Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупас (тĕпĕ: туп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
НАСА эксперименчӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх Марс ҫинчи пурнӑҫ йӗрӗсене тупас тесен тарӑнрах чавмалла.

Чтобы найти следы жизни на Марсе, нужно копать глубже, показал эксперимент НАСА.

Марс ҫинче пурнӑҫ йӗрне тупас тесен тарӑнрах чавмалла // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32224.html

— Кин тупас пулать, кин.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫтан тупас ман лаша! — кӑшкӑрса каларӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӑҫтан ҫӗнӗ сӑмахсем тупас?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӗҫлеме вырӑн тупас пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арман хуҫисемпе пуянсенчен вӑйпа туртса илмесӗр ӗҫхалӑхӗ вӑрлӑх тупас ҫук.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунтан лайӑх йӗрке эпир шыраса та тупас ҫук!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Зинаида Степановна пуҫӗнче вара халӗ пачах урӑххи — паян-ыран пурӑнмалӑх епле укҫа тупас шухӑш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ыйтса пӗлме вӑхӑт та тупас ҫук, хӑю та ҫитес ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кунтан чаплӑрах апат ниепле ресторанра та тупас ҫук — иккӗленме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Пӗтӗм тӗнчипе шырасан та, пирӗн Россия пек вак халӑхсене ним хӗрхенмесӗр хӗстерекен патшалӑх урӑх тупас ҫук эсир, — терӗ Федоров.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫ тупас пулать.

Надо искать работу.

III // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Тури уй хапхи тӗлне тупас та ҫук — юписем юр айне пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӑҫтан тупас укҫа?

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пек ҫӑра таврара та тупас ҫук: ӑна 1900-мӗш ҫулта Питӗртен илсе килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Биологи станцийӗнче ӗҫлекен пӗлӗшӗмсем те шырав хӗрӳлӗхне путрӗҫ, ҫӗленсене патакпа вӗлере-вӗлере, ҫын йӗрне-паллине шыраса тупас йӳтӗмпе мӗн пур кӗтесе ухтара-ухтара тухрӗҫ.

Мои знакомые, служащие биологической станции, тоже поддались азарту находок и провели полдня, убивая палками змей, а также обшаривая все углы, в надежде открыть следы людей.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах эпӗ ӑна мана шаннӑшӑн тав тӑватӑп, ара, мана антӑратсах янӑ хӑюллӑ хӑтланӑша вӑл пӗтӗм чунне хывнӑ-ҫке: чӗрин талпӑнӑвне, хӗрӳ кӑмӑлне, паян телей тупас ӗмӗт-туйӑмне.

Но я был благодарен ей за ее доверие, какое она вложила в смутившую меня отчаянную выходку, полную безмолвной просьбы о сердечном, о пылком, о настоящем.

XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Уҫҫи-хуппине тупас та ҫапла май ӗҫе хупас, терӗ пулинех хирӗҫӳ тата шаларах кӗрсе кайма пултарасса чухлаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тротуар ҫине тухсан аптӑравпа чарӑнса тӑтӑм, — кирлӗ алӑка тупас йӳтӗмлӗ ҫын ҫапла чарӑнать; кӑштах шухӑшласан гаванелле ҫул тытрӑм, — тӗлсӗррӗн уҫӑлса ҫӳренӗ чухне ялан тенӗ пекех унта лекетӗп.

Выйдя на тротуар, я остановился в недоумении, как останавливается человек, стараясь угадать нужную ему дверь, и, подумав, отправился в гавань, куда неизменно попадал вообще, если гулял бесцельно.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тепӗр чухне кӑвайт ҫине вут-шанкӑ пӑрахас тӗллевпе ӗҫлеме чарӑнатпӑр, ҫав авӑкра та — ҫӗнӗ чулсем тупас тесе — хамӑр сисмесӗрех йӗри-тавра пӑхкалатпӑр; ҫак самантсенчен пӗринче сунарҫӑ тинех евитлерӗ:

Иногда, для того, чтобы подбросить в огонь дров, мы прекращали работу, — но уже, невольно оглядываясь, разыскивали глазами новый материал; в одну из таких минут охотник сказал:

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех