Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнчӗ (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ачасен ачисем раҫӗ ӑна музейра курӗҫ, — кӑмӑлсӑррӑн та хуллен калаҫӑва хутшӑнчӗ Йӑван.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

— Тепӗр шоферсӑр эс трос пулсан та чакараймастӑн, — хутшӑнчӗ ҫилли ирте пуҫланӑ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Ҫитӗ сана, ватти, — хутшӑнчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кашни ушкӑн хӑйӗн уйрӑм тӗллевӗсемпе тимлерӗ ҫеҫ мар, ыттисем ирттерекен мӗнпур мероприятие те хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Вӑрнар районӗ те анлӑн хутшӑнчӗ тӗрӗслев мероприятийӗсене.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушлӑха сирме хатӗр пулмалла // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11658-kh ... r-pulmalla

Ку ӗҫе ывӑлӗсемпе мӑшӑрӗсене ӑсатнисем ҫеҫ мар, пӗтӗм район хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Унта Кивҫурт Енӗшри музей директорӗ Вячеслав Алексеев та хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Унтан тепри хутшӑнчӗ, вара ушкӑнӗпех юрлама тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ирсӗр тӑшмана ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ спорт уявӗн савӑнӑҫлӑ парадӗнче ҫӗршывӑн 49 регионӗнчен килсе ҫитнӗ 1200 ытла спортсмен хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Выҫлӑх ҫумне шатра чирӗ хутшӑнчӗ.

мало голода, так еще болезнь проклятая привязалась — оспа.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эсӗ пырайман терӗҫ те, килсе ӗҫтерес терӗмӗр, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Клавье.

— Ты не смог, говорят, прийти, вот мы и решили на дому тебя угостить, — поддержала мужа Клавье.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ма ҫӑвар тутине сая ярса ларас? — хутшӑнчӗ калаҫӑва Ильмук-Янтул.

— Да чего мы тут сидим мямлим? — решительно вступил в разговор Яндул.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хайпе хӑй тарӑхса ҫӳрени ҫитменччӗ Янтула, пуп килне тата тепӗр чун пырса хутшӑнчӗ: Савтепи.

Недоставало Яндулу своих хлопот, а тут еще одна забота — в поповском доме прямо-таки поселилась Савдеби.

Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫак кунсенче ҫеҫ «Единая Россия» парти членӗнчен кӑларнӑ, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Геннадий Волков та тӗл пулӑва хутшӑнчӗ, хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ: кун йышши тӗл пулусене районти депутатсен Пухӑвӗн депутатне суйланма тӑратнӑ пур кандидата та чӗнмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

…Кантуртисем хӑйсенчен иртсе виҫҫӗмӗш киле кӗрсен тин Ухтиван ушкӑна пырса хутшӑнчӗ.

…Конторщики ворошили уже третий дом от старика Яриле, когда появился Ухтиван.

Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хытӑрах утма тытӑнса вӑл кӗҫех лавран иртсе кайрӗ, темиҫе минутран вара кая юлнӑ ҫынсен ушкӑнне ҫитсе хутшӑнчӗ.

Прибавив шагу, он оставил телегу позади и вскоре слился с людьми, отставшими от передней группы.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, манран ан пытар, — хутшӑнчӗ Гариф.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем нумайӑшӗ таврӑнчӗҫ, колхозра арҫын алли хутшӑнчӗ — ӗҫле те ӗҫле, ҫултан-ҫул вӑйлӑ тырпул туса ил.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара калаҫӑва ку таранччен тӗлӗнсе итлесе тӑнӑ Укахви хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви вӗсен ушкӑнне хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех