Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стенисене шултра юман пӗренесенчен хӑпартнӑ, кашни пӗрени — вырӑс хапхи юпи пек!

Стены сложены из толстых дубовых плах.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шултра йышши сысна ашне хуҫасем шывак тутӑллӑ тесе тиркеҫҫӗ.

Мясо крупной свиньи хозяева пренебрежительно называют водянистым.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара тин вӗсене пусаҫҫӗ те шултра шӑртне татсан ӗнтеҫҫӗ, шакӑрах пуличчен шӑнтса, виҫ-тӑватӑ лавпа Шупашкара сутма турттарса каяҫҫӗ.

А тут уж приспела пора и резать, снимут крупную щетину, опалят, заморозят туши до звона и везут тремя-четырьмя возами на базар.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ытти чухне шултра чӗлхеллӗскер, Яка Илле ятлаҫмарӗ, кӑшкӑрса пӑрахмарӗ, пӳрте те лаплаттарса кӗмерӗ, хӗрхенчӗ пулас хӗрне, ҫенӗкри килӗ ҫине пырса ларчӗ те кӑвар илсе тухса пама ыйтрӗ.

Обычно крикливый, придирчивый Илле на этот раз вел себя смиренно, не протопал, как всегда, в грязной обуви по вымытому полу, а устало присел в сенях на ступу и попросил дочь вынести уголек.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Патша полковник ҫырӑвне илет те сылтӑм кӗтессине кӑранташпа шултра сас паллисемпе ҫапла ҫырса хурать:

Государь берет послание полковника и в правом углу карандашом размашисто надписывает:

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шултра юмансене касса Кӗпер тӑваҫҫӗ васкаса.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗррехинче Ятман Зейнабпа кӗлете кӗчӗ те михӗ салтса ӑна чӑх сӑмси пек шултра тулӑ кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унӑн пучахӗсем раснах шултра, пӗр гектартан вӑтӑр центнер та ытла тухмалла.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунтан шултра пирӗн нихҫан та пулман.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ҫак сӑмахсене шултра саспаллисемпе тап-тасан тепӗр хут куҫарса ҫырчӗ:

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кӗпе ҫаннисене чавса таранах тавӑрса янӑрав Ятман чи малтан унӑн самай тулли аллисене асӑрхарӗ, кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑмӑн шултра кӳлепине куҫпа виҫсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Буксир анаталла май васкаса анать, ун хумӗсем шултра та вӑйлӑ, кимӗсенчен пӗри ҫӑмӑллӑн вылянса тӑрӑхла май ҫаврӑнсан, хумсем ӑна ҫийӗнчех ӳпӗнтерсе янӑ пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа кӗсменпе ӗҫлекенсем тата кормовойсем халран кайсах юхӑма урлӑ ишеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шултра ҫӗрулмисене тӑпра ӑшӗнчен алӑпа чавса кӑларса хӑй тӗллӗн такама вӑрҫса тӑнӑ вӑл унта.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5698 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӑл шутран 1975 пуҫ ӗне шутланать.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне выльӑх йышӗ пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтри шайрах, мӑйракаллӑ шултра выльӑх шучӗ пӑртак ӳснӗ те.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Халӗ лартма ыхра хатӗрлерӗм, вӑл таса, шултра.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхра пӗр-пӗрне ялан пулӑшар! // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%b9%d1% ... %b0%d1%80/

Хир кӑркки — шултра кайӑк, мӑнтӑртараххи ҫур пӑт ытла туртать, нимле сунарҫӑ та уншӑн ыраш пусси тӑрӑх пӑчӑхса ҫӳреме ӳркенсе тӑрас ҫук.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса юхакан шултра тара шӑлсах тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хальхи вӑхӑтра хамӑрӑн вӑйпа выльӑх хупмалли тӑррине витнӗ карта тӑватпӑр. Кӑҫал мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышне 100 пуҫ таран ҫитерме палӑртатпӑр. Мӗн пуррипе лӑпланса ларасшӑн мар эпир, малалла аталанмалла», - каласа панӑ тӗлпулу вӑхӑтӗнче Алексей Олегович.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Паянхи кун хуҫалӑхра Герафорд ӑратӗнчи 35 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх.

Куҫарса пулӑш

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех