Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара, аллисене сулса, ерипен урама тухрӗҫ, пӗренесене ӑҫта килнӗ унта пушатрӗҫ, лашисене ҫавӑрса, «юлашки пултӑр кунта килесси» тесе тарӑхса, кашниех хӑйӗн килӗ еннелле уттарчӗ.
Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Халиччен тӳсӗмлӗ итлесе тӑнӑ Хрестук сылтӑм аллине ҫӗклесе сывлӑшра ваш! сулса илчӗ те: — Ухмах эсӗ! — тесе хучӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Тете, кӗр-ха часрах пӳрте! — ҫухӑрса ячӗ вӑл, лаша тӑварса тӑракан Сергее аллипе сулса.
Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пурӑнсан, партиец та пулӗ, ун чухне вара теприне, хӑй пеккине юратса пӑрахӗ те, ӑна хӑйшӗн вут пек ҫунакан йӗкӗте, алӑ сулса хӑварма та манӗ.
Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кӑмӑлӑр пулсан, вӑл Ленин сирӗн пек инкеке лекнӗ ҫынсене мӗнле пулӑшни ҫинчен нумай каласа пама пултарать, — юлташӗ еннелле пуҫӗпе сулса кӑтартрӗ Казаков.
Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Манӑн санпа ним калаҫмалли те ҫук терӗм те калаҫса та тӑмарӑм, алла сулса малалла утса кайрӑм.
Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Йӗкӗт аллине сулса пӳрте кӗме сӗнсен, хӗр те ыттисем хыҫҫӑн утрӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Пӗлменнине вӗренмех тивет, — Казаков пуҫӗпе сулса ҫынсене Степанов ҫинелле кӑтартрӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Пӗри пур та-ха кунта, — пуҫӗпе сулса кӑтартрӗ вӑл Мӑҫтук ҫинелле, — шыва кӗртместпӗр эпир ӑна.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тукай саламатне пуҫ тӗлне ҫӳле ҫӗклерӗ, сывлӑшра пӗррех сулса ячӗ, анчах тӗкӗрҫе ҫапма хӑяймарӗ.
11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Арина, Ондрея кайса чӗн-ха, — вӑрӑм сухалне арӑмӗ еннелле сулса илчӗ старик.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Арӑмӗ ҫыран хӗрринчен хӑпарчӗ те хӑмӑшлӑх еннелле аллипе сулса кӑтартса ҫапла систерчӗ:
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫапмасть, сулса кӑна ярать.
5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Мана пӗр-ик сӑмах калама юрать-и, турхан? — аллине сулса илчӗ вӑл.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Чипер кайса чипер килӗр! — ал сулса кӑшкӑрчӗҫ ҫыран хӗрринче тӑракансем.
15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унтан иккӗн ҫеҫ юлнине кура майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ терӗ пулас, алпа сулса йӗкӗте хӑйӗнпе тан пыма хушрӗ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ак ку, Данила, Городецранах, — юлташӗ енне ал сулса кӑтартрӗ малтан паллашни.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл темиҫе утӑм каялла чакрӗ те алӑ сулса Черемисинова ӗҫе часрах пӗтерме хушрӗ.
3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр воинӗ хӗҫне ытла тарӑхса сулса ячӗ курӑнать, хӗҫ алӑран вӗҫерӗнчӗ те аякка ыткӑнса кайрӗ, такам лаши хырӑмне ухӑ йӗппи пек пырса тӑрӑнчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ӑна пӗлме кирлӗ мар санӑн, — терӗ мӑрса аллине сулса.
4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.