Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунти сăмах пирĕн базăра пур.
кунти (тĕпĕ: кунти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунти тухьясен хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх пур, вӑл ⎼ туратланса тӑракан, тӑсмака хура тӑхлантан тунӑ тӑрнашка, Ама йывӑҫӑн пӗчӗкҫӗ кӳлепи.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кунти хӗрсен тухьи анатрисен йышши пулнӑ: шӗвӗр вӗҫлӗ тӑрнашкаллӑ тата тӗрлӗ тӗслӗ вӗт шӑрҫаран хайланӑ кӗтеслӗ-кӗтеслӗ эрешлӗ.

Куҫарса пулӑш

Уралҫум чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

«Кунти чӑвашсем майӗ-майӗпе ҫармӑссем пек тумланма тытӑннӑ, анчах та хӑш-пӗрисен авалхи капӑр тумӗсем халӗ те упранаҫҫӗ-ха».

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫав вӑхӑтрах районти халӑх йышӗ чакнин тӗп сӑлтавӗ кунти халӑх урӑх вырӑна пурӑнма куҫса кайни пулса тӑрать.

В то же время главной причиной уменьшения численности населения района остается миграционный отток.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

— Совнаркома кӗрсе тухатӑп, кунти лару-тӑру ҫинчен каласа паратӑп…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Кунти ҫамрӑксен юррисем пирки калама сӑмах та тупаймӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Чӑваш тусӑм, — тенӗ вӑл вилес умӗн, — кунти хӑйӑр шутсӑр вӗри.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунти чирлӗ ҫын, тен, ирччен вилсех каймӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунти сывлӑш — поэзи сывлӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ун коридорӗсемпе, ун палатисенче Шура утса ҫӳренӗ, хӗвелпе пиҫсе тӗксӗмленнӗ аллисемпе вӑл кунти алӑксен хӑлӑпӗсене тытнӑ…

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Унта Ҫӗпӗрӗн калама ҫук пысӑк пуянлӑхӗ пирки те, ӗмӗрхи тайгапала тӑрӑ хумлӑ Ангара мӗнле шавлани ҫинчен те, кунти ҫынсен паттӑрла ӗҫӗсемпе ырӑ кӑмӑлне те, Байкал таврашӗнчи шӗвӗр тӑрӑллӑ пысӑк тусен мӑнаҫлӑхне те ҫырса кӑтартасшӑнччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Аталану ҫуккине пула кунти тӑрӑх юхӑнса юлнӑ, ҫакена Китай ҫутҫанталӑк тӗпчевҫи Сюаньцзан палӑртса хӑварнӑ.

Упадок привёл к запустению, отмеченному китайским естествоиспытателем Сюаньцзаном.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Маларах Грассмаркет Эдинбургри чи чухӑн районӗсенчен пӗри пулнӑ, унта килсӗррисем валли тунӑ ҫӗр каҫмалли вырӑнсем (ҫав шутра Ҫӑлӑнӑҫ ҫарӗ те кӗнӗ) нумай пулнӑ, апла пулин те 1980-мӗш ҫулсенче, Эдинбург замокӗ патӗнчи лаптӑк тупӑшлӑ пулса тӑнине кура, кунти куҫман пурлӑх хакӗ ӳсме пуҫланӑ.

Ранее Грассмаркет был одним из самых бедных районов Эдинбурга, где располагалось большое количество ночлежек для бездомных (включая Армию спасения), однако в 1980-х цены на недвижимость стали расти благодаря выгодному расположению площади у подножия Эдинбургского замка.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Кунти ялсем ытларах енӗпе сӑртсен тайлӑмӗсенче сапаланса ларакан уйрӑм ҫуртсем пек вырнаҫнӑ.

Населённые пункты преимущественно представляют собой отдельные дома, разбросанные по склонам холмов.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Штатӑн ытларах пайӗ вӑрманлӑ, ҫакна пула кунти фауна та, флора та калама ҫук питӗ пуян.

Большая часть штата покрыта лесами, что обеспечивает необычайное богатство как фауны, так и флоры.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сиккима хӑш чухне, кунти ҫӳллӗ тусен илемлӗхне пула тата кунта ҫитме йывӑррине кура, Шангри-Лан Гималайри юлашки вырӑнӗ теҫҫӗ.

Сикким иногда называют последней гималайской Шангри-Ла из-за его удалённости и прекрасных высокогорных пейзажей.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

«Викинг» (víkingr) сӑмах чи малтан «Викен ҫынни» тенине пӗлтернӗ текен теори пур, кайран тин вара, мӗнпур скандинавсене анлӑн илсе вӑтам ӗмӗрсенчи кунти пӗтӗм халӑха ҫак сӑмахпа палӑртма пуҫланӑ.

Существует теория, что слово «викинг» (víkingr) первоначально означало «человек из Викена», и только потом стало употребляться в более широком смысле подразумевая всех раннесредневековых скандинавов.

Викен (авалхи тӑрӑх) // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%92%D0% ... %91%D1%85)

Шалти районсенче ҫуллахи температурӑсем ҫыран хӗрринчи температурӑсемпе пӗр пек, анчах кунти хӗлсем сивӗрех.

Во внутренних районах летние температуры сходные с температурами на побережье, тогда как зимы более холодные.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Кунти клуба федерацин «Культура малой Родины» парти проекчӗн «Местный Дом культуры» хушма программи шайӗнче юсаса ҫӗнетме май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Кунти «Надежда» клубӑн ӗҫӗсене хастар хутшӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех