Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулчӗ (тĕпĕ: сул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павлуша аллине сулчӗ те, эпир харӑс: — Здравствуй, милая картошка-тошка-тошка-тошка, Низко бьем тебе челом-ом-ом! Даже дальная дорожка-рожка-рожка-рожка Нам с тобою нипочем! — тесе юрласа ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӗресне, хире-хирӗҫ ҫапнӑ пек, алӑ сулчӗ те пуҫне пӑрса ман ывҫӑ ҫине аллине тӗкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Ав ҫав ҫурт, — тесе аллине сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Ӗҫӳ япалу!» — алӑ сулчӗ вӑл, вара, часрах тула тухса, ҫӑвара карса, капламӑн-капламӑн уҫӑ сывлӑш хыпас тесе, ҫийӗнчи шурӑ халатне кӗхле-кӗхле, муталана-муталана хыврӗ те алӑк ҫывӑхӗнчи йӑрхахран ҫакса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӗр авӑк мӑшӑрӗ ҫине ӳпкевлӗн, вӑрӑммӑн куҫласа тӑчӗ, вара алӑ сулчӗ те, ҫаврӑнса, кӗвеленнӗ, сӑпӑрчӑк кӑмӑлпа, сӳнӗк хавхапа ялалла сулланчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эх, сирӗнпе, ӑш пиҫтермӗшсем, юрлӑрах, савӑнтарӑрах тӗнчене, тек чӑрмантармӑп, — аллипе лаш! сулчӗ те мучи кӑмӑллӑн кулкаласа мӑшӑрӗ патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Владимир Сергеевич пӗр хушӑ ним калама аптӑраса, иккӗленсе тӑчӗ, унтан аллине йывӑррӑн сулчӗ те хӗрӗпе юнашар пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Пӗлместӗп, — аллине лаш сулчӗ те арҫын уринчи аттипех вырӑн ҫине тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич ҫилӗллӗн аллине сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кӑшкӑрма, вӗрентме пурте ӑста эпир, — ҫилӗллӗн аллине сулчӗ наладчик.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Варвари Лена ҫине кӑн пӑхрӗ, анчах урӑх шарламарӗ, аллипе сулчӗ те ирӗксӗр тенӗ пекех вӗри шыв патне таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Маюк инке аллине сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Амӑшӗн ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ, салхуллӑ куҫӗ Маринене темшӗн хурлантарчӗҫ, вӑл килӗшсе пуҫне сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Марине пӗр-икӗ хутчен чӳречерен пырса пӑхрӗ, аллипе сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

«Вупӑр карчӑк» туйипе сулчӗ, «тӑрнаран» ушкӑн «шурӑ кайӑк» турӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӗт // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 81-82 с.

Виҫҫӗмӗшӗ аллине дирижер пек ҫӗклесе сулчӗ те, вара пӗтӗм ушкӑн, ҫӗре чӗтретнӗ пек, вӑслатма пуҫларӗ.

Третий, подняв руки, развел их, словно дирижируя, и толпа разразилась таким улюлюканьем, что, казалось, земля задрожала.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Филантропи! — йӗрӗнчӗклӗн аллипе сулчӗ Хородничану.

Филантропия! — Хородничану презрительно махнул рукой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пенишора хӑйӗн пичӗ ҫинчи юнланнӑ вырӑнсене кӑтартасшӑнччӗ, анчах старик каллех ӳкӗтлеме хатӗрленнине курчӗ те аллине кӑна сулчӗ, будкӑран тухса шкул хапхи еннелле утрӗ.

Пенишора попытался было показать кровоподтеки на лице, по, почувствовав, что старик опять собирается уговаривать его, безнадежно махнул рукой, вышел из будки и направился к школьным воротам.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пенишора Урсэкие ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ те хурлӑхлӑн аллипе сулчӗ.

Пенишора поднял на мгновение глаза на Урсэкие и безнадежно махнул рукой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл унпа килӗшнӗ пек пуҫӗпе сулчӗ.

Он кивнул головой в знак согласия.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех