Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сотня сăмах пирĕн базăра пур.
сотня (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Октябрӗн З-мӗшӗнче сотня илӗм-тилӗмлех Кӗҫӗн Порек ялне пырса кӗчӗ.

Ранним утром 3 октября сотня вошла в деревню Малые Порек.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня вырнаҫнӑ тӗлтен — заводӑн пысӑк сарайӗ ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чух Листницкий час-часах каҫсерен пӗр хурлӑхлӑ та сӑмахпа каламалла мар кичем юрра илтет.

Вечерами, проходя мимо просторного заводского сарая, где селилась сотня, Листницкий чаще всего слышал одну песню, тоскливую, несказанно грустную.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Листовкӑсене сотня тӑракан участокра тупнӑ…

— Однако ведь воззвание на участке нашей сотни?

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук вуласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ — алӑкран шаккаса, ҫӗр пӳрте пиллӗкмӗш сотня вахмистрӗ кӗрсе тӑчӗ.

Бунчук еще не кончил читать, как в землянку, постучавшись, вошел вахмистр пятой сотни.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтанхи вӑййа выляса пӗтернӗ тӗле пиллӗкмӗш сотня офицерӗсем — Калмыков есаулпа сотник Чубов килсе ҫитрӗҫ.

К концу первой партии пришли офицеры пятой сотни — есаул Калмыков и сотник Чубов.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий сотня командирӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ: есаулӑн питӗнче — чӗмсӗр ӑншӑртлӑх…

Листницкий оглянулся на сотенного командира: на лице есаула — глухое отчаяние…

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каменка-Струмилово хулинче икӗ талӑк тӑнӑ хыҫҫӑн, каҫхине сотня ҫула тухма хатӗрленме пуҫларӗ.

Сотня постояла в городе Каменка-Струмилово двое суток, в ночь собиралась к выступлению.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня командирӗн ҫыруне вӑл хӑй аллипе турӑш айне пуҫтарса хучӗ.

Письмо от командира сотни сам он положил под божницу.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑваттӑмӗш сотня командирӗ подъесаул Полковников.

Командир четвертой сотни подъесаул Полковников.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мӗнле этем-ха вӑл: ҫынсенчен уйрӑм пулма тӑрӑшать-и е ахаль хуҫкаланма, курнӑҫланма юратаканскер-и?» — вӗчӗрхенсе шухӑшларӗ вӑл, сотня командирӗн тирпейлӗ ҫӗр пӳрчӗ еннелле утнӑ май.

«Что он, оригинальничает или просто человек с чудинкой?» — раздраженно думал он, шагая в опрятную землянку командира сотни.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр-ик эрнерен (ун чух полк пӗр талӑклӑх канма чарӑннӑччӗ) Листницкий сотня командирӗ патне кайма тухрӗ.

Недели через полторы (полк стал на суточный отдых) Листницкий отправился к командиру сотни.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня командирӗ ӑна тул ҫутӑлас умӗн рекогносцировкӑна тухма май пулсан сулахай флангра малалла наступлени туса пыракан пехотнӑй полкпа ҫыхӑнма хушнӑччӗ.

На рассвете командир сотни приказал ему выехать в рекогносцировку и, если представится возможным, связаться с пехотным полком, продолжавшим наступление на левом фланге.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юртӑпа пыракан сотня, тата хытӑрах чуптарса, сиккипеле кайрӗ.

Сотня, увеличивая рысь, перешла в намёт.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня, хӗҫсене кӑларӑр, атакӑна марш-э-марш.

— Сотня, шашки вон, в атаку марш-э-марш!

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня, стройся!

— Сотня, стройся!

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрманта арпашса ҫӳренипе саланса кайнӑ сотня таса хире йӗркесӗррӗн тухрӗ.

Сотня, расчлененная блужданием по лесу, в беспорядке высыпала на чистое.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑрҫнӑ чухнехи сасӑсем вӗсем патне ҫывӑхран ҫывӑх шуса килеҫҫӗ; таҫта хыҫалта, инҫетрех те мар, сайрараххӑн батарея кӗрлесе тӑрать; сотня ҫийӗпе сывлӑша касса ҫурса, вшинлатса шӑхӑрса, снарядсем вӗҫсе иртеҫҫӗ.

К ним все ближе подползали звуки боя; где-то неподалеку, сзади, беглым огнем садила батарея; над ними с клекотом и скрежетом, одолевая сопротивление воздуха, проносились снаряды.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем сотня тӑракан вырӑна ҫитиччен шӑпӑрт калаҫмасӑр пычӗҫ.

Казаки ехали молча до места стоянки сотни.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотня командирӗ Григорий Мелехова полк штабӗпе ҫыхӑну тытма кӑларса янӑ пулнӑ.

Григория Мелехова командир сотни послал для связи со штабом полка.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сирӗн сотня маршевӑй-и? — ыйтрӗ Григорий.

— Ваша сотня — маршевая? — спросил Григорий.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех