Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӳлӗм сăмах пирĕн базăра пур.
пӳлӗм (тĕпĕ: пӳлӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таса, пӗчӗк пӳлӗм.

Куҫарса пулӑш

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Верук малти пӳлӗм алӑкне уҫать.

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Уйрӑмра врач йышӑнмалли кабинет, процедура кабинечӗ, канмалли пӳлӗм, апат-ҫимӗҫ хумалли столовӑй, пӗрремӗш тата иккӗмӗш хутра санузелсем, душевойпа прачечнӑй, ҫавӑн пекех ҫывӑхри территорире пӗренерен тунӑ мунча пур.

Куҫарса пулӑш

Ырлӑхпа шанӑҫ ҫурчӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ch-3794851

Вова пӳлӗм тавра самантрах темиҫе хутчен те ухтарса ҫаврӑнчӗ, ниҫта та пушӑ кӗленче курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

«Тӑваткал минтер, хӑмач пит, ан хур, инке, лармастӑп; пӳлӗм алӑкӗ — йӗс тӑпса, ан уҫ, пичче, тухмастӑп».

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсене ҫавӑнтах йывӑҫ баракри общежитире пӳлӗм уйӑрса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пӗр пӳлӗм кӑна вӗт унта.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Кунта, хӑйсен тӑван Чӑваш Ене килме ҫунаҫҫӗ, кунта вара, шел пулин те, юлхавлӑн пӑхаҫҫӗ, — Атлан ура ҫине тӑрса пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Элимесӗр пӳлӗм пушанса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӳлӗм варринче вӑтам ҫулсенчи палламан арҫын тӑрать, васкамасӑр тем чӑмлать.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Пӳлӗм пуш-пушӑ, стенасем ҫап-ҫара, диван та, гарнитурсем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Камай ҫилӗллӗн пӳлӗм тӑрӑх темиҫе хутчен унталла-кунталла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Гарри Стопкинӑн, директор заместителӗн, уйрӑм пӳлӗм пурччӗ базӑра.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Юрамасӑр, — сӗтел хушшинчен тухса кӗтсе илет пӳлӗм хуҫи.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗрне шаккаса пӑхать — пушӑ пӳлӗм янӑрани илтӗнет, теприне…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ҫапла, ҫамрӑк! — пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ Алексей.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӗллехи хутман сивӗ пӳлӗм урайӗнче пирус тӗпӗсем, шкул тетрачӗсем, арифметика кӗнекисем сапаланса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Сусӑрсене валли суйлава пырса сасӑлама ятарлӑ тӑватӑ пӳлӗм йӗркелесе парӗҫ тата тӑватӑ тифломаркер туянӗҫ, ҫавӑн пекех Брайль шрифчӗпе ӑсталанӑ информаци материалӗсене хатӗрлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче 910 пине яхӑн суйлавҫӑ Чӑваш Енре сасӑлама пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/racc ... -yahan-suj

Унӑн 1913 ҫулхи «Пӗр шухӑшлӑх» («Einmütigkeit») монументлӑ картини паянхи кун тӗлне «Ходлер-залра» упранса юлнӑ, унпа чи малтан комитетсен (магистратпа директор) ларӑвӗсем валли пӗрлехи пӳлӗм пек усӑ курнӑ.

Его монументальная картина «Единодушие» («Einmütigkeit») 1913 года сохранилась в сегодняшнем «Ходлер-зале», который первоначально использовался в качестве общей комнаты для заседаний комитетов (магистрата и директора).

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те Урине курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех