Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗсене (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркури пускилӗсене «уҫӑнса хупӑнасшӑн» ҫеҫ мар, мӗлкеленесшӗн те пулмарӗ пулас — вӗсен чӑр-чӑр-чар кӗтевлӗ куҫӗсене сирсе хӑварса, шӑши пек, йӑкӑртатса, йӑпшӑнса йӑшт кӑна пӗр подъезда кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

«Ҫутҫанталӑка чамасӑр юратакансем», ҫутҫанталӑкӑн ӑнсӑртран кӗмсӗрт сас-чӗвӗпе ӑс-тӑнран та, кӑмӑл-туйӑмран та чӑлханса ӳкнӗскерсем, пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, ҫӑварӗсене шыв сыпса ларчӗҫ, унтан пуҫӗсене сасӑ илтӗннӗ еннелле палт ҫавӑрса куҫӗсене умалла сиктерчӗҫ те шанках хытса кайрӗҫ — хӑвалӑхран катрашкаллӑ, ҫивӗч вӗҫлӗ икӗ кӗрӗс-мерӗс мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Тим хурсах, тар тӑксах, пайтахчен ӗҫлерӗ вӑл, анчах ял ҫыннисем, вӗсенчен Трофим ятлӑ ентешӗ ҫинчен ыйтсан, е куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн, пӗлмӗшшӗн ҫивӗчлетсе, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗҫ, е пуҫӗсене суллакаласа аллисене саркаласа илчӗҫ, ку ята этем ҫумне ҫеҫ «таччӑн ҫыхса», ҫилӗмлесе, пуҫа ҫавӑрттарма, юмӑҫлама та пулин ӳркенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Анчах шофер кабининчи тӗкӗр витӗр малалла куҫ илмесӗр тинкернисем, куҫӗсене сиксе тухаслах чарса пӑрахса, ҫуйлансах ӳкрӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Ах, да, — куҫӗсене чӑлт-чалт сапаласа илчӗ Альберт, — сан сочинени тетрадьне илме мансах кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ман куҫ умне экзамена юлсарах ҫитнӗ ҫамрӑк экзамен тӑршшӗпех ыттисен ҫурӑмӗсен хыҫне чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, пытанса, куҫӗсене вӑрӑлла чӑл-чал ывӑткаласа е аялалла тартса ларни тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ӑнсӑртран тенӗ пек куҫа сулахаялла ывӑтрӑм та курах кайрӑм: ман еннелле, куҫӗсене йӑл-ял ҫӑлтӑрлантарса, шалпар хура костюм тӑхӑннӑ, шурӑ кӗпи ҫинчен сарӑ галстук ҫыхнӑ, лутра пӳллӗ, кӗре сӑн-питлӗ, вӗҫеври лаччӑн кайӑк пек ыткӑнса-вӗҫсе арҫын килет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗрарӑмсем, йӑпӑлтилле ейкӗлесе, пӗр-пӗрин ҫине шултра шӑрҫаланнӑ куҫӗсене кӑн-кан ывӑткаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ну, сывӑ-и, анне? — хура слива пек куҫӗсене уяр ҫиҫӗмле ҫиҫтеркелесе, хавхаллӑн, кӗрӗ кӑмӑлпа ыталарӗ амӑшне Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хӗр, куҫӗсене астаруллӑн, чӑлт-чалт ҫиҫӗнтерсе, тутине епсӗрӗлнӗ юшкӑн пек ейсе пӑрахса, хӑйӗн халатне йӳле ярса ҫап-ҫарамас ӳт-пӗвне кӑтартса илет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах урӑм-сурӑм ҫӗткеленсе, ҫатталанса ларкаласан, пуҫне веле-селе ҫӗклерӗ те урмӑшланнӑ, хаяр вучӗ палт! хыпса илнӗ куҫӗсене пӗлӗтелле сӳрӗккӗн тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлташӗсем те, ӗнтӗ «ӗрӗхекен» сывлавӗсене «ҫӑварлӑхлама» ӗлкӗрнӗскерсем, хӑйсене шӑши ҫури тытнӑ кушак аҫи пекех туйрӗҫ: куҫӗсене уяр ҫиҫӗм пек ҫиҫтеркелесе, тутисене ейӗве ярса, кӗхле-кӗхле, списать тунӑ сахӑрӑн ҫиелти таса пайне хӑпӑл-хапӑл ҫак миххе пуҫтарса ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хӑвӑрӑн малашлӑхри кун-ҫулӑр ҫинчен пӗлес килет-и? — куҫӗсене каллех тискер кайӑк ҫӑткӑнлӑхӗпех ҫутӑлтарса илчӗҫ халӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полинана, темле вӑрттӑнлӑх пӗлме васкакан ӑшӑ куҫӗсене Ула Тимӗр ҫине те ырӑ сунӑмлӑн, ҫепӗҫ кулӑ витӗр ывӑткаласа, тӗрлӗ платьеллӗ хӗртантӑшӗсем кӑпӑр сӑрса илчӗҫ те унпа тем пӑшӑл пӑтти пӗҫерме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, тӑруках «кӗлте урапи пуслӑхӗпех» пусӑрӑнса илсе, тӳрех нимӗн те хуравламарӗ: таҫтан инҫех те мар катаран, шыв-шурлӑ иртнинчен, сулхӑн, хура ҫилсем вашлатса-«хашлатса» илчӗҫ тейӗн; тӗксӗм, шӗшкӗ кӑчки пек йӳҫек, амӑш евӗкӗсӗр ачалӑха «куракан» куҫӗсене вӗри куҫҫуль те хупласа хурасшӑн пулчӗ, вара каччӑ, чунне хытарса, хуравне ҫӑмӑлрах, чун кӗлекен япалапа сӑлтавлама шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, хӑй айне чӗрӗ чӑрӑш тураттисем хурса, ҫӗр ҫине ларчӗ, куҫӗсене кӑвайт ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан вӗсене аяккалла, тавраналла вӗҫтерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗремесленсех алли-урипе руль, ручка-педаль таврашне вӑлтӑр-валтӑр, шӑк-шак, кӑлт-калт ҫавӑркаласа, турткаласа-пускаласа ывӑнсан Пурис кабинӑран сиксе тухрӗ те пӗр супка лачакана лакса ларнӑ кустӑрмасене сӑнаса тӑчӗ, вара, шалти хуҫӑк-чӗрӗк кӑмӑлпа, тӗксӗммӗн ӳкернӗ куҫӗсене кӑн-кан ывӑткаласа, ӑшши-пӑшши вӑрманалла хыпаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, каялла таврӑнмарӗ-ши, тесе, куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, Ула Тимӗрпе Полина хӑнара пулнӑ киле те вӗтсе ҫитрӗ, унта, сехӗрленнӗ аптравлӑ куҫӗсене ҫавракалатса: «Владимир Петровичпа Полина Никифоровна пирӗн патран чиперех тухса кайрӗҫ», — терӗҫ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш ушкӑн унӑн куҫӗсене «сивӗ, йывӑр, чее» тесе каланӑ, иккӗмӗш — «ӑслӑ, ҫивӗч, лӑпкӑ» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

— Паллах шутлатӑп, — тӗссӗрлене пуҫланӑ куҫӗсене хӗссе илчӗ кинемей, — ларар-ха ҫав тунката ҫине, ҫамрӑк чухнехине аса илер, — унтан каллех аллипе тутине хупласа кулса илчӗ, — шан, сире, арҫынсене, куҫран вӗҫерт ҫеҫ…

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех