Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупса (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй ҫав вӑхӑтра юр ҫинчех кӑвайт чӗртрӗ, пӗчӗк хуран тупса юр тултарчӗ те кӑвайт ҫине лартса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Аслисем кӳлнӗ лаша тупса ачана ял медпунктне вӑрвар леҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ним ҫукранах пӗр-пӗр интереслӗ юмах шутласа тупса вӑрӑммӑн каласа пама пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

— Итле-ха, енчен те эпӗ сана шӑл катӑкне тупса парсан эсӗ мана мӗн илсе пама пултаратӑн?

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӑл пахча ҫимӗҫ сутакансен ретне тупса пырса тӑчӗ, пӗр-пӗр хӗрарӑмран пулӑшу ыйтса панулми сутма вӗренесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Тикеш ялӗнчен ҫӳрекен медсестра Куляпа пӗрмай ӑшӑ куҫпа пӑхса калаҫать, акӑ вӑл часах марля татки тупса тухрӗ те пуҫтарӑннӑ мӗнпур тимӗр, хут укҫана явӑкласа ҫыхса кутамккан шалти пӗчӗкрех кӗсйине чиксе пачӗ: «Ан ҫухат», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Венюк савнин тӑванӗсемпе пӗр чӗлхе тупса сӑмах ҫӑмхин ҫиппине сӳтет.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Эпир хӑвӑрттӑн унтан-кунтан патаксем, шӑтӑрнаксем тупса ют ял клубне шавласа кӗрсе кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫавӑнпа та, — малалла тӑсрӗ сӑмахне Васелиса Петровна — кам та пулсан хӑвна кӳрентерсен, пулманнине пур туса ҫӑварна шыв сыпса ан тӑр, май килнӗ, пултарнӑ таран ун чунне витермелли сӑмах тупса ҫӑварне хуплама тӑрӑш.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пире малтанласа хӑмаран ҫапса тунӑ баракра пӗр пӳлӗм тупса пачӗҫ, — сӑмахне тӑсрӗ Улька.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑл сӑмах тупса калаймарӗ, хӗре ачашшӑн ыталаса чуптурӗ те, ҫамрӑксем, юнашар тӑрса, ҫырма леш енчи урам варринчи ҫурт еннелле утрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗррехинче вӑл председатель лаша тупса парасса кӗтмен, трактор валне миххе чиксе хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хунӑ та ҫичӗ ҫухрӑмри машина-трактор станцине юсаттарма таплаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Патшалӑх сыхлӑх органӗн вырӑнти ӗҫтешӗ малтанхи редактора вӑл кулак йӑхӗнчен тухнине тата хаҫат наборламалли шрифтӑн темиҫе сас паллине ятарласа ҫухатнине-вӑрланине тупса палӑртса айӑпланӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«Авӑ, хӑрушсӑрлӑх инженерӗ килет, каллех кирлӗ мар ӗҫ тупса парать»! — теҫҫӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Нубири чи малтанхи аталаннӑ пӗрлӗхсене Египетӑн пӗрремӗш династийӗ вӑхӑтӗнче (пирӗн эрӑчченхи 3100-2890 ҫҫ. ) тупса палӑртнӑ.

Первые развитые сообщества обнаруживаются в Нубии во времена Египетской Первой династии (3100-2890 гг. до н. э.).

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Чи малтанхи вӑл — шанчӑклӑ сӑлтав тупса килтен вӗҫерӗнесси.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Пӗр вӑтӑр тенкӗ тупса пама пулать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Петӗр Филипчӑ, вӗсем пирки шухӑшласа пуҫсене ыраттарар мар-ха, иксӗмӗр пӗр чӗлхе тупса калаҫма тӑрӑшар.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Каланӑ документсене тупса килтӗн пулать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ыйтусем те нумай панӑ, анчах вӗҫне-хӗрне пурпӗр тупса пӗтереймен.

Куҫарса пулӑш

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех