Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫнӑ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑ 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ятарлӑ налук режимӗ – налук хурассин патентлӑ тытӑмӗ – ҫине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Япала ҫӗлекен усламҫӑ налук тӳлемен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32378.html

— Перитонита куҫнӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Халь ӗнтӗ Эльгеев та, Данилов та хӑйсене виҫҫӗмӗш курса куҫнӑ студентсем теме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ку вӑл — йӑхран йӑха куҫнӑ инструмент, мана ӑна асатте пиллесе панӑ, — терӗ те профессор сӗрме купӑса ик аллипе ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тен, эсир гяурсем, тахҫанах вырӑс патшалӑхне куҫнӑ?

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӑл халь хӗрлисем енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑл халь ку енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Халӗ пысӑк заводсем патшалӑх аллине куҫнӑ, хуҫи — рабочипе хресченсен влаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Эппин, эсир хӑвӑр ирӗкпе ку енне куҫнӑ?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вокзал хӗрлисен аллине ҫав тери хӑвӑрт куҫнӑ пирки хула пуҫлӑхӗсем палӑртнӑ вырӑна лашапа тухса тарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нивушлӗ сире — тӑваттӑмӗш курса куҫнӑ студентсене — Дарвин ҫинчен нимӗн те каламан? — тӗлӗнчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах кӑлӑхах: Герман Тихомирнов пиччӗшӗ чӗннипе Мускава ӗҫлеме куҫнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем Атӑл ку енне, Сӗве тӗлне куҫнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Алюнов, Васильев тата унӑн хӑшпӗр юлташӗсем чехсем енне куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусанта хула Совечӗ большевиксен аллине куҫнӑ пулсан та, Вӑхӑтлӑх правительствӑн комиссарӗ Гаврил Федорвич Алюнов вырӑнтах ларать-ҫке?

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗтӗм власть большевиксен аллине куҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусанта, тӗрӗссипе каласан, власть большевиксен аллине куҫнӑ та ӗнтӗ, анчах Вӑхӑтлӑх правительство майлӑ пулнӑ ҫар чаҫӗсем, Кремельте тата Воскресенски урамра — Духовнӑй семинаринче хушӑнса ларнӑ, пулӑшу ҫитессе кӗтнӗ, пулеметсемпе перкелесе хӑйсене хӑйсем хӳтӗленӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗтесре — турӑш, йӑхран йӑха куҫнӑ кӗмӗл ризӑллӑ Христос.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мишана пӗлтерес шухӑш пурччӗ, анчах вӑл халь урӑх хваттере куҫнӑ — Салтаксен урамне, унта кайма ҫула майлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня чӑнах та Хусана куҫнӑ, анчах Мишӑн ҫырӑвне вӑл илнӗ пулнӑ, хурав ҫеҫ ҫырайман.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех