Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сцена сăмах пирĕн базăра пур.
сцена (тĕпĕ: сцена) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сцена туртнипе, чун ыйтнипе калӑплаҫҫӗ вӗсем сӑнарсене.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Сцена ҫинче Оринин халӑх театрӗн артисчӗсем Александр Пӑрттан «Турӑ пӳрмен юрату» спектакльне лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728

Республика бюджетӗнчен яла хӑтлӑлатма уйӑрнӑ 100 пин тенкӗпе эпир клуб валли чаршав, пукансем, музыка центрӗ, микрофонсем туянтӑмӑр, мероприятие ертсе пыракансен сцена тумӗсене ҫӗнетрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Сцена ҫине тухма тумӗсене хӑйсемех ҫӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӑл сцена ҫинчи ҫамрӑк артистка ҫине куҫ илмесӗр пӑхать, анчах лешӗ ӑна, тепле майпа, асӑрхамасть…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Сцена ҫинче ҫутӑ тӗксӗмленчӗ те, шурӑ пусма ҫине вӑрман мӗлкийӗ ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Айккинчисем, стена авӑнчӑк пулнипе, хӑяккӑнтарах курӑнаҫҫӗ, ҫакна сцена майлаштаракансем питӗ кӑмӑла килмелле тунӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сцена хыҫӗнчи шурӑ чаршав-стена ҫине оркестрпа хорӑн ҫурма-тӗссӗр мӗлкийӗ пысӑкланса ӳкет, дирижер мӗлкийӗ вара — уйрӑмах пысӑк курӑнать, вӑл виҫӗ ҫӗрте: хор тӗлӗнче тата хор икӗ айккипе.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сӑмахран, мӗне кирлӗ сцена ҫинче юрату картинисем туса кӑтартма?

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Н. Айзман пьесисен ҫӗнӗ кӗнеки сцена ӗҫне юратакан коллективсемшӗн лайӑх парне пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Драматург сцена ҫине телейлӗ чӑваш колхозникӗсемпе колхозницисене, хальхи савӑнӑҫлӑ ҫамрӑксене кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Произведенине сцена ҫинче лартма май ҫуккине пӗлсен, унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлать, вӑл Мускава кайма хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Вӑл пирӗн самана ҫуратнӑ паянхи пурнӑҫ ҫынни тулли те витӗмлӗ сӑнарне сцена ҫине илсе тухмалӑх, чӑн-чӑн героикӑллӑ, романтикӑллӑ драма ҫырас шая хӑпарса ҫитеймен-ха.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Халӗ музыка коллективӗ: А. Васильев-Асламаспа П. Осиповӑн «Прерванный вальс» — оперине сцена ҫинче лартса пама хавхаланса хатӗрленет.

Куҫарса пулӑш

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кӑҫал пирӗн театр ҫумӗнчи студисене Мускаври государство институчӗн сцена мастерӗсем шефа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫакна тума вӗсем хӑйсем те активлӑн хутшӑнчӗҫ, сцена ҫине хавхаланса хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Оперӑри сцена искусствин хӑйӗн, драма искусствин законӗсемпе пӗр килмен, законсем пур.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн нацилле драматургин чи лайӑх произведенийӗсене тишкеререх пӑхсан, ҫакна асӑрхама пулать: стиль туйӑмӗ енӗпе, вӗсене сцена ҫинче лартас енӗпе, вӗсем пурте музыкӑпа драма произведенийӗсем имӗш.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Анчах та солистсемпе хор артисчӗсем, юрӑпа ташӑ ансамблӗпе филармони артисчӗ пулнӑскерсем, музыка ӗҫне лайӑх пӗлетчӗҫ пулин те, сцена ҫинче выляма хӑнӑхманччӗ, унсӑр пуҫне тата вӗсем питӗ сахалланччӗ.

Куҫарса пулӑш

1. «Пулмалла-и, пулмалла мар-и?» // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

9 теҫеткеллӗ кун ҫулӗнче вӑл ҫӗршер спектакль сцена ҫине кӑларса куракансен юратӑвне ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен театрӗ – 90 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60926

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех