Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиркӳ сăмах пирĕн базăра пур.
чиркӳ (тĕпĕ: чиркӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиркӳ валли вӑрман касасси вӗҫленсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атте те, асатте те чиркӳ ҫынни пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халиччен урӑх пачӑшкӑ таврашне курманнипе пуль, кашни чиркӳ ҫынни Килтеш пуянӗшӗн Иннокентий евӗрлӗ пулмалла пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑй ҫав кунах тепӗр ушкӑн ҫынна Хырла урлӑ ертсе кайрӗ, чиркӳ никӗсӗ валли ҫӗр ҫулхи юмансем касма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чи малтан вӗсем, пуппа иккӗшӗ, ял варринче чиркӳ валли вырӑн суйласа илчӗҫ, ун хыҫҫӑн Савантер Хырла хӗррине кайса пӗренелӗх вӑрман пӑхса ҫӳрерӗ, юлашкинчен вара ҫулран аякра пӗр хырлӑх килӗштерчӗ те тепӗр кунах унта ҫынсене ертсе тухрӗ, йывӑҫ кастарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавна май хайхи Савантер чиркӳ лартас ӗҫе пӗтӗмпех хӑй йӗркелесе пыма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни чиркӳ ҫын шӑмми ҫинче ларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чиркӳ лаппине пухӑнса тӑнӑ халӑха курсан, вӗсем учӗсене тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк чиркӳ лаппине темиҫе ҫара уран арҫын ача вирхӗнсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тин кӑна пупа чиркӳ лаппине сӗтӗрсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чиркӳ лартни — турра ҫывӑх ҫын пулни.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта халӗ чиркӳ тума тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ тӗрӗс ӑнланнӑ, чиркӳ, таса тӗн икӗ арӑм тытма хушмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апла, ман чиркӳ сана тепӗр арӑм тупма чарса тӑрать-им?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каплах пулсан чиркӳ енне ҫаврӑнса пӑхми пуласси те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе ял пӗрле чиркӳ лартрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Атейпе Укаслу чиркӳ ҫумӗпе иртрӗҫ те юман хапхаллӑ, ҫирӗп хӳмеллӗ хӗрринчи шурӑ пӳрт патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа пуль аякран пӑхсан чиркӳ икӗ пуҫлӑ асамлӑ ҫӗлӗклӗ яла асӑрхаса, кашни ҫын мӗн шухӑшланине сӑнаса тӑракан тӑшман хуралҫи пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анаткас варринче — сарлака лап; унта — икӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ йывӑҫ чиркӳ мӑнаҫланса ларать.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чиркӳ тӑрринчен сикме хӑрушӑрах пуль, Ҫурҫӗр полюсне те вӗҫме пит инҫе, ҫӑлтӑрне те юмахра ҫеҫ антараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех