Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн йӑлтӑркка хӑмӑр тӗслӗ, хура ӗҫре пирчесе хытнӑ чӑмӑр пӳрнисем, пӗр хутланмасӑр, кӑшласа пӗтернӗ ҫинҫе ручкӑна тытнӑ.Толстые, мозолистые, воронено-черные пальцы, не сгибаясь, держали ученическую обгрызанную ручку.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Иртнишӗн, ылханлӑ ҫын айӑпне пула пурнӑҫӗ тӗссӗрленсе юлнӑшӑн, малтанхи тулли савӑнӑҫ вырӑнне чуна выҫӑ тунсӑх кӑшласа тӑнӑшӑн, пушанса юлнӑ кун-ҫулшӑн хӗпӗртесе кайсах тавӑрнӑ пулӗччӗ халь Григорий.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хытӑ ҫӗр ҫине пуҫне ҫапса, ҫӗр урайне шӑлӗсемпе кӑшласа хӳхлерӗ Шамиль Прохорӗн арӑмӗ, вилнӗ упӑшкин вӑрҫӑран таврӑннӑ пиччӗшӗ, Шамиль Мартынӗ, йывӑр ҫын пулнӑ арӑмне ҫупӑрласа лӑпканине, ачисене ачашла-ачашла кучченеҫсем валеҫсе панине тӑраниччен курса тӑнӑ хыҫҫӑн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ун чухне Листницкий Елански станица чиккинчи сӑрт тӳпинченех, пӗр вун-вун икӗ ҫухрӑмран пулӗ, айлӑмри садсен симӗс мӗлкине тата кӑшласа янӑ шӑмӑ пек шуррӑн курӑнакан чиркӳн ҫӳллӗ тӑррине асӑрхаса илнӗччӗ.
XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Лав ытла та ерипен пынипе ӑйӑр ҫилленнӗ, кӑкӑрӗпе тӗртнӗ, хыҫалти ӳречене кӑшласа пынӑ…Бричка катилась так медленно, что жеребец злился, толкал ее грудью и кусал дерево…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫынсем пуҫтарӑнса ҫитиччен, лавсене уйӑриччен Сергей радиоприемнике шанчӑклӑ каччӑна парса, юхса килекен пӗренесене хӑш вырӑнта кӑларасси ҫинчен Саввӑпа калаҫса тӑнӑ чух, Дорофей хальхинче тимӗр-кӑвак лашине мар, ҫинҫе ураллӑ ӑйӑра йӗнерлерӗ те, унпа ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫса тӑчӗ: «Эсӗ кайса ҫӳре-ха, ҫӳре… Эсӗ, мур илесшӗ, самӑр, тӑрса ывӑнтӑн, акӑ Сергей Тимофеича ярӑнтар-ха пӗрре, вара тутусене пӑркаламӑн, ещӗке кӑшласа тӑмӑн…», — текелерӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Е Гришаткӑна вӗлернӗ пек, е вӑл вӑрмана кайнӑ та, унта ачана, упасем е кашкӑрсем кӑшласа янӑ пек туйӑннӑ, е Хлопушӑна Гришатка сасси сасартӑк илтӗне-илтӗне кайнӑ.
Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
— Улталӑн, кӗтсех тӑр! — ахӑлтатса кулса янӑ Бурдин, яланах Дуня ҫинчен тата унӑн сараппанне кӑшласа татнӑ тараккан ҫинчен юрласа ҫӳрекенскер.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вара Аксинья ҫӗрӗпех вӗри куҫҫуль юхтарать, кӑшкӑрса ярса ачине вӑратас мар тесе, аллисене кӑшласа, шӑлне ҫыртать, чӗре суранне мӗнле те пулин тамалтарма тӑрӑшать.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫулатӑп та, — ответлерӗ поляк, кӑшласа пӗтернӗ мундштук вӗҫне чӗлхипе хыпашлакаласа тата пӗр пӳрнине пиҫиххи хушшинчен кӑларса.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан урисене сарлакан сарса янӑ та йӗрсе пӑрахнӑ шӑлӗсемпе хыт-курӑк тунине кӑшласа тӑрать.Степан стоял, широко расставив ноги, перекусывая оскаленными зубами бурьянную былку.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӑйсен картиш хапхи патне ҫитсен кӑна вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, юн тухиччен кӑшласа тӑртантарнӑ тути хӗррисене ҫыртса, урисемпе тумтир арки ӑшӗнче чӑлкаланса, шала кӗчӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ашшӗнчен кӑшласа пӗтернӗ кӑранташ татӑкне ыйтса илчӗ Наталья.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак вӑхӑтра тӗкне тӑкма ӗлкӗреймен пӗр вараланчӑк сӑрӑ кашкӑр, ҫӑмламас пӗҫхушшиллӗскер, хӑмӑшпала чакан кӑшласа ларакан тип ҫырман лачакаллӑ тӗпӗ урлӑ каҫрӗ те, урисемпе шӑва-шӑва ӳксе, ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑнса, хӑвӑрт чупса кайрӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пусу леш енче, курпун тӗмеске хыҫӗнче, плугсемпе ҫӗре йӑранлаҫҫӗ, вӑкӑр хӑвалакансем шӑхӑрса ҫуйӑхашаҫҫӗ, кунта — ҫулӑн ик енӗпе — лутра эрӗмӗн кӑвак тӗмӗсем, сурӑхсем кӑшласа янӑ ҫул курӑкӗ, турра пуҫҫапнӑ пек пӗшкӗнсе тӑракан вут курӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ тата йӑлтӑртатса вӗҫсе ҫӳрекен эрешмен картисемпе касмӑкланса пӗтнӗ сивӗ пӗлӗтӗн янӑрав кантӑк пек ҫутӑ ытамлӑхӗ сарӑлса выртать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кунта вилес пекех хаярланнӑ икӗ тӑшман пӗрне-пӗри шӑлпа кӑшласа ҫӗр ҫинче йӑваланчӗҫ…Здесь в смертной ярости катались противники по земле, грызя друг друга зубами…
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Шӑннӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене кӑшласа, пӑрланнӑ аш консервисене чӑмласа, вӗсем хытах мар, салтаксем ҫеҫ пӗлекен чарусӑрлӑхпа пӗр пӑлханмасӑр калаҫрӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Станица Совечӗ умӗнче Алексей лаши ҫинчен анса лашине кивелсе кайнӑ тата кӑшласа пӗтернӗ пӗренерен кӑкарчӗ, вара, кубанкине пынӑ ҫӗртех тӳрлетсе, крыльца ҫине хӑвӑрт улӑхрӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем вара, уяр аҫа ҫапманскерсем, ӑмансем пекех тапӑнчӗҫ те купӑста пуҫне шӑтарса пӗтернӗ евӗр кӑшласа ячӗҫ.А они, проклятые, напали, как червяки, и весь вилочек источили!
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Ну, сӑрнай купӑсне ҫавӑрса ячӗ те, сало вӑрлама хатӗрленнӗ кушак аҫи пекех куҫне хӗсме пуҫларӗ», — ҫилленсе шутларӗ Артамашов, типсе кайичченех шаритленӗ: ҫуната ирӗксӗр тенӗ пек кӑшласа.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.