Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сулахай сăмах пирĕн базăра пур.
сулахай (тĕпĕ: сулахай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сулахай алла ҫӗклесенех, ҫатӑр-р ыратса, чунах пырса тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сулахай аллине пуҫ урлӑ сулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Куршанак чӑмӑркки, ҫӳхе кӗпе витӗр кӑштах ыраттарса, сулахай кӑкӑр ҫине ҫакӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Каччӑ, пуҫне енчен енне пӑркаласа, пӗрре сулахай енчи сийлӗн-сийлӗн тӑсӑлакан вӑрман тӑрри ҫине, тепре ун ҫумӗнчи пиҫе пуҫланӑ вӑрӑм ыраш уйӗ ҫине, сылтӑмра улӑх варрипе хуҫкаланса тӑсӑлакан Сурӑм ҫине пӑха-пӑха илет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗри форточкисене илнӗччӗ, тепри сылтӑм еннелле уҫӑлакан пайне, виҫҫӗмӗш — сулахай енчине…

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Данил Макарович калаҫнӑ ҫӗртех сулахай аллипе кӑкӑрне ярса тытрӗ, тепӗр аллипе ман хулпуҫҫирен тӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Сулахай хулпуҫҫи урлӑ чӗрӗ ҫӑмарта пер.

Через левое плечо брось сырое яйцо.

Сас ҫухатнӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/467

Пахом Петрович хуралта сулахай хулӗ сипленсе ҫитичченех лармарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Сулахай хулӗ ҫинчен ма шутламалла-ши халь?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Вӑрҫӑра Пахом Петровичӑн сулахай хулне снаряд катӑкӗ ватса пӑрахрӗ, пуля ӳпкине шӑтарса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хальхинче Анатолий Семенович сулахай аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те туйипе телебашня еннелле кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сулахай алли — пальто кӗсйинче.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Малалла тилхепене сулахай енчен туртмалла та лашана тӳрӗ тӑратмалла.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Хӑйӗн йӑнӑшне ӑнланса илнӗ пек, лаша чарӑнчӗ те сылтӑм урисене хуҫлатса, сулахай урисемпе мелсӗррӗн пусса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унчченхи пекех хӑмӑр шинельпеччӗ вӑл, сулахай пушӑ ҫаннине пиҫиххи айне хӗстернӗччӗ, сылтӑм аллине чӗн чӑпӑркка тытнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Сылтӑм аллаппи пачах та ҫукчӗ, сулахай аллин пӳрнисем хуҫланмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ курах кайрӑм: кил хуҫин сылтӑм аллинче пуҫ пӳрнипе шӗвӗр пӳрни ҫеҫ, сулахай аллин пӳрнисем ҫыхланса, авӑнса ларнӑ, типсе пӗчӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑйсен патӗнче тӑватӑ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн унти ачасем пирӗн ялти тулли мар вӑтам шкула ҫӳретчӗҫ (юнашарах пирӗн ялсем: Ҫтаппансен ялӗ — Кӗҫӗн Пӑлан вашмӑк сӑртлӑ сулахай ҫыранӗнче, пирӗн ял — сылтӑмри тӳремлӗхре).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Кӑшт ҫеҫ касап, ан хӑра», – терӗ сулахай алӑпа ҫыракан Ксюша.

«Чуть-чуть только подровняю, не бойся», – сказала левша-Ксюша.

Павлик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/601

Кӗнекене илетӗн те сулахай е сылтӑм енне суйлатӑн, унтан кӗнекине уҫан.

Берешь книгу и выбираешь левую или правую сторону, а потом начинаешь листать.

Биркӑсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/594

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех