арҫынна юбка ҫывӑхне явӑҫтарса курманччӗ-ха, Гарри Стопкин пӗрре кӑна мар ҫулӑхма пӑхнӑ пулин те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ют ҫын сассине илтсе, ҫӗҫӗлли майӗпен мӑшӑл ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ют ҫӗршыв укҫи.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех