Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлпа (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унта ӗнтӗ часах кино пуҫланать: движок та ӗҫлеме пуҫларӗ, картинисене кунта хулари пек чаплах кӑтартаймаҫҫӗ пулин те, пысӑк кӑмӑлпа пӑхатӑн.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра, Аньӑна шелленӗ пекех, ун хурлӑхне сиссе илнӗ пекех, симфонири кӗвӗсем ҫине ӑшӑ лирика сӑрхӑнчӗ, ҫав ӑшӑ лирика ҫутҫанталӑк ҫине кӑшт ҫеҫ ывӑнса ҫитнӗ куҫпа (пурпӗрех ҫирӗп кӑмӑлпа!) пӑхнинчен тухрӗ пулин те, Аньӑна лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Анчах та коммунистсем ертсе пынипе ял ӗҫченӗсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лармаҫҫӗ, хайсен колхозне чи мала кӑларассишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Малашлӑха тулли кӑмӑлпа пӑхса, ҫӗнӗ сезон уҫнӑ май театрӑн драма коллективӗ М. Шолохов романӗ тӑрӑх йӗркеленӗ «Уҫнӑ ҫерем» инсценировкӑна лартма пысӑк хастарлӑхпа хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пирӗн вулакансем вӗсене те ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ, юратса вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

«Ҫуралнӑ ҫӗршывра» (1951) ятлӑ сӑвӑсен сборникӗнче вӑл Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ совет воинӗсем мирлӗ ӗҫе гвардилле хастарлӑхпа тытӑнни ҫинчен тулли кӑмӑлпа каласа парать: вӑрҫӑра танкист пулнисем тракторсемпе комбайнсем ҫине куҫса лараҫҫӗ, саперсем ҫӗнӗ кӗперсем тӑваҫҫӗ, кавалеристсем выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ командирсене ял ӗҫченӗсем пысӑклатнӑ колхозсен председателӗсем пулма суйласа лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Педагогика ӗҫӗн ветеранне хӑйӗн вӑрах та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн шкул администрацийӗн, районти вӗренӳ пайӗн, РФ вӗренӳ министерствин тимлӗхне чылай паллӑсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ывӑнма пӗлмен ӗҫчен // Елена АНДРЕЕВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3220321

Апла пулсан, отрасльти министерство тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан, патшалӑха лайӑх пахалӑхлӑ сӗтпе тивӗҫтерсе тӑракан хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑхсенче туса илнӗ сӗте тивӗҫтерекен хакпа вырнаҫтарма пулӑшасса шанмалли анчах юлать.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Малтанхи хут старик Килтеше ҫар епле кӑмӑлпа тухса кайнине, кашнинех хӗҫ е ухӑ таврашӗ ҫитнипе ҫитменнине пӗлес тесе килнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗҫӗ-хӗррисӗр юн тӑкнӑ, ним айӑпсӑр ҫынсене пӗтернӗ путсӗр те, эпӗ те — вӗсем патне ырӑ кӑмӑлпа, турӑ сӑмахӗпе килнӗ ҫын…»

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малашне те патька-патшана чӑвашсем тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшса пырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ырӑ кӑмӑлпа, таймапуҫпа килтӗмӗр эпир сан патна, Савантер ачам, ӗмӗрӳ вӑрӑма пытӑрах санӑн, — калаҫма тытанчӗ Атей.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хам арӑмпа, мӑшӑрпа Сывлӑхӗпе сӑйланап, Пӗтӗм пӗчӗк кӑмӑлпа Хӗр ӳснӗшӗн савӑнап…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак наградӑнах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Асанкасси ял библиотекарӗ Н. В. Козлова, тӗп библиотекӑн комплектовани уйрӑмӗн библиографӗ Л. Н. Морозова, нумай ҫул тӑрӑшнӑшӑн «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А. О. Полякова, пысӑк профессионализмпа вӑй хунӑшӑн округри ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн Нӗркеҫри, Урмаелӗнчи структура подразделенийӗсен преподавателӗсем Т. Н. Сапожникова, И. Ф. Хисамов, И. М. Шайдуллин тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Галина Николаевна вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илет, мӗн хумхантарни пирки ыйтса пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫӗнӗ Кипеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшакан Галина Николаевна Кольцова та паян яланхиллех уҫӑ кӑмӑлпа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

«Енчен те таҫта инҫетре пӗр питӗ пуян та питӗ ватӑ мандарина [китай улпучӗ] пӗр кӑмӑлпа кӑна [кнопка пусса, тӗслӗхрен], юнсӑр, пӳрнепе тӗкӗнмесӗр, Парижран тухмасӑрах вӗлерме май пулнӑ пулсан тата унӑн пуянлӑхне хӑвна илме пултарсан, ҫавна никам та пӗлмест, ҫавӑншӑн нихҫан никам та айӑплаймасть пулсан — ҫапла тунӑ пулӑттӑр-и?»

Куҫарса пулӑш

Мандаринне вӗлернӗ пулӑттӑр-и? // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1316

Пирӗн несӗлӗмӗрсем, аслӑ ӑрури ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, пире мирлӗ пурнӑҫ парнелессишӗн хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса, тӳрӗ кӑмӑлпа ялан пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Унӑн ырми-канми ӗҫӗнчен, чӑтӑмлӑхӗнчен, ырӑ та ӑшӑ чунлӑхӗнчен, ӑшпиллӗхӗнчен выльӑхсем тутӑ пуласси те, производство калӑпӑшӗпе ҫынсем тӳрӗ кӑмӑлпа хавхаланса ӗҫлесси те тӳрремӗнех килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе пыракан ҫутӑ уявпа саламлатпӑр! // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... lamlatpar/

2004 ҫулта ялхуҫалӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ» хисеплӗ ята илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех