Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сисӗнет (тĕпĕ: сисӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сассинче вара кӑшт йӑлӑнтарни сисӗнет, йӑлӑнтарни те мар пулӗ вӑл, хӑйне ытларах хисеплеме ыйтни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсен те паян калаҫу ҫыпҫӑнмасть: Укахвин хуйхӑ — Галимджан виҫ эрне хушши ҫыру ҫырмасть, Липӑн та шухӑшсем сапаланчӑк — Ятман килетӗп тенӗ ҫӗртенех килеймерӗ, Кабир та вӑрҫа тухса каять, хӑйӗн чӗринче те канӑҫсӑрлӑх сисӗнет — паян темле ӗҫе туса ҫитермен пек, каймалли ҫӗре кайса килмен пек.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сывлӑш нӳрелнинченех сисӗнет, ҫӗр чылая кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Калаҫма пултарать вӑл, ӑсран катӑках мар курӑнать, хӑйне евӗрлӗ чеелӗхӗ те сисӗнет. Ҫав, наянӗ ҫеҫ пӗтерет ӑна, тирпейлӗрех мӑшӑр пулсанчӗ хуть», — шухӑшларӗ Кӗтерне, ун ҫине ҫиленмесӗр пӑхса.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑксем хамӑр историе пӗлччӗр тесе тӑрӑшни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Экскурси нумайлӑха асра юлӗ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10645 ... a-asra-yul

Хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне район центрӗн сӑн-сӑпачӗ палӑрмаллах улшӑнчӗ, пур ҫӗрте те уяв сӗмӗ сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче Элӗкре ҫӗнӗ ача сачӗ уҫӑлчӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/uyav-kunenche-ele ... alche.html

Атӑл патне ҫитмен-ха, анчах вӑл ҫывӑхрах иккенни сисӗнет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти ҫӗрте ҫеҫ мар, кремльте те сисӗнет: пурнӑҫ йывӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йывӑрлӑхӗ ялта ҫеҫ мар, хулара та хытах сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Анчах кунта ытларах хӑй тӗллӗн кӑсӑкланни, наука шайне ҫӗкленейменни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Иртнӗ кун ҫути // Аристарх Дмитриев. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 5–8 с.

Самана кӗрлевӗ пурри те чӗресенче темле йӑлтӑрса самай сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

«Аван-и…» // Леонид Атлай. Whatsapp

Суту-илӳ тӑвакан пысӑк хуласене — Хусанпа Чулхулана — ҫывӑхрах ялсенче вырӑсла сӑмахсемпе усӑ курни уйрӑмах сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Вӑл Эрмина пукансене куҫара-куҫара лартнине илтет, ҫавӑнпа та хӑйӗн хӑтланӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗшӗн лӑпкӑпа пӗрех; унӑн пӑр пек сивӗ аллисен куҫӑм-хусканӑвӗнче операци евӗрлӗ тӗлӗнмеллерех сӗм сисӗнет.

Она слышала, как Эрмина отодвигает стулья, и была поэтому почти спокойна за исход затеи; лишь странное чувство операции сопровождало движение ее холодных, как лед, рук.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӳртӗре часрах кӗрсемӗр! — вӑл хӑй малтан утса кайрӗ, Джесси Тренган вара савӑклӑхне сирчӗ те пӑхакан хӗрарӑмпа пӳртелле ҫул тытрӗ; хӗрарӑм ӑна питех ырламанни уҫӑмлӑн сисӗнет.

Идите скорее в дом! — и она удалилась первая, а Джесси Тренган, став серьезной, пошла с сиделкой, взглядывавшей на нее крайне неодобрительно.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑн сӑмахӗсенче ӗмӗтне пурнӑҫлаттарма хистекен сӗм ҫав тери уҫӑмлӑ сисӗнет, ҫавӑнпа та Джесси карта патнех, уҫӑ ҫӗре, тухрӗ.

В этих ее словах было столько жалующегося желания, что Джесси поспешила к ограде и, выйдя на свет, сказала:

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫак куҫӑмра кирлӗмарри сисӗнет, — шӑпах ҫавна пула следователь умӗнче ӑстаран та ӑста симулянтсем те уҫӑлаҫҫӗ.

В этом ее движении было ненужное, — то, что выдает следователю искуснейших симулянтов.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл ӑна уҫнӑ-уҫманах Мерседес пырса тӑчӗ, Детрейпа кӗтмен ҫӗртен самаях кӑсӑкланни сисӗнет.

Едва Детрей раскрыл его, как Мерседес, внимание которой к этому человеку внезапно усилилось, подошла.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл именни сисӗнет.

Он смутился.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Моргиана шухӑша путнӑ та ярӑнчӑк ҫине вырнаҫнӑ, Гленара садистла сӑнать, — ку вара Джессие вӗҫӗмсӗр тӗсет е калаҫӑва тӗлсӗррӗн хутшӑнать, е террасӑра каллӗ-маллӗ кумнӑ май тунсӑхлӑн пирус туртать; ларать, тӑрать, каллех ларать, вӑл каллех сиксе тӑрасси сӑнӗнчен уҫӑмлӑнах сисӗнет.

Моргиана, задумавшись, расположилась в качалке, садистически наблюдая Гленара, который или некстати вмешивался в разговор, продолжая неизменно смотреть на Джесси, или тоскливо курил, расхаживая по террасе; садился, вставал, снова садился, причем вид у него был такой, что он тут же опять встанет.

VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Унӑнни йышши ҫӳхе туталлӑ, чирлӗ пекрех ҫӑварлӑ, сарлака шӑмӑллӑ, лаптак питлӗ сӑнсем преступниксен эшкерӗнче ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ; куҫ харшисем сайра пирки вӑл пӑхнӑ чух усал та хевтесӗр вӑйӑм сисӗнет.

Лишь среди преступников встречаются лица, подобные ее плоскому, скуластому лицу с тонкими губами и больным выражением рта; ее жалкие брови придавали тяжелому взгляду оттенок злого и беспомощного усилия.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех