Шырав
Шырав ĕçĕ:
Станиславскиех кашни 7 ҫулта ҫӗнӗ формӑсем шырамалла тенӗ.Еще Станиславский сказал, что надо каждые 7 лет искать новые формы.
Станислав Садальский: «Взятка илекен тухтӑрсене питлеместӗп» // Ольга САБУРОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
12. Анчах ӑслӑлӑха мӗнле тупмалла-ха, ӑстӑна хӑш тӗлте шырамалла?
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ноеминь, хунямӑшӗ, Руфе каланӑ: хӑвна лайӑх пултӑрччӗ тесессӗн, хӳтӗлӗх шырамалла мар-ши санӑн?
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн, 30. сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр; 31. Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн, вӑл хырӑм пӑрахсассӑн, анчах урӑх сиен пулмасассӑн, ҫав арӑм упӑшки айӑплӑ ҫынран мӗнле тӳлев шырамалла тӑвать, ҫавӑн чухлӗ тӳлемелле, ӑна ытти ҫынсем умӗнче памалла; 23. эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар, 24. куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн ура пар, 25. ҫунтарнӑшӑн ҫунтар, сураншӑн суранлат, ыраттарнӑшӑн ыраттар.
Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн часрах черкке ӳпӗнтермелле, тепӗр кунхине мухмӑр чӗртмелли шырамалла…
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №