Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чикӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чикӗ (тĕпĕ: чикӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир хамӑрӑн шефа илнӗ карапсемпе, ҫак шутра «Чӑваш Ен» гварди ракета катерӗ, «Етӗрне» тата «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщиксем, Тинӗс мухтавӗн музейӗ пулса тӑнӑ «Шупашкар» чикӗ хуралӗн карапӗ, чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр.

Мы гордимся подшефными кораблями, среди которых гвардейский ракетный катер «Чувашия», базовые тральщики «Ядрин» и «Новочебоксарск», а также погранично-сторожевой корабль «Чебоксары», который стал Музеем морской славы.

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Паллах, ушкӑнсене ҫирӗп чикӗ лартса уйӑрма ҫук: нумай чухне пӗр сюжетах тӗрлӗ текстра тӗл пулать, вӗсем расна контаминацине кӗреҫҫӗ.

Конечно, четкого разделения между ними нет: во множестве случаев один и тот же сюжет повторяется в разных сказках, или создаются сюжетные контаминации.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чикӗ унта мар вара, вӑл – сирӗн пуҫра.

– Граница не там, она у вас в голове.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

– Унта чикӗ вӗт, эсӗ леш енне каҫса кайсанах эпир сана кӗтме пӑрахрӑмӑр.

– Там же граница. Как ты через нее переступил, так мы и перестали тебя ждать.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Ҫак ялӑн чикӗ пулнӑ тет.

Были у этого селения границы,

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Ку ҫеҫ те мар — чикӗ леш енне каймашкӑн та кивҫен илсе тултарнӑ-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Средняя Волга» агрофирма чикӗ леш енне 40 тонна ытла йӗтӗн ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӗтӗнӗ ют ҫӗршыва ӑсанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34967.html

Аса илтеретпӗр, тыл ӗҫченӗсене халалланӑ «Чӗмсӗр чикӗ ҫӗклекенсене» палӑка иртнӗ ҫул уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр чикӗ ҫӗклекенсене» халалланӑ митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61132

Кунта кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ «Чӗмсӗр чикӗ ҫӗклекенсене» халалланӑ астӑвӑм комплексӗнче пӗрремӗш хут иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӗмсӗр чикӗ ҫӗклекенсене» халалланӑ митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61132

«Ку ҫын тем тесен те чикӗ леш енчи разведка агенчӗ!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Мӗн вӑл, чикӗ леш енчен кӳрсе килнӗ эрех мар пуль?»

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таҫта ҫавӑрса ҫитерет-ха ӑна пурнӑҫ урапи: те чикӗ леш енне, те хӑй ҫарран чупса ҫӳренӗ ҫеремлӗ урама? —

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялти ҫынна ӑна хӑйне ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫирӗплетсе памалла, вара таҫта чикӗ леш енче ҫӑкӑр шыраса ҫӳреместӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑҫал Раҫҫейре тата чикӗ леш енчи ҫӗршывсенче 22 пин лаптӑк хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Каччӑсемпе пӗр танах пикесем те чикӗ хуралҫисем пулас тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

«Офицеры» юрӑ ӗнерхи симӗс пакунлӑ салтаксене ҫеҫ мар, пулас чикӗ хуралҫисене те тарӑн шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

— Ҫук, ачамсем, эпӗ чикӗ леш енне ниҫта та каймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳпере унта ӑслӑ, ҫӗр ҫинчи пек чикӗ ҫук, вырӑнӗ пурне те ҫитет-ҫке…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах манӑн пуҫӑм туса пачӗ юрӑ: Пӗри ӑна мухтӗ, тепри тӗппӗн тиркесе — «Пулман ӗҫсем — суя» тесе ӑна хурӗ, Кӗнекине чӗрӗ, чикӗ таҫта тӗркесе.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хаяр тӑшман чикӗ урлӑ ҫӗмӗрсе кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех