Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ниме сăмах пирĕн базăра пур.
ниме (тĕпĕ: ниме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппаншӑн алӑк тӑрринче хӗрлӗ хунар пурри ниме те пӗлтермерӗ, ытти крючниксем, Богданов вӗсене ӑҫта илсе килнине ҫав самантрах тавҫӑрса, сӑмах хускатрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм циркри этемсем ниме пӗлми тӗрлетнӗ хушӑра крючниксем тухса кайнине асӑрхаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗншӗн тӗн тени ниме тӑман, кирлӗ мар ӗненӳ пулнӑ, анчах анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараҫҫӗ, анчах эсир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та, никампа та, нимӗн те калаҫса ан ҫӳрӗр», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ниме пӑхмасӑр таҫта та ҫитӗнет, теме те шӑтарса тухать, шӑрӑхран та хӑрмасть, вӗлле хурчӗсене пыл та парать…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

— Унччен, шыв ӗҫес килнӗ чух, ниме пӑхмасӑр тиенӗ лавпах ҫырмана анса васкамасӑр ӗҫсе тӑма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

— Мӗнле чӑвашсем вӗсем, кӑнтӑр енчисем, ниме тӑман чуххӑм йӗркесене пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ? — тарӑхса калаҫать пӗр ватӑ хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

… Вӑхӑт, кам хушнипе-хӗтӗртнипе-ши, ниме пӑхмасӑр, никама итлемесӗр шав малалла васкать.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кантӑксене яри уҫса янӑ пӳлӗмре иккӗшӗ кӑвакарчӑнсем пек кӑлтӑртатса калаҫса ларчӗҫ, пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе те малашри ӗмӗчӗсемпе паллашрӗҫ, ниме те вӑрттӑнлӑхра тытмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Халь вӑл малашне ман ҫинчен ку ниме тӑман пушӑ та хӑравҫӑ хӗр тейӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Влаҫ ҫапла тума хӑнӑхнӑ, васкавлӑ поезд хыҫӗнчен ниме тӑман япалана ывӑтнӑ пек.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йывӑр, пӗр евӗрлӗ сӑрӑлӑх пусса тӑракан ял ниме тӑман хыпара та малалла сарма юратать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял сӑмахӗ мӗнле те пулин пакӑлти ҫын ӑнсӑртран е юри персе янӑ пӗртен-пӗр ниме тӑман сӑмахран вӑй илет.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та ниме пӑхмасӑр Ваҫилен чӗри ҫак, ҫӗмӗрт пек, хура кӑтра ҫӳҫлӗ, тӗксӗм питлӗ каччӑ патнех туртӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ял ҫыннисем, предприятисемпе уйрӑм предпринимательсем ниме юхӑмне хастар хутшӑнни малтанхи кунсенчех палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Тырӑ маншӑн ниме тӑман япала ҫеҫ, пур-и вӑл, ҫук-и — пурпӗрех.

Колосья мне не нужны. Пшеничные поля ни о чем мне не говорят.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл ҫаплах мана тӗсесе сӑнарӗ: аллӑмри мӑлатук, сӗрмелли ҫупа вараланнӑ хуп-хура пӳрнесем, уйрӑмах эпӗ ӳпӗнсе ӳксех чакалакан темле ӑнланмалла мар япала, ниме юрӑхсӑрскер…

Он все смотрел на меня: перепачканный смазочным маслом, с молотком в руках, я наклонился над непонятным предметом, который казался ему таким уродливым.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Сурӑх шутсӑр пыран выльӑх, ниме те тиркемест.

— Он есть все, что попадется.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ку ниме те пӗлтермест, ман килте пӗтӗм тавралӑх «ытама кӗрет».

— Это не страшно, ведь у меня там очень мало места.

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Арҫынсен ку эрнере ҫине тӑмалла, ниме пӑхмасӑр тӗллевӗсем патне талпӑнмалла.

Мужчинам в этот период стоит быть решительнее и добиваться своей цели, не обращая внимания ни на что.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир чи ирсӗр чӗрчун, — терӗ вара Ольга лӑпкӑ, темле ниме палӑртман сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех