Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнма (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ксюша та, Настя та хутшӑнма шутларӗҫ.

И Ксюша, и Настя решили участвовать.

Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605

«Калашников рейтингӗ» ӑмӑртӑва хутшӑнма студентсем тӑтӑшах хатӗрленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Кемаль Кылычдароглу пӗрремӗш хут президент суйлавне кандидат пек хутшӑнма кӑмӑл пуррине 2022 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче FOX телеканалӑн ирхи «Будильник» программинче уҫӑмлӑн палӑртнӑ, 6-мӗш сӗтел ҫине кӑтартса вӑл «Ман пирки килӗшӳ пур пулсан эпӗ хамӑн кандидатурӑна тӑратма хатӗр» сӑмах каланӑ.

Кемаль Кылычдароглу впервые четко выразил свое желание быть кандидатом на президентских выборах, указав на 6-й стол в утренней программе телеканала FOX «Будильник» 5 сентября 2022 года со словами «Я готов выдвигать свою кандидатуру, если обо мне есть согласие».

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Анчах вӗсем, малтанхи пекех, канашлӑва хутшӑнма кӑмӑл туман иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60544

Сасӑлава 14 ҫултан аслӑрах мӗнпур ҫыннӑн хутшӑнма май пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Ҫак ӗҫе вара ял-салара, хулара пурӑнакансем тӳрремӗнех хӑйсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑхшӑн сасӑлатпӑр // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/xatlaxshan-sasalatpar.html

Пӗтем ачасене, студентсене хутшӑнма чӗнетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх конференцийӗ пуҫланчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60629

Ҫакнашкал мероприяти пӗрремӗш хут иртет пулсассӑн та, унта хутшӑнма 200 ытла хастара регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Йытӑсен парачӗ» иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61040

Апла пулсан пирӗн предприятисен ӗҫченӗсем Узбекистанра АЭС строительствин ӗҫне хутшӑнма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

«Узбекистанри АЭС строительствин ӗҫне Чӑваш Ен хутшӑнма хатӗр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/27/uzbe ... sh-en-huts

Ярмӑрккана республикӑри 40 ытла предприяти хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60746

Унсӑр пуҫне методика пулӑшӑвӗ илеҫҫӗ, ачасене РФС ирттерекен мероприятисене хутшӑнма май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Обществӑлла организацисемпе юхӑмсен, ветерансен совечӗн вырӑнсенчи пуҫламӑш организацийӗсен председателӗсем уявсене тивӗҫлӗ шайра ирттерсе ярас ӗҫе хастар хутшӑнма пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

— Асӑннӑ пӗлтерӗшлӗ конкурса епле хутшӑнма шутланӑ эсир? — саламланӑ май ҫапларах ыйту ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Хӑшӗ-пӗри ҫула тухма, аякри ҫынсемпе хутшӑнма пултарӗ.

Для некоторых могут быть актуальными поездки и взаимоотношения с людьми издалека.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Актер вылянӑ вӑхӑтрах куракансем ӑна пӑхса ларни, актерпа куракан пӗр-пӗринпе хутшӑнма пултарни икӗ енӗшӗн те эстетикӑлла шухӑш-кӑмӑла хускатма пысӑк майсем туса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Обществӑн пур членӗсем те творчество ӗҫне хутшӑнма пултараҫҫӗ, обществӑн художествӑллӑ пуянлӑхне ӳстерсе, аталантарса пырассине художествӑллӑ пултарулӑхра ӗҫлекенсен анлӑ массине профессилле искусствӑпа ҫыхӑнтарса пырса кӑна хӑпартма пулать, тенӗ КПССӑн ҫӗнӗ Программинче.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Иккӗмӗш тапхӑра хутшӑнма муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ ачасене ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрне Чӑваш Республикинче тата ун тулашӗнче вырнаҫнӑ вӗренӳ организацийӗсен 1-4-мӗш класӗсенче вӗренекен кашни ача хӑй кӑмӑлӗпе хутшӑнма пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Сӑмах май каласан, Елчӗк муниципалитет округӗнчен палӑртнӑ программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунисене ҫак вӑхӑтчен пурӗ 3 миллион тенке яхӑн субсиди уйӑрса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

«Раҫҫейӗн чылай регионӗ фестивале хутшӑнма кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗ, 40 заявка илтӗмӗр те», — тесе палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Акатуй» Мускавра иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех