Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗлтерӗшлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
пӗлтерӗшлӗ (тĕпĕ: пӗлтерӗшлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫак акци ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм туйӑмӗпе воспитани парас ӗҫре пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ҫамрӑксен тимлӗхне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсене явӑҫтарасси, ҫав пулӑмсене тӗрӗс хак парассине йӗркелесси. Кун пек акцисем историлле асаилӗве упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ», — тесе палӑртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, диктант ҫырнӑ май.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» ҫырнӑ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... iktanc-yrn

Юханшывсен, кӳлӗсемпе пӗвесен ҫыранӗсене, шывлӑ вырӑнсене ҫӳп-ҫапран тасатасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet

Аса илтеретпӗр, ҫак пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем йӑлтах «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поселока хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12055-poselo ... kh-k-rtecc

«Дискусси лапамӗсем йӗркелесе эпир бюрократинчен пӑрӑнма, май пур таран уҫӑ диалог йӗркелеме тӑрӑшрӑмӑр. Ял ҫыннисене илтни, вӗсен тӗллевӗсемпе ӗмӗчӗсене ӑнланни пӗлтерӗшлӗ. Слета федераллӑ шая кӑларма тӑрӑшӑпӑр. Тепӗр ҫул ӑна татах та анлӑрах, ытти регионсен представителӗсене йыхравласа ирттерме планлатпӑр», — пӗлтернӗ Чӑ-ваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Агрослетра — чи хастар ҫамрӑксем // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/06/07/%d0%b0%d0 ... %b5%d0%bc/

Ҫак мероприятие кадетсемпе ҫамрӑк армеецсем хутшӑнни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Вӗсемшӗн тылран килекен ҫырусем ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ыт ахальтен каламастӑп.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

Ҫамрӑка ҫар служби Урал тӑрӑхӗнчи стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗсене илсе ҫитернӗ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсен династине малалла тӑсма шутлатчӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pedagogsen-dinast ... atche.html

— Пирӗн ӗҫ хӑйне евӗр йывӑр та, питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ те.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b2%d3%9 ... %85%d0%b0/

Раҫҫейре эколог тата тавралӑха сыхламалли Пӗтӗм тӗнчери кун кӑҫал Чӑваш республикинче эгологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ май уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ вырӑнта тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d1%82%d0%b ... %bd%d3%91/

Малашне вӑл округри туризма аталантарас енӗпе пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ маршрут хатӗрленӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d2%ab%d3%9 ... %bd%d3%97/

Грант укҫи-тенкине ҫамрӑксен политикин сферинче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсене пурнӑҫлама ярӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Семинар: ҫуллахи каникул инкек-синкексӗр иртӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... nkeksr-irt

2024 ҫулта «Чайка» канупа сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерь Тутарстан Республикин ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурсрӑн ҫӗнтерӳҫи пулса, грант выляса илни те пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Семинар: ҫуллахи каникул инкек-синкексӗр иртӗ // Раниля Алиуллова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... nkeksr-irt

Харпӑр пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тума вӑхӑт.

Настало время принятия серьезных решений в личной жизни.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Эсир халӗ асӑннӑ задачӑсен тухӑҫлӑхӗпе пӗлтерӗшӗ малти линире, фронт лининче, чи малтан кирлӗ. Ку, паллах, чи малтан тумалли япаласем, анчах ҫынсем патшалӑх енчен пулӑшу туймаҫҫӗ пулсан, вара ҫак задачӑсене те татса пама йывӑртарах. Ку пурте пӗр комплексра. Кунта пӗрремӗш пӗлтерӗшлӗ тата иккӗмӗш шайри ыйтусем ҫук. Комплексра пурне те татса памалла», - палӑртнӑ Путин Кремльте тӗл пулнӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

Путин СВО боецӗсене социаллӑ пулӑшу кирлине палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3795581

«Пӗлтӗр 5-9 классенче вӗренекен 3 пин ытла шкул ачи Чӑваш Ен тӑрӑх ҫулҫӳревре пулнӑ. Кӑҫал вӗсен шутне 5 пин таранччен ӳстерме палӑртнӑ — 1-4 тата 10-11 классенче вӗренекенсене те явӑҫтармалла. Унсӑр пуҫне шкул ачисем валли музейсенче, театрсенче тата туризм пӗлтерӗшлӗ ытти вырӑнсенче чӗрӗ урок формачӗпе мероприятисем ирттерме пуҫланӑ», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Экскурсисем кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12036-ekskur ... -kl-irtecc

Ҫӗр ӗҫӗнче ҫитӗнӳ тӑвас тесен хальхи йышши техникӑпа усӑ курни пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑшуллисен ӑнӑҫу пулатех // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12034-t-r-sh ... u-pulatekh

Ачасене пурнӑҫри пӗлтерӗшлӗ тапхӑрпа Элӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, Элӗк округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Эдикт Волков, Элӗк вӑтам шкулӗн директорӗ Владислав Волков саламларӗҫ, экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса хӑйсем суйласа илнӗ ҫулпа ҫирӗппӗн утма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Умра - ҫӗнӗ тапхӑр // Элӗк тӑрӑхӗ. http://alikovopress.ru/umra-cene-tapxar.html

Скандинави уттипе туслашни те аван, ытларах хускану туни те пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Инсультпа инфаркт патне илсе ҫитерет // Э.КУЗНЕЦОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %b5%d1%82/

Вӑл ҫамрӑксемшӗн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене, тӗслӗхрен, ачасен пултарулӑхне аталантармалли условисене йӗркелессине, хальхи йышши вӗрентӳ уҫлӑхне туса хурассине татса парать, ултӑ федераци проектӗнче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Раҫҫей» куравра // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %80%d0%b0/

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Конференцинче — вӑрҫӑ ачисем пирки // Л.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/3 ... %ba%d0%b8/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех