Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чир сăмах пирĕн базăра пур.
чир (тĕпĕ: чир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫынна хӑрушӑ чир ерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

Саккунпа килӗшӳллӗн чӗрчуна уртаракан чир ерме пултарнӑ тесе кирек хӑҫан та пӑшалтан персе вӗлерме юрать.

Куҫарса пулӑш

Йӑпшӑнчӑк тилӗ, ан пыр ҫывӑха! // Юрий МИХАЙЛОВ . «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 7 с.

…Тавралӑха сарӑлнӑ пӗр хӑрушӑ чир хыҫҫӑн вӗсем килте тӑваттӑн тӑрса юлнӑ: аслӑ пиччӗшӗсем икӗ пиччӗшӗ те улттӑри Уккапа виҫҫӗри шӑллӗ.

…После страшной болезни, которая унесла родителей, они остались вчетвером: два старших брата, шестилетняя Укка и младший братишка трех лет.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йывӑҫа шӗкӗ кӑшланӑ пек, пӗр-пӗр чир кӑшлать те кӑшлать пуль ӑна?

А вдруг и правда его гложет какая-нибудь болезнь, как гложет дерево жук-короед?

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чир мана пӗр те пӗр ҫыпӑҫсан ҫынна паллайми тӑвать вӗт.

Когда болезнь пристает ко мне, она делает меня неузнаваемым.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Вӑрттӑн чир вӑл.

— Это скрытая болезнь.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Чим-ха, эс темле чир пирки асӑнмарӑн-и? — ыйтать Янтул.

— Постой, ты про какую болезнь давеча говорила? — вспомнил Яндул.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Те чир вӑл, те пӑсташ, ӑна пӗлме хӗн ҫав.

— То ли болезнь это, то ли порча, сказать трудно…

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Районти тӗп больница тухтӑрӗ Инна Ефремова пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере чир паллиллӗ ҫынсенчен 490 анализ илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чир сарӑлас хӑрушлӑх ӳсет // А.АНТОНОВА. http://kasalen.ru/2022/09/06/%d1%87%d0%b ... %b5%d1%82/

Вилессе те пӗр-пӗр чаплӑрах чир ҫакланнипе мар, кӗрчесе вилнӗ пулнӑ.

Да и сдохла-то от чего, ладно бы от какой благородной болезни, а то от старости.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Йӳле пилӗк, ярханах, ҫара уран тӑрса юлнӑ хӗрсем, вун пиллӗкӗн-ҫирӗммӗн, суха пуҫне кӳлӗнеҫҫӗ, ыттисем: «Кай кунтан, усал чир, ҫӗр ҫухрӑм аякка» ҫӗр ҫухрӑм аяла, ҫӗр ҫухрӑм ҫӳле.

Без поясов, с расстегнутыми воротами, босые, девушки впрягались в соху и тянули ее вокруг деревни, а остальные: «Уходи отсюда, злая хворь, за сто верст в сторону, на сто верст в глубину, за сто верст в вышину!

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑвассине те ӑна аптраса яла пӗр-пӗр инкек-синкек чир хупласан е кӳршӗ ял выльӑхсене мур ерсен туса ирттернӗ.

Ведь ее справляли в исключительных случаях, когда не было никакого спасения от беды.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑрушӑ чир кӗҫех таврари хуласене сарӑлнӑ…

Страшная болезнь захватывает все новые и новые районы.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӗн шухӑша шутланӑ: чир; Иртсессӗн шухӑш, вӑл лӑпланнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑс шикленсен, Эс чир — чӗрен иртми асапӗ, Анчах та шанчӑк ҫӗкленсен, Вӑл чӗрлӗх шывӗпеле сапӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курни-илтни ӑсне чар хирчӗ — Туянчӗ «чир» ҫак этемрен.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑнланчӗ пулас Сафа хӑйӗн тӑванӗ мӗн каласшӑн пулнине, тек унпа чир ҫинчен пӗрре те калаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр чарӑнмасӑр шыв чашлатрӗ Альпин сив чир тытнӑ пек чӗтрекен шӑмшакӗ тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑсчахсен шухӑшӗпе, чир вӑхӑтӗнче пылпа усӑ курни антибиотиксем йышӑнассинчен хӑтарма пултарать, хӑш-пӗр чухне организм вӗсене хӑнӑхать те вӗсем вара пулӑшма пӑрахаҫҫӗ.

По мнению ученых, употребление меда во время болезни может снизить необходимость приема антибиотиков, к которым в организме вырабатывается привыкание.

Ӑсчахсем пыл сурансене хӑвӑртрах тӳрленме пулӑшнине асӑрханӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32981.html

Шӑнса пӑсӑлнине туйсанах тухтӑр патне кайӑр: чир шала кайма пултарӗ.

При первых признаках простуды отправляйтесь к врачу: возможны осложнения.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех