Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӑрҫа сăмах пирĕн базăра пур.
пӑрҫа (тĕпĕ: пӑрҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шутран пысӑк пайне (62 процентне) тырӑпа пӑрҫа валли уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен кӑҫалхи лаптӑкӗ 12131 гектар йышӑнать, кӗрхисемпе пӗрле илсен – 19043 гектар таранах.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Сергей вӗри ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта тулӑ, пӑри, сӗлӗ, ясмӑк, пӑрҫа, хуратул, вир ашкӑрса ҫитӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗр аллӑ килтен тӑракан Тутар Яшми ҫыннисем ҫак каҫма урлӑ Сахар патне ыраш, сӗлӗ, урпа, пӑрҫа, ясмӑк, ҫӑмарта ҫӗклеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӑшт мар ҫав, тимӗр пӑрҫа пекех хытӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп сан пек тимӗр пӑрҫа мар.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Комбайнсем те хускалаймарӗҫ, пӑрҫа та купарах шӑта пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Пӑрҫа ҫулса тӑкрӗҫ, купана кӑна хывма тытӑнчӗҫ, ҫумӑр тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫӗртме пусси пулин те, унта пӑрҫа акрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Эп ӑна сӑмах хушма та вӑтанатӑп, пӑрҫа ҫинчи ҫум курӑк вӑррисене иртсе тӑкнӑн, чи ӑшӑ, ырӑ сӑмахсем суйлатӑп, вӑл манпа нимӗн пулман пекех пуплет.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Алла илсе чӑмӑртатӑн та, вӑл пулса ҫитнӗ пӑрҫа хутаҫҫи пек саланса каять.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Акӑ, районти аграрисем тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 58 пин тонна ытла пухса илме пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Пӗтӗмпех асне илчӗ вӑл: ача чухне Иванпа пӗрле пӑрҫа татма кайнине те, Хурӑн варне ӗне ҫитерме ҫӳренине те, унтан, кӑштах пысӑклансан, выртмана ҫӳренисене те…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пусми те питӗ кӑмӑла кайрӗ, хӗрлӗ ҫине шурӑ пӑрҫа сапаланӑ пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иккӗшӗ те питӗ ӑшӑрханӑ, пичӗсем ҫине пӑрҫа пек тар тапса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫывӑраканӑн ҫамки тата лаптӑкрах сӑмси ҫине пӑрҫа пек тар тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Манӑн та ыттисемпе пӑрҫа ҫӑлма каяс килетчӗ, анне мана киле хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыран пӑрҫа ҫӑлас тенӗ чух манӑн халиччен хӗрелсе ҫӳрекен куҫ ытла та пӑсӑлса кайрӗ: хӗп-хӗрлӗ, пӗҫерсе тӑрать, хӑрах куҫӑм тӳсме ҫук ыратать.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне пӑрҫа нимӗрӗ пӗҫерсе чӗрес ҫине антарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех