Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрсе (тĕпĕ: хӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мускав патӗнчи историлле ҫапӑҫу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мана атте-анне судья лӑпкӑлӑхне паман, хӗрсе каясран хӑраса тухса тартӑм хӑвӑртрах.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Прухур тимӗрҫӗ вучахран хӗрсе ҫитнӗ тимӗре кӑларса илет те, сунтал ҫине хурса, мӑлатукӗпе кӳпкеме пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Кафе кӗрлет кӑна, джаз кӗвви хӑлхана ҫурмалла янӑрать, хӗрсе кайнӑ музыкантсем хӑйсем те «Твист» ташлаҫҫӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Калаҫу хӗрсе каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Анчах пӗр хӗрсе кайнӑ халӑха хӑратма хӗн.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Микула яла таврӑннӑ хыҫҫӑн Михха кӗртне хирӗҫ амаланма тытӑннӑ кӗрешӳ вӑй илет, хӗрнӗҫем хӗрсе пыма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вулакансем те, критиксем те хӗрсе калаҫатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Калаҫнӑҫемӗн хӗрсе пычӗ, утрав пирки икӗ община хушшинче тавлашу тапранса кайнине йӗркипе каласа пачӗ те: — Ыран пулас суда тӑма суйласа ячӗҫ мава, — тесе вӗҫлерӗ сӑмахне.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрехпе хӗрсе кайнӑ Плаки татти-сыпписӗр Касмухха пуянлӑхне, унпала хурӑнташланни Сантӑрпа Наҫтикшӗн пысӑк телей пулни ҫинчен ҫаптарать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанхи хут вӗсем ҫӑкӑр сӑмсине Татьяна Ҫтаппана качча килсен, хӗрсе туй пынӑ вӑхӑтра пайласа ҫинӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсе туй пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрсе ҫитсен, пӳрте те кӗрӗпӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмсем шӑп хӗрсе ташланӑ вӑхӑтра Сахар хапхи умне Варсан Викторович лаши ҫитсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тавах сана, Сахар Петровчӑ, — сӳпӗлтетрӗ хӗрсе кайнӑ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпах вӑйӑ-кулӑ хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртен: — Пуша-ар!.. Пуша-ар!.. — тенӗ хӑрушӑ сасӑ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗрешес кӑмӑл пушшех хӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ял ҫине каҫ ӗнтрӗкӗ ӳксен, тутасем самаях ҫулланса ҫитсен Мамич-Бердейпа Ту енчи мӑрсасем хӗрсе ӗҫ пирки калаҫнӑ хушӑра староста килне Тукайпа Алттыш пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра хан хӗҫне ҫапса ӳкернӗ те вӑйлӑн кӑна мӑйран туртса каснӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, темиҫе ял ҫынни хӗрсе утӑ ҫулнӑ вӑхӑтра, улӑха пилӗк юлан ут пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех