Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тирпейлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тирпейлӗ (тĕпĕ: тирпейлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗстернӗ кӗпине тирпейлӗ — Шывран килен шур хур пекех Ытарма ҫук яка та меллӗ Утса килет маттур пике.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Окопра ларма ҫемҫе пултӑр тесе, ку вырӑнтан кӑштах аяккарах кайса, курӑк татрӑм та лармалли ҫӗре тирпейлӗ сарса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Килӗ-ҫуртӗнче таса та тирпейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Шурӑ халатлӑ, тирпейлӗ ҫыхнӑ шурӑ тутӑрлӑ Верук… тин кӑна тӗнчене тухнӑ пӑрӑван тути-ҫӑварне таса алшӑллипе сӑтӑрса тасатать.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Тумтирсем те тирпейлӗ те ӑшах мар.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вырӑнне питӗ тирпейлӗ пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳрт ӑш-чикӗ таса та тирпейлӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫак илемлӗ те тирпейлӗ тӑхӑнса ҫӳрекен хӗре малтан та курнӑ Сима, анчах ҫывӑххӑн калаҫма тӳр килменччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хуп-хура тирпейлӗ уссийӗ тӑваткалрах питне темӗнле шухӑшлӑх кӗртет.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Вӑл тирпейлӗ пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Яланах тирпейлӗ те тӑп-тап ҫӳрекен Таиҫ аппа халат ҫийӗн ҫакса янӑ саппун кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларса куҫӗ хӗррисене, шуранка питне сӑтӑрса илчӗ те ахлата-ахлата калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑхӑта епле те пулин ирттерес шутпа ахаль те тирпейлӗ пӳлӗме тепӗр хут тирпейлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗрпе тирпейлӗ хуҫаланма вӗренмелле, экологи енчен таса ҫимӗҫ ҫитӗнтерме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Сарӑ чечек уншӑн тараватлӑ, тирпейлӗ кил-ҫурт мар-и?

Куҫарса пулӑш

Сарӑ чечек // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 82-83 с.

«Тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача. Килти ӗҫсене яланах пурнӑҫлать, таса та тирпейлӗ ҫырать. Вӗренӳре малтисен йышӗнче пырать. Сӑн-питӗнче яланах кӑмӑллӑ кулӑ. Ачасем ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, ыттисене пулӑшма тӑрӑшнӑшӑн питӗ хисеплеҫҫӗ, яланах унпа юнашар пулма тӑрӑшаҫҫӗ», — ҫапла ҫырнӑ ун пирки 1-2-мӗш классенче ертсе пынӑ учитель.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Унӑн таса аллисем, пичӗ-куҫӗ, пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ вӑл тирпейлӗ ҫын пулнине кӑтартаҫҫӗ.

Опрятностью веяло от его рук и лица, от всего его облика.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ ак кӗрнеклӗ те тирпейлӗ Оскар Прелл илемсӗр те курпун кӗлеткеллӗ Цэрнэ умӗнче тӑрать.

И вот теперь солидный и подобранный Оскар Прелл стоял перед невзрачным и сгорбленным Цэрнэ.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кирек хӑҫан та ӗҫе тӑрӑшса тӑватчӗ, хӑйне хӑй тирпейлӗ тытатчӗ.

Всегда старательный, подтянутый.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ивановӑн килти пӳлӗмӗ Чӗмпӗрти евӗрлех: ҫавнашкалах пӗчӗк те тирпейлӗ, таса та хӑтлӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каврушӑн пысӑк хуҫалӑхне тирпейлӗ тытса пыма шӑпах Лисук пек маттур, ӗҫчен, хӳхӗм хӗр кирлӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех