Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сар сăмах пирĕн базăра пур.
сар (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура сӑхман, сар ҫӗлӗк, Ҫамки ҫинче тенкӗпе; Шурӑ чӑлха-ҫӑпата Пит килӗшет кӗрӗве.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Лаптак сӑмса, хӗсӗк куҫ, Сарӑ ҫӳҫпе сар сухал; Лаши вӗҫсе пырупа Пичӗ-куҫӗ пит усал.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗрлет ейӳ, юхать сар Энӗш: Хума хум шавлӑн хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сар чӗнтӗрпе пӗркенчӗ хурӑн, Ав, ҫулӑмланчӗ вӗрене; Йӑванчӗ пӗлӗт урӑм-сурӑм, Хупларӗ тарӑн тӳпене.

Куҫарса пулӑш

XXXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курьер мӑнаҫлӑ: Ботфорт, сар кивер, ҫут тӳме Хисеплеме самай хистеҫҫӗ; Ан пӑрӑн-ха — тире сӗвеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗн чухлӗ пурлӑх тумӗнче: Укапала йӗрленнӗ пӳхӗм Шап-шур перчатка аллинче, Сар пиҫиххийӗ ярапаллӑ, — Вӑл уйрӑм курӑнать, вӑл паллӑ, — Пит килӗшӳллӗ ун ҫинче.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Куҫ умӗнче ӗмӗтленни: Ун сӑн-сӑпачӗ, пӗвӗ, туме, Кӑтра ҫемҫе сар ҫӳҫӗн хумӗ, Ик йӑлтӑр куҫӗ хӗмленни — Чӑнах ҫак илчӗ тыткӑна.

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кам ҫук кунта: сар ҫӳҫлӗ вырӑс, Чӑваш та, ҫармӑс та, тутар.

Куҫарса пулӑш

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Курнать лӑс витӗр — кӑштӑр-каштӑр Такам сар кӗрӗке силлет: Уҫланкӑра туллать-мӗн кашкар Пӗр хӗрхенмесӗр леш тилле.

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Халӗ урӑх сар каччӑ пур…

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Сан хӗрне курмастӑп-ха эпӗ, — сӑмах хушрӗ питрен сар хӗр пек хӗрелсе кайнӑ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чунтан савнӑ сар ачана Эпӗ вӑрҫа ӑсатрӑм, Юрататӑп, кӗтеп терӗм, Ӑшӑ чунне йӑпатрӑм.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сар хӗвелӗ ӑшӑтать, Ҫутӑ тӗнче савӑнать.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Уҫ, сар хӗр, чӳречӳне, пӑчӑ вӗт сана», — тет каччӑ хӑй ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман ҫара кайнӑ ҫул мӑйӑр йышлӑ пулнӑччӗ те, пахчасенче чӑмакки-чӑмаккипе сар мӑйӑр ҫакӑнса тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тукай ҫине шӑтарасла пӑхрӗ те йӑл кулчӗ, хитре хӗрарӑм арҫын кӑмӑлне сар ҫу пек ирӗлтерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак сар кайӑк юрри те илтӗнчӗ.

Вот послышалось пение красивой птицы.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Кӗрхи сар ҫулҫӑсем те куҫҫульленсех санӑн вил тӑпри ҫинелле пырса ӳкӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук // Леонид Атлай. Whatsapp

Хӑмӑш пекех пӗвӗм ман Улӑм ури пулайрӗ; Сар ука пек ҫӳҫӗме Хурӑн шурри ҫапайрӗ, Пан улми пек питӗме Хура куҫҫуль хуратрӗ; Манӑн ҫутӑ сӑнӑма Ҫутӑ уйӑх туртса илчӗ; Манӑн хӗрлӗ сӑнӑма Хӗрлӗ чечек туртса илчӗ; Чӗвӗл-чӗвӗл сассӑма Чӗвӗл чӗкеҫ туртса илчӗ; Шӑнкӑр-шӑнкӑр юррӑма Шӑнкӑрч чӗппи туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа пӗрле вӑрҫӑ ҫулӗсемпе ҫӳресе тата халь ик эрне ытла чӑтлӑхра пурӑнса Ятламас вӑрман илемне кӑшт чухлакан пулчӗ, ҫӗр ҫулхи юмансемпе, вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗренесемпе, куҫа илӗртекен чечексемпе, сар кайӑксемпе хӑй тӗллӗн «калаҫма» вӗренсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех