Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлнӑ (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старикпе Ухтиван ӑна хыҫалтан пӑхса тӑрса ӑсатса ячӗҫ те, калаҫса татӑлнӑ пек, чылайччен темӗн итлесе тӑчӗҫ.

Старик и Ухтиван провожали ее взглядами до тех пор, пока она не скрылась за деревьями, и долго прислушивались к чему-то.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӑкача ҫыннисем килсе ҫитсенех Шурча, Хуракасси, Оринин чӑвашӗсем ҫӗкленнӗ, пухусем туса кама пӗтермелли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ

Ну, пришли люди Пугача, и поднялись вместе с ними чуваши из Акрамова, Хурагасов, Оринина, созвали сходы, на них и обговорили, кого порешить…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Эпӗ те, халиччен пӗр ют ҫын патне пырса лекменскер, вырӑссенчен вилесле хӑраканскер, сӑмахсӑрах Ивашка тетепе калаҫса татӑлнӑ тейӗн, хуллен урама тухрӑм та пуҫӑма ун арки ҫине пырса чикрӗм.

Я же, который до сих пор не попадал к чужому человеку и до смерти боялся русских, как в полусне вышел со двора, и ноги сами понесли меня к дяде Ивашке…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вара, малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, пӗтем халӑх вӗсен хыҫҫӑн хускалчӗ.

И, словно сговорившись заранее, за ними поплыла вся пропыленная толпа.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун пирки Александр Петрович Архангельскипе Микихвӗр Петрович Архангельский — шӑллӗпе пиччӗшӗ — тахҫанах калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ.

У Александра Петровича и Никифора Петровича Архангельских был давний уговор:

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калаҫса татӑлнӑ пек ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Илсе килеҫҫӗ, Сахрун, ун пирки калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ӑмӑртуран пӑрӑнасшӑн та мар курӑнать, анчах эпӗ Маринепе договор тӑватӑп, унпа калаҫса та татӑлнӑ, терӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Калаҫса татӑлнӑ пекех, икӗ ялӗ те утӑ ҫулма пӗр кунхине тухнӑ, ӗҫлессе те пӗр вырӑнтах ӗҫлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та икӗ ял ҫыннисем ҫырма урлӑ пӗр-пӗрне чӗнни те илтӗнкелет.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ калаҫса татӑлнӑ пек тунӑ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн вара вӗсем, иккӗшӗ пӗр сӑмахсӑр калаҫса татӑлнӑ пек, пуҫ ҫӗклемесӗр, пӗр-пӗрне ытлашши сӑмах хушмасӑр ӗҫлерӗҫ, таврӑнасса та делянкӑран Маринепе Людмила татма чарӑнсан тин чи юлашкинчен таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сисетӗп, эсир парторгпа калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла пирӗн хӑвалӑх пӗтрӗ, кӑҫал хӑва касма каймастпӑр, — хӑйӗн тахҫанхи ӗмӗчӗ татӑлнӑ пек хурлӑхлӑн каласа хучӗ Михала.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шел те, инкекре ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Жаль, но в происшествии не обошлось без смертей людей.

Комсомольски районӗнчи аварире каччӑпа хӗр вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33278.html

— Ан ман вара, Тукай мӑрса, калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра пырса ҫит ман палатӑна (ун валли Сафа-Гирейпе Сююнбике кремльте уйрӑм палата хатӗрленӗ-ҫке-ха).

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шел пулин те, Горшковсен ывӑлӗн пурнӑҫӗ ҫамрӑклах татӑлнӑ, ашшӗ-амӑшӗн чӗринче нихӑҫан тӳрленми йӗр хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Вӗсенче вара икӗ ача пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ, 118-шне тӗрлӗ сурансемпе сиплев учрежденийӗсене ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑрханӑр - ачасем! // Геннадий КАЗЫКИН. http://alikovopress.ru/asarxanar-achasem!.html

Атте Булат Ширинпа хӑйӗнпе калаҫса татӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Шутлать кӑна мар, ун пирки вӑл Сафа-Гирейпе те калаҫса татӑлнӑ, — терӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чипер калаҫса татӑлнӑ пулсан тата лайӑхчӗ те, калаҫса татӑласси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех