Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манпа (тĕпĕ: эпӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла пӗтерчӗ хӑйӗн калавне манпа ӑнсӑртран курнӑҫса калаҫакан Шаклапуҫ Шӑнттарайӗ евӗрлӗ этем.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

— Хӑвна манпа шай ан ту, — сӑмах тавӑрчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унӑн кулли хальхинче: эс манпа пӗрле пыни те, пыманни те пӗрех, мӗншӗн тесен эс маншӑн никам та мар, кӳршӗ ачи кӑна, тенӗ пек илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эпӗ Данил Макаровичпа юнашар лартӑм пулин те, вӑл манпа калаҫма ерҫмерӗ — ун ҫумӗнче ывӑлӗпе кинӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Данил Макарович киоскра хаҫат туянчӗ те манпа юнашар тенкел ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан ҫын, аллея вӗҫне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ те ик-виҫ утӑм каялла ярса пусрӗ, ҫул хӗрринче йӑваланса выртакан ҫӗмрӗк кӗленчене пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех мар сак вӗҫӗнче ларакан ҫӳп-ҫап сулчи патне утрӗ, ванчӑк кӗленче тӗпне типтерлӗн кӑна ҫав чул савӑта пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Айта манпа халех, укҫа нумай тӳлетӗп эпӗ.

Айда со мной прямо сейчас, хорошо заплачу.

Суеҫ Макҫӑм // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/318

- Турӑ ҫырни пусма вӗҫнех килет теҫҫӗ те, манпа та ҫаплах пулса тухрӗ, - терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

«Ан хӑй манпа кӑшкӑрашса калаҫма, ман ӗҫ сана килӗшмест пулсан, эпӗ те килӗшместӗп сана, ан ман ҫакна», — темех пикенчӗ, анчах, ырӑ чӗреллӗскер, ҫепӗҫ чӗлхеллӗскер, ӑшри хӗлхеме хӑвӑрт сӳнтерчӗ те, савнине ярас килмен ҫӗртенех, хайӗн кӑмӑлне хӑварсах, ҫапла хуравларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кам пӗлет, тен, тата эпӗ йытта йытӑ вырӑнне ҫеҫ хурса калаҫни те унӑн кӑмӑлне хуҫрӗ, манпа часрах уйрӑлма васкатрӗ пуль ӑна…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Вӑл чӑнах та ҫак тарана ҫитичченех авланман иккен, манпа пӗрлешес шанчӑка нихҫан та ҫухатман».

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Манпа вӑй виҫесшӗн.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ҫапла-ҫапла, — манпа килӗшнине пӗлтерме васкарӗ Кудряшов.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ку ыйтӑва та вӑл хӑйне евӗр, хӑй тӗллӗн, хӑюллӑн, санпа та, манпа та тава кӗрсе кайма пултарассинчен хӑрамасӑр татса пани паха.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑхӑчӗ пулмарӗ-тӗр-ха ун манпа тӗрӗлтетме, — кулкалама чарӑнмасӑр хуравларӗ Ланшанов.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сана ҫӑлса хӑварас шутпа, судра сан пирки ун чух вӑл манпа пӗрле хӑнара, ялта пулнӑ тесе калама, эпӗ Кавказри санаторирен эрне маларах таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пилӗк ҫул таҫта ҫапкаланса ҫӳренӗ арӑмӑм манпа тепӗр хут пӗрлешесшӗн!

Куҫарса пулӑш

XVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Эс каланӑ пек пултӑр, Тарас тете. Хуть те мӗн ту манпа. Усал сунас ҫук эс мана. Лайӑх пултӑр тесех калатӑн пуль-ха», — тет.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑмахне вара манпа килӗшмесӗр каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Пӑрахса кайрӗ пулас, ун йышши ҫынсем шавлӑ, тӗркӗшӳллӗ вырӑнта пулма юратмаҫҫӗ вӗсем. Тен, манпа вӑхӑт ирттерсе ҫӳрессинчен пӑрӑнмалли меллӗ самантпа усӑ курма васкарӗ», — тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ эп, ҫапла шутласа «ҫылӑха та кӗнӗччӗ» — ҫитрӗ-тӑчӗ хайхискер тахӑш енчен ман ҫума, панелевоз умне.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех