Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑватӑп (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анне ячӗпе тупа тӑватӑп, шухӑшра та пулман.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Э-э, ҫук, — тет вӑл, — эсир мана пит килӗшрӗр, ҫавӑнпа сирех хам тарҫӑ тӑватӑп

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хампа пӗрле килнӗ мӗнпур ҫынсем ячӗпе тав тӑватӑп сана.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне Хунчар йӑхне вара йӑлтах тӗп тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Тав тӑватӑп сире, савнӑ хӑнасем, Чаплӑ майра патшан шанчӑклӑ чурисем!

Куҫарса пулӑш

IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Кулленхи пархатарлӑ ӗҫӗршӗн эпӗ сире чунтан тав тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Виҫҫӗшне ҫавӑнтах тӗп тӑватӑп, анчах тӑваттӑмӗшне пеме ӗлкӗрейместӗп, — кӑвак каска траншея ӑшпе вӗлт! ҫеҫ тӑвать, пытанать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Мотоцикл ҫинчен сикни тӳрех каялла кӗпер еннелле вӗҫтерет, эпӗ ӑна тепӗр пульӑпа тӗп тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

«Хамӑрӑн ӗҫтешсене, Чӑваш Республикин ертӳлӗхне пур енлӗн пулӑшса пынӑшӑн тав тӑватӑп, пирӗн пӗрлехи ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ырлатӑп», – тесе каланӑ Дмитрий Расчетов.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енри Росгвардин ӗҫченӗсене патшалӑх наградисене парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/28/oleg ... ensene-pat

— Эпӗ сана, — тет Праски аппа Ваҫҫана, — ҫитӗнсен кӗрӳ тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Ҫавӑн пек вӗсем, ачасем // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 61–62 с.

Тӗлӗнмелле туй тӑватӑп, тет-ҫке Кӗлеп.

Глеб говорит, что устроит удивительную свадьбу.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Культурӑпа искусствӑна чунтан парӑнса ӗҫленӗшӗн, пултарулӑх вӑй-халӗшӗн тата хавхаланулӑхӑршӑн пурсӑра та тав тӑватӑп.

Благодарю вас за преданное служение культуре и искусству, творческую энергию и вдохновение.

Олег Николаев Культура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/25/gla ... aet-c-dnem

Ас тӑватӑп: ӳт-тире мӑранлатса пиҫӗхтерекен ҫу кунӗсем шӑранатчӗҫ, вӗри ҫатма ҫинчи ҫу пек ҫатӑртатса хӗвел ӗнтетчӗ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ас тӑватӑп, ҫулла вӑл пускилсен анкартипе чикӗленсе ларакан ампар кӗтесӗн пӗр тулаш тӗлӗнче виҫӗ ҫӑвӑр ҫӑвӑрланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

— Апла пулсан, ҫӗнӗ ҫветтуй саккун ячӗпе ҫакӑн пек йышӑну тӑватӑп: «Ҫур кӗленчене, хатар чун иллие, хӑй айӑпне чун-чӗреренех ӳкӗнсе йышӑннине шута илсе, ҫӳҫ-пуҫа вирелле тӑратакан хӑрушӑ, кунччен никам та илтмен -пӗлмен преступление тупса палӑртма активлӑ пулӑшнӑшӑн тӳрре кӑларса амнисти тӑвас та ирӗке ярас».

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

— Ас тӑватӑп: анекдота илтсен, шапа ҫӑвар малтанах тутине ывӑҫ тупанӗпе хупласа ихӗлтетсе, кӑштахран «кӑххӑм» тесе ӳсӗрсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Юрӗ, ӗҫкелерӗмӗр (сӑри, ас тӑватӑп, фу! пит кӗвҫӗкчӗ, шӑркаланнӑччӗ, кӑмӑскӑ тутӑ калатчӗ), ларкаларӑмӑр иртнисене аса илкелесе, ун-кун ҫинчен ваклашкаласа, чӗлхе вӗҫне мӗн килнине перкелесе.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ас тӑватӑп, эпӗ ун чухне улттӑмӗш класра вӗренеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сан сочиненӳна учителка питӗ мухтарӗ, ас тӑватӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унти кашни шухӑша, кашни тӗслӗхе тӗп-тӗрӗс ас тӑватӑп эп.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех