Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑр сăмах пирĕн базăра пур.
тӑхӑр (тĕпĕ: тӑхӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман сменщик-вахтер ӗнер сантехникпа иккӗшӗ эрех кӳпсе лартнӑ та, паян тӑхӑр сехет ҫитеспе ҫеҫ путвалтан аран йӑраланса тухса алӑк уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Анчах тӑхӑр округ кӑтартӑвӗсем республикӑри вӑтам шайран пӗчӗкрех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулталӑка ӳсӗмлӗ вӗҫлетпӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/cultalaka-usemle-vecletper

Майлаштарса тӑхӑр класс пӗтертӗм, рабочи профессине те илтӗм, ҫурт-йӗр хӑпартнӑ ҫӗрте те, заводра та ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑхӑт тӑхӑр сехет ҫитесси вӑтӑр минута яхӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Килтисене систермесӗр виҫӗ кунта пӗри колхозпа татӑлчӗ, тепри шкулта тӑхӑр класс пӗтерни ҫинчен ҫирӗплетекен хута илме пултарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

«Халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать…», тенӗн, икӗ кунта, никӗсӗн тӑршшӗ — тӑхӑр метр, сарлакӑшӗ ултӑ метр пулсан та ӗҫе вӗҫлерӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Тепӗр темиҫе кунран кӗтмен япала сиксе тухрӗ, геодезист ҫиллӗ кун лартнӑ тӑхӑр колоннӑран виҫҫӗшне тӗрӗс мар вырнаҫтарнине, тӳрӗ маррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Куртӑр-и, вун тӑхӑр штук, — пӗлтерчӗ Архипов.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунпа та ҫӗлен пӗтмест: вӑл юлашки вӑйне пухса тӑхӑр ҫухрӑм каялла чакӗ, унтан каллех сан еннелле ыткӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Анчах та совет лагерӗсенче тӑхӑр ҫул нушаланнӑ хыҫҫӑн ӑна, СССР пуҫлӑхӗн указӗпе, ирӗке кӑларнӑ, айӑпӗсене пӑрахӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялти кӗрӗҫе пек сарлака сухаллӑ хисеплӗ ватӑ тӑхӑр вуннӑпа пырать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Унӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ҫӗр те вун пӗр король (ҫав шутрах негрсен те) шутланать, ҫичӗ пин географ, тӑхӑр ҫӗр пин ӗҫлӗ ҫын, ҫичӗ миллион ҫурӑ ӗҫкӗҫ, виҫ ҫӗр вун пӗр миллион суя чапа хапсӑнакан — пурӗ икӗ миллиарда яхӑн ҫитӗннӗ ҫын.

На ней насчитывается сто одиннадцать королей (в том числе, конечно, и негритянских), семь тысяч географов, девятьсот тысяч дельцов, семь с половиной миллионов пьяниц, триста одиннадцать миллионов честолюбцев, итого около двух миллиардов взрослых.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Стерлитамак хула сучӗ арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ҫирӗп режимлӑ юсав колонийӗнче тӑхӑр ҫул хушши ирӗклӗхрен хӑтарма наказани панӑ.

Стерлитамакский городской суд признал мужчину виновным и назначил наказание в виде 9 лет лишения свободы в исправительной колонии строгого режима.

Ют ҫӗршыв ҫынни тӗлӗшпе Пушкӑрт ҫӗрӗнче наркотиксен пысӑк партине сутма хӑтланнӑшӑн тӑхӑр ҫула тӗрмене лартма приговор йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... nn-3494435

Пӗр вӑхӑтрах тӑхӑр посылка тата пилӗк массеть илтӗм …» — передовойра тӑракан доброволец ҫырать.

Получил одновременно 9 посылок и 5 массетей…» — пишет доброволец, который находится на передовой.

Пур ҫавӑн пек професси - Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесси // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... si-3492469

Планра - хӑвӑрт тӑвӑнакан тата тӑхӑр модуль тӑвасси.

В планах - установить еще девять быстровозводимых модулей.

Радий Хабиров: Пушкӑртстанри ача-пӑча лагерӗсен фончӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру лайӑхланать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3483092

Ӗнер ирхи тӑхӑр сехет тӗлнелле Пишпӳлек районӗнчи Михайловка ялӗнче Старомихайловская урамӗпе пурӑнмалли ҫурт ҫунма пуҫланӑ.

Вчера около 9 часов утра по ул. Старомихайловской в с. Михайловка Бижбулякского района произошло возгорание жилого дома.

Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнмалла // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... la-3481670

Аслашшӗ-кукашшӗ патне тӑхӑр мӑнукӗ яланах пырса ҫӳреҫҫӗ.

Дедушку постоянно навещают девять внуков и внучек.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Пушкӑртстан Республикинче ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем 2023 ҫулхи тӑхӑр уйӑхра 2604 пуҫ ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ.

Сельхозпроизводители Республики Башкортостан за 9 месяцев 2023 года приобрели 2604 головы племенного молодняка крупного рогатого скота.

Пушкӑртстанри хуҫалӑхсем 2600 ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... nn-3463310

Вӑхӑт тӑхӑр сехет те вун пилӗк минут.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех