Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗркунне сăмах пирĕн базăра пур.
кӗркунне (тĕпĕ: кӗркунне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫулла симӗс хыс тӑхӑнаканни, кӗркунне сарӑ кӗрӗк тӑхӑнаканни те кунтах…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑҫал пилеш кая юлса ҫеҫке ҫурчӗ — кӗркунне вӑрӑма тӑсӑлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗркунне ҫулталӑк ҫитет, эпӗ вунӑ класс хыҫҫӑнах килсе кӗтӗм те ҫакӑнта.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Акӑ кӗркунне лартса хӑварнӑ йывӑҫсем.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ кӗркунне, ҫанталӑк улшӑнӑвне пула вӑл чирпе нумайӑшӗ чирлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сип-симӗс ешерекен улӑх, ҫепӗҫҫӗн савса пӑхакан хӗвел, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫекен тӗрлӗрен кайӑксем — кусем пурте юратупа ҫыхӑннӑ ӗнтӗ, ҫапах та Ленӑшӑн кӑҫалхи кӗркунне ытти иртсе кайнӑ вӑхӑтсенчен чи илемли, чи ҫывӑххи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Ха, паян ку ҫамрӑксемпе пӗрле ерсе килни пит те шеп пулчӗ-иҫ, кӗркунне шӳрпе пит техӗмлӗ пулаканччӗ-ха, — терӗ пӗр утмӑлтан иртнӗ мучи, пурттине сӗтел айне пӑрахса.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӳпере малтанах йывӑр хура пӗлӗтсем шуҫкаласа ҫӳрерӗҫ, хӗвел те, кӗркунне ҫитнине систерес тенӗ пек, кӑшт ҫеҫ пуҫне кӑларса пӑхрӗ те каяллах тӗттӗм каркӑҫ айне пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗркунне выльӑхсене валли ҫулҫӑ хатӗрлене тата йӗкел пуҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Калӑпӑшӗпе вӑл пысӑках мар, ҫавах та ҫуркуннепе тӗрлӗрен чечексенчен, ҫулла ҫырларан, кӗркунне вара мӑйӑр-кӑмпа енӗпе пуян.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫу - кӗр, кӗркунне хӗл вӑхӑтне куҫать.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

Кӗркунне вара (сентябрьте) ҫавӑнтах РКП(б) ретне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Мана унпала хамӑн юлташсем, Хусанти духовнӑй семинаринче вӗренекен чӑваш ачисем, 1917 ҫ. кӗркунне паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Аллӑ ҫичӗ ҫул тултарсан, Меценатов ӳпке чирӗпе аптраса 1954 ҫулхи кӗркунне вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Александр Ильич Тимофеев (1918-1942) тата Алексей Нестерович Галкин (1921-1972) Хӗрлӗ Ҫар ретне 1939 ҫулхи кӗркунне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

— Ҫав ҫул, хура кӗркунне, мӑйӑр хупписем ҫурӑлнӑ, ирсерен пӗтӗм ҫӗр тӑм ӳкнипе шуралнӑ вӑхӑтра манӑн атте ҫӗре кӗчӗ.

— В тот год, поздно осенью, когда уже лопалась кожура ореха, а по утрам все покрывалось инеем, умер мой отец.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӑна кӗркунне вӗлле хурчӗсене апатланма парсан хӗл каҫа тата хытатать.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Ҫуркунне анкартисем сухалатпӑр та, кӗркунне кӑмпана ҫӳрекелетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Суя пурнӑҫ — ҫур кунлӑх // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 62–66 с.

Юхса каякан шывне канав тӑрӑх тепӗр хут пымалла тусан, ҫуркуннепе кӗркунне кӑна мар, ҫӗрӗн-кунӗн, хӗлӗн-ҫӑвӗн арман кӗрлесе ларӗ, ҫӑнӑх юхса тӑрӗ, арӑмсем пулӑпа какай ҫиме пире валли ҫӑкӑр пӗҫерсех тӑрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Ҫав ҫулхи кӗркунне пуҫӑм ҫине инкек йӑтӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех