Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сахӑр сăмах пирĕн базăра пур.
сахӑр (тĕпĕ: сахӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвӑр хирӗҫ мар пулсан, пуҫтарса илӗрех ӗнтӗ ку сахӑра, — аллине ура айӗнче пӗчӗк юр тӗмески пек шуралса выртакан «списать» тунӑ тупра еннелле ҫӗклесе илчӗ аллине сахӑр хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сахӑр хуҫи пӗр ҫатӑртатмасӑр-тулашмасӑрах йӑтмарҫӑсене ӗҫшӗн пурне те (ҫав шутра Ула Тимӗре те) пӗр тан, пӗр виҫепе тӳлерӗ (каҫартӑрах ӗнтӗ халӗ те пулин: ун чух хӑйне шӑтӑк ҫуна ҫине лартса тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑварнине пачах ӑнкараймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӳрре тухма ним тума та ҫук енне Ула Тимӗр кӳнӗ тӑкакшӑн сахӑр хуҫи умӗнче ура айӗнчи йӑпӑлти анчӑк пек чӑлханма та, аял кукӑрӑлса-авӑнса илме те тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тинех сахӑр хуҫи, сӑнӗ-питӗнчен катари-катари тӗтреллӗ аслати пӗлӗчӗ пек палӑри-палӑрми ӑмӑрланса-кӑвакарса, илтӗни-илтӗнми мӑркӑлтатса илчӗ, сӑмси айӗнчен тем мӑкӑр-мӑкӑрне те ҫӑрса, пӑтратса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вакун алӑкӗ патӗнче ӗҫе йӗркелесе, михӗсен шутне тӗрӗслесе тӑракан сахӑр хуҫи пуҫне палт!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑр-р-р! ҫурӑлса кайрӗ ҫавӑнтах михӗ ҫӗвӗрен — чашӑр-рр! юхса тухса купаланчӗ сахӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫӗн вӗҫӗ «мӗлт-мӗлт мӗлтлетсе» илсен, Анатолий, сахӑр хуҫи ҫине айккӑн-майккӑн куҫ ывӑткаласа, Ула Тимӗре, студентсенчен чи кӗҫӗннине, хӑлхаранах пӑштӑн хушрӗ: «Вӑхӑт!»

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сахӑр миххисем пурте ултӑ пӑтлисем иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр аллинчи ҫӑмӑл апат миххине тавар вакунӗнчи (шӑпах ҫав вакуна сахӑр миххисенчен пушатмалла та вӗсен) пӗр ҫӳлӗк ҫине, таса, ҫара вырӑна майлаштарса хучӗ те юлташӗсем патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче (ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ ку) Ула Тимӗрӗн пӳлӗмре пӗрле пурӑнакан чи ҫывӑх юлташӗ, ют чӗлхесен факультетӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Саша Петров, каҫхине, ҫывӑрма выртас умӗн, хыпӑнса ҫулӑмлансах, ҫӗр айӗнче темле хаклӑ мул тупӑннӑ пек вӑрттӑн-хӗрттӗн савӑнса, пӗлтерӳ тума васкарӗ: чукун ҫул станцинче йӑтмарҫӑсем кирлӗ иккен — тавар пуйӑсӗн пӗр вакунне шултра сахӑр тултарнӑ михӗсенчен пушатмалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

А чӑланта миххи-миххипе ларакан ҫӑнӑх-кӗрпе, сахӑр ӑҫтан терӗн?

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Чӑн та, Макар яланах арӑмне пулӑшма хатӗр, анчах ӑна пӗр ӗҫ те хушмалли ҫук: кӗпе ҫума хушсан — вӑл, вӑйлӑскер, кӗпе ҫӗтӗлсе кайичченех ҫӑвать; яшка пӗҫерме хушсан — астумасӑр икӗ хутчен тӑвар ярать, пӗррехинче вӑл кастрюле тӑвар вырӑнне пӗр кашӑк сахӑр янӑччӗ; пасара хӑйне пӗччен ярсан — мӗн те пулин юрӑхсӑр япала туянать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сахӑр мар, Софрон Михалч, кӑштах пыл янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лавккара сахӑр ма ҫитмест, тетӗп — акӑ ӑҫта каять иккен вӑл!

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ.

Подешевели пшеничная мука, сахар, мясные консервы, макароны, соль, курятина, крупа овсяная, замороженная рыба, молоко, свинина, масло сливочное.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Халех сана сахӑр, ҫӑкӑр паратӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вара мӗн те пулин — е ҫӑкӑр, е сахӑр катӑкӗ парса хӑваратӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тепӗр кунне каллех сӗт кайса ӗҫтертӗмӗр, ҫӑкӑр, сахӑр катӑкӗ патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Иван кутамккаран чӑкӑт, хӗрлӗ пилӗклӗ пӗремӗксемпе сахӑр кӑларса сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем Захар Петрович лавккине анса пӑхма, унта, ячӗшӗн, пӗри премӗк, тепри сахӑр илме калаҫса татӑлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех