Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗсйинчен сăмах пирĕн базăра пур.
кӗсйинчен (тĕпĕ: кӗсйинчен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачана алӑкран кӑларса сирпӗтнӗ хыҫҫӑн Стурза кӗсйинчен сӑмса тутри кӑларчӗ, тин кӑна Федораша тӗртсе янӑ аллине йӗрӗнчӗклӗн сӑтӑркаласа илчӗ.

Выставив за дверь малыша, Стурза вынул из кармана платок и вытер руку, которой только что дотронулся до Федораша.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ак, кур, сӗт епле чакать, — кӗсйинчен кӑларнӑ хутпа сӑмсинчен тӗртрӗ вӑл заместителе.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

— А-а, Матвей! — савӑнса кӑшкӑрса ячӗ Шумилов, кӗтмен хӑнан кӗсйинчен пулӑштух пырӗ тухса тӑнине асӑрхасан.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Вӑт, дисциплина пирки калаҫ эс ҫавсемпе, — терӗ вӑл, эрех кӗленчине шӑлавар кӗсйинчен кӑларса пиншакӑн шалти кӗсйине чикнӗ май.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку юмана граждан вӑрҫи хыҫҫӑн хамӑр касрӑмӑр, — терӗ вӑл, кӗсйинчен автан пуҫлӑ кукӑр чӗлӗмне кӑларса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫак самантра Вадим, хаяр салтака юрас тесе, ун ҫывӑхнерех пычӗ, кӗсйинчен «Казбек» пачки кӑларса ӑна сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита кӗсйинчен хаҫат кӑларса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл Таня касса хунӑ ҫӑкӑра тӗкӗнмерӗ, кӗсйинчен хӑйӗн паёкне кӑларса кӑшт хуҫса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ашшӗ кӗсйинчен пӗр тенкӗлӗх укҫа туртса кӑларчӗ, ҫавӑркаларӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл сӗрсе пӗтерчӗ те китель кӗсйинчен хытӑ хут кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Унтан васкасах кӑкӑр кӗсйинчен пӳрне хулӑнӑш хут ҫыххи туртса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Прухур аллине ывӑлӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать, лашине чарма ыйтать, кӗсйинчен ҫур литр эрех кӑларать.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Вӑл плащ кӗсйинчен «Казбек» пачки кӑларса пирус чӗртет, шофера та сӗнет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хуралҫӑ кӑштах лӑпланать, кӗсйинчен кӑларнӑ ал тутрипе питне шӑлать.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Каҫхи апат ҫисе тухнӑ Захар кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларса ҫӑмарта калаккинчен те пӗчӗкрех калак турӗ, патаксем чутларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Никамӑн та кӗсйинчен кӑларса парас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Харкашса каясран чарӑнкаласа, кӗсйинчен вунӑ тенкӗлӗх кӑларса тиечук умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа сирӗн ӗҫке хутшӑнма шут тытрӑм! — терӗ те Микула, кӗсйинчен пулштух кӑларса, сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Яла ҫитеспе, Анук астуман чухне, Микула пиншак кӗсйинчен темле япала кӑларса Ваҫлие тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урӑх ним сӑмах каличчен кӗсйинчен кнахвит кӑларса пама тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех