Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кулма (тĕпĕ: кул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫумӗнчи хӗр кулма чарӑнаймасӑр Енчӗпек ҫурӑмӗ хыҫне пытанать…

Стоящая с ней рядом девушка прячется за спину Ендебек и беспрестанно хихикает…

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук кулма хӑтланать те ыратнипе питне сулахай аллипе тытать.

Ивук пытается изобразить улыбку, но тут же хватается за левую щеку: больно.

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каччӑсене курсанах виҫӗ хӗрӗ вӑтанса пуҫӗсене чикеҫҫӗ, кулма та чарӑнаҫҫӗ.

Увидев парней, три девушки враз потупились, покраснели, перестали смеяться.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпӗ…» — тет те Савтепи кулма хӑтланнӑ пек туса ҫамки ҫинчи ҫӳҫ пайӑркине тухйи айнелле чикет.

— Я… — Савдеби пытается улыбнуться, смущенно прячет выбившиеся пряди волос под тухъю.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑшманусем сана макӑртас тесен эсӗ ирӗксӗр те пулин кулма тӑрӑш.

А ты наберись сил и не показывай свое горе, когда враги хотят увидать твои слезы.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Мӗн эсӗ килнӗ-килменех авланассисем ҫинчен… — текелесе Мултиер кулма хӑтланчӗ те сасартӑк ачисене кӑшкӑрса пӑрахрӗ.

— Ты что это прямо с ходу про женитьбу? — Мульдиер выразительно кивнул на свою ватагу и тут же грозно рявкнул:

Кам айӑплӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ан хӑра, — терӗ те ҫамрӑк хӗрарӑм кулма хӑтланнӑ пек турӗ, ҫурта тытнӑ аллине шалалла тӑсрӗ.

— Не бойся, — чуть улыбнувшись, сказала молодуха и протянула руку со свечой внутрь подвала.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл кулма та, чӑмлама та чарӑнса Ивук ҫине ӑнланмасӑр пӑхать.

От удивления он перестал жевать и недоуменно глянул на Ивука.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗнле вӑл чаплӑ ят, Мӗнле ян сас, мӗнле вӑл паллӑ, Манран кулма халь кам хӑять?

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Михала пичче яланхи пекех темле кулӑшла «истори» каласа парать, ҫамрӑксем ӑна ытлашши ахӑлтатса кулмасӑр итлеме тӑрӑшаҫҫӗ — хыттӑн кулма сӗтел хушшинче аван мар.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа, вӑл чӑннипе кутӑнлашманнине пӗлсе, унран кулма ҫеҫ пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унтан вӑл кулма пӑрахрӗ те Ятмана хӑйне пӳлме памасӑр вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ӗҫрен кӑларнӑ конюха кам пытӑр ӗнтӗ халь? — кулма пӑхрӗ Сехре, анчах кулӑ тухмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӑнах та вӑл ӗҫчен ҫын та мар, темле васкавлӑ ӗҫе те хыпӑнса укмесӗр, ытлашши хавхаланмасӑр тӑвать, ҫавӑнпа хӑй колхозра ӗҫленӗ чух хӗрсем унран кулма та пӑхатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсемпе ӗҫлеме те, выляса кулма та кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кремль хапхинчен тухсан ҫынсем хӑйсене ирӗклӗн туйрӗҫ, хыттӑн калаҫма, шӳтлесе кулма, парнисене ҫавӑра-ҫавӑра пӑхма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӑҫталла кайрӗ, сана каламарӗ-и, сакалбай? — кулма пӑхрӗ Максуд.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн терӗ вӑл сана, апат ҫиме пыма каласа хӑварчӗ-и? — кулма пӑхрӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ ӑна пӗлекен ҫынсем патне кайма чармарӗ, анчах кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте апат ҫисе ҫӳренинчен кулма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах кулма юрамасть ун умӗнче, хӑтӑрса тӑкать.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех