Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗнрех (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эс килӗшсен, пурне те тӗплӗнрех сӳтсе явӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗплӗнрех пӗлес пулать: кунтах пурӑнать-и е Куттава патӗнче?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ахаль чухне разведкӑна тӗплӗнрех тӑватчӗҫ пулӗ те, хальхинче, кӗҫех хамӑрӑннисем патне тухас ӗмӗтпе хавхаланнӑскерсем, капла тӗрӗслесе пӑхнипех ҫырлахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав тери пултаруллӑ артистка, — тӗплӗнрех ӑнлантарчӗ Ольга Матвеевна, — Ара, картина пуҫланас умӗн пурин ҫинчен те ҫырса кӑтартрӗҫ-ҫке…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем ӗҫ пирки тӗплӗнрех калаҫма пуҫларӗҫ.

Их разговор стал деловым и подробным.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Курава килекенсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Ҫемен Элкерпе, Социализмла ӗҫ Геройӗпе Антон Шордеевпа, Раҫҫей Паттӑрӗпе Леонид Константиновпа тата ыттисемпе тӗплӗнрех паллашма пултарӗҫ.

Посетители смогут подробнее узнать о народном поэте Чувашии Семене Эльгере, Герое Социалистического труда Антоне Шордееве, Герое России Леониде Константинове и других.

Йӗпреҫри вулавӑш Мухтавлӑ ентешсемпе паллаштаракан курав хатӗрленӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30950.html

Вӗсем пулӑшнипе эпир искусство произведенийӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса ӑса хыватпӑр, музыкӑпа, литературӑпа, историпе, сӑрӑ ӳнерӗпе тӗплӗнрех те ҫывӑхрах паллашатпӑр.

С их помощью мы постигаем смысл произведений искусства, приобщаемся к музыке, литературе, истории, живописи.

Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/23/news-3811413

Тӗплӗнрех пӗлес тесен ман пата ҫак адреспа кил…»

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Эсир кун пирки тӗплӗнрех пӗлӗр: ку питӗ кирлӗ, ҫав тери кирлӗ.

Вы точнее узнайте про это все, это очень важно, чрезвычайно важно.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Вырӑс революцийӗ пӗр ҫынтан килмест, анчах ҫав революци, хӑйне уҫҫӑнрах та тӗплӗнрех палӑрттӑр тесе, ахӑртнех, ӑна, Ленина, малти вырӑна кӑларса тӑратрӗ-тӗр.

Русская революция не зависит от одного человека, но она, по-видимому, выдвинула именно его, чтобы он выразил ее наиболее ясно и последовательно.

1 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ӗҫ мӗнле пулса иртнине Эмиль амӑшӗ тӗплӗнрех ҫырса кӑтартас тенӗ пулас та, каярахпа хӑяйман, шухӑшне улӑштарнӑ.

Скорее всего, маме Эмиля хотелось рассказать всё, как было, да, видимо, она, как я уже говорила, не решалась этого сделать.

Эмиль пурнӑҫӗнчен сайра-хутра ырӑ ӗҫсемпе палӑрнӑ, ашкӑнмасӑр иртнӗ кунсем // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ ҫак калама ҫук чаплӑ халӑхӑн хӑнӑхӑвӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ шухӑшӗсем ҫинчен тата та тӗплӗнрех ҫырса кӑтартма пултарнӑ пулӑттӑм.

Я с большим удовольствием дал бы более подробное описание нравов и добродетелей этого замечательного народа.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ӑна тата тӗплӗнрех каласа парасшӑнччӗ, анчах хуҫа мана чарӑнма хушрӗ.

Я собирался было пуститься в дальнейшие подробности, но хозяин приказал мне замолчать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Автор хӑйӗн ҫинчен тата тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен тӗплӗнрех каласа пӑрать.

Более подробный рассказ автора о себе и о своих путешествиях.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ӑнланмалларах пултӑр тесе, эпӗ хуҫана карапа мӗнле тунипе вӑл мӗнли ҫинчен тӗплӗнрех каласа патӑм.

Тут я описал хозяину корабль.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Кунта мӗн курнипе эпӗ ҫав териех тӗлӗнсе кайрӑм, ҫавӑнпа та эпӗ хама кӑтартса ҫӳрекен ҫынран тӗплӗнрех ӑнлантарса памашкӑн ыйтрӑм.

Я был крайне поражен всем виденным и решил обратиться за разъяснениями к моему спутнику.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пуринчен те тӗплӗнрех вӑл XII-мӗш Карл похочӗн историне вӗреннӗ.

Особенно внимательно он изучил историю похода Карла XII.

I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Пурӑна киле Жорж ҫинчен Николай тӗплӗнрех пӗлсе ҫитнӗ.

Постепенно Николаю стали известны всякие подробности о Жорже.

Тӑшман аллинчен вӗҫерӗнсе тухни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Ун ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама та юрать.

Об этом путешествии стоит рассказать подробно.

Христофор Колумб тата унан открытийӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Калманттайсен малашлӑхра тумалли ӗҫсем те сахал мар — сӑмахран, «Ентеш» центр ҫумӗнче «Чӑваш йӑли-йӗрки» ятлӑ тепӗр пӗрлешӳ йӗркелеме палӑртнӑ, унта халӑх йӑли-йӗркипе наци чӗлхине тӗплӗнрех вӗренме, ҫакнашкал ытти центрсемпе (ҫав шутра Чӑваш Республикинчисемпе те) этнокультурлӑ ҫыхӑнусене аталантарма шутлаҫҫӗ.

И планов на будущее у калмантайцев немало — в перспективе планируется создать при центре «Ентеш» еще одно любительское объединение «Чувашские традиции», где можно будет подробно изучать традиции, национальный язык, развивать этнокультурные связи с аналогичными центрами, в том числе в Республике Чувашия.

Туслӑ калманттайсем мӑн асаттесен йӑли-йӗркине упраҫҫӗ, пурне те хӑнана чӗнеҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5810.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех